АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔСЕНЧЕ ЧУН АПАЧĔ "ХАТĔРЛЕÇÇĔ"

13 марта 2009 г.

Культурăна халăхра чун апачĕпе танлаштараççĕ. Чăнах та çапла пулас. Илемлĕ юрă-кĕвĕ, ташă, ÿкерчĕк кăмăла çĕклет, хăпартлантарать, хавхалантарать, пурнăç çине мал ĕмĕтлĕн пăхма хистет, чун ыратăвне сиплеме пулăшать. Сцена çинче пурнăçа сăнласа пани чĕрере ырă туйăмсем çуратать – савăнăçне те кÿрет, кирлĕ пулсан кулянтарать те, култарать те. Чун апатне, ытарлăрах каласан, пĕçерсе хатĕрлеме Шупашкарта культурăпа искусство институтĕнче, культура, художество тата музыка училищисенче вĕрентеççĕ.

ÇАК вĕренÿ учрежденийĕсенчи студентсем хушшинче пирĕн район çамрăкĕсем те пур: институтра – тăххăрăн, культура училищинче – улттăн, пурнăçне музыкăпа çыхăнтарма кăмăл тунисем – пиллĕкĕн, ÿкерÿçĕ пулас текенсем – виççĕн.

Виçĕм кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕ шкулсенче 9-мĕш тата 11-мĕш классенче вĕренекенсемпе, культурăпа кану учрежденийĕсенче ĕçлекенсемпе тулчĕ. Культурăпа искусство институтĕнче тата культура училищинче вĕренекенсен ушкăнĕ пĕчĕк кăна концерт лартса пачĕ. Залра романссем, чăваш эстрада юррисем янăрарĕç, испан ташши яш-кĕрĕмĕн кăмăлне хăпартлантарчĕ. Уйрăмах вĕсене Руслан Осипов юрланă юрăсем килĕшрĕç. Каччă юрату юррисемпе хĕрсемпе йĕкĕтсен чĕрисенче вут хыптарчĕ.

Сцена çинчи вăрăм сĕтел хушшине культурăпа искусство институчĕн ректорĕ И.Балкова, культура тата художество училищисен директорĕсем Г.Чиркинпа В.Сивов, Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин дирижерпа хор уйрăмĕн заведующийĕ А.Юнисов, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Гароев вырнаçрĕç. Вĕсем мультимедиллĕ экранпа усă курса хăйсем ĕçлекен вĕренÿ учрежденийĕсен пурнăçĕпе, кун-çулĕпе, факультетсеме, уйрăмсемпе, преподавательсен составĕпе паллаштарчĕç, вĕренме кĕмелли условисем, мĕнле предметсемпе экзаменсем тытмалли, студентсен çăмăлах мар, çав хушăрах савăнăçлă та ĕмĕрлĕхех асра юлакан пурнăçĕ, мĕнле специальноçсене вĕрентни çинчен каласа пачĕç, залран панă ыйтусене хуравларĕç.

Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров хăнасене Канаша килсе çамрăксемпе тĕл пулма вăхăт тупнăшăн тав турĕ. Яш-кĕрĕме экзаменсене ăнăçлă тытса хăйсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме, хальхи кăткăс пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме ăнăçу, вăй-хал сунчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика