АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЫРАВÇĂПА ТĔЛ ПУЛНĂ

13 марта 2009 г.

Канаш хулинчи çамрăксен библиотекинче чăвашсен паллă çыравçин, пирĕн ентешĕн, вăл Ушанар ялĕнче çуралса ÿснĕ, Сергей Павловăн «Сĕлкĕш» романĕ тăрăх вулавçăсен конференцине ирттернĕ. 2-мĕш професси училищинче вĕренекенсем патне кĕнеке авторĕ хăй те килнĕ. Чăваш писателĕсен Союзĕн председателĕ Сергей Павлов хăйĕн пурнăçĕпе, пултарулăх çулĕпе паллаштарнă. Хайлавĕсенче вăл чăваш çамрăкĕсен ку чухнехи пурнăçне хускатнă. Писатель биографийĕпе паллашнă хыççăн çивĕч сюжетлă произведенине сÿтсе явнă. Унта пурте активлă хутшăннă.

Районăн шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн инспекторĕ Р.Мавлютов кĕнекери тĕп геройăн ĕçĕсене комментари панă, эрех-сăрапа, наркотиксемпе иртĕхни мĕн патне илсе çитернине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă.

10-мĕш вăтам шкул психологĕ Н.Ефимова пурнăçри çивĕч лару-тăруран тухма психологи пулăшăвĕ мĕнле илмелли, стресс çинчен ăнлантарса-каласа панă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика