АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИККĔМĔШ ХУТĔНЧЕ ÇАКЛАННĂ

13 марта 2009 г.

Канашра икĕ хĕрĕнкĕ йĕкĕт чукун çул вокзалĕнчи киоскра икĕ пачка сигарет туяннă. Вĕсем 500 тенкĕлĕххи тыттарнă. Чăн укçа мар, асăнмалăх япала вырăнне пичетлесе кăларни – «кулăш банкĕн билечĕсем» серирен.

Сутуçă ултава сисмен, укçа та каялла панă. Çакă каччăсене хăпартлантарсах янă. Вĕсем автовокзал территоринчи киоск патне мĕн те пулин туянас шутпа пырса тăнă. Кунти сутуçă тимлĕрех пулнă. Хăйне сувенир укçа тыттарнине пĕлсен шăв-шав çĕкленĕ. Хĕрарăм кăшкăрашнине илтсе пакунлисем чупса пынă. Вĕсем суйĕçĕсене ĕнсеренех çатăрласа тытнă, çывăхрах «паллашма» милицине çавăтса кайнă. «Çĕнĕ çынсем» мар иккен вĕсем, суд тенкелĕ çинче те ларса курнă. Хальхинче те çак пуçтахсем валли тĕрмере вырăн тупăнатех пулас.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика