18 марта 2009 г.
Библиотекăсем хушшинче республика шайĕнче иртекен «Чăваш литератури: 2007 çулхи чи нумай вуланакан кĕнеке» конкурса хутшăнса Кайри Ăнтавăш тĕслĕх библиотекинче «Чи нумай вулакан» ятпа литература конкурсĕ ирттертĕмĕр. Çак мероприяти тĕллевĕ – кĕнеке пĕлтерĕшне вулакансен чун-чĕри патне çитерсе ăна алла тытса вулама хавхалантарасси.
2007 çулта кăларнă чăвашла тата вырăсла, ачасемпе çитĕннисем валли çырнă кĕнекесем чылай. Пирĕн вĕсене вуласа хаклама пĕлмелле. Вулавçăсен формулярĕсене пăхса тухса пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн «Чи нумай вулакан» ята Кайри Ăнтавăш ялĕнчи шкулта кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ паракан Оксана Валерьевна Николаева тивĕçрĕ.
Кĕнеке пĕлтерĕшĕ, вăл этемлĕхĕн чи пысăк пуянлăхĕ пулни пирки нумай калаçрĕç кунта, вуланă кĕнекесен содержанийĕ пирки пĕчĕк тавлашусем те пулкаларĕç. Н.Симунов çырнă «Ан йĕр эсĕ, Лена» роман çăмăллăн вуланни, тĕп герой тавра пулса иртекен ĕçсене ăнланмалла çырса кăтартни тыткăнларĕ вулакансене.
Кĕнекери кашни сыпăк пуçламăшĕнче Н.Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекинчен» илнĕ сыпăксене вуланă чухнех шухăша каятăн. Мĕнлерех тĕрĕс сăмахсем, ĕлĕкхи кăна мар, чăваш йăли-йĕркисемпе çыхăнтарса хальхи çамрăксене вĕрентсе калани те вырăнлă.
Оксана Валерьевна вулавçăсене кĕнеке çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе паллаштарчĕ. Вулама вăхăт мĕнле тупни çинчен те каласа хăварчĕ. Кĕнекепе туслашсан кăна ăс пухма май пурри çинчен калаçрĕ.
Конкурса хутшăннисене пурне те хам ятран тав сăмахĕ калатăп.
С.ДИМИТРИЕВА, Кайри Ăнтавăш ял библиотекин заведующийĕ.