АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КАНАШ ЕН ПИКИ

13 марта 2009 г.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалласа районта чылай мероприяти йĕркелесе ирттерчĕç. Предприятисемпе организацисенче ĕçлекен арçынсем хĕрарăм-ĕçтешĕсене саламласа уяв концерчĕсем лартса пачĕç, парнесемпе савăнтарчĕç. Ялсенче çавăн пекех хăйсен тăрăхĕнчи илемлĕ, ăста та пултаруллă пикесене палăртас тĕллевпе конкурссем йĕркелерĕç. Çак ăмăртура мала тухнă хĕрсенчен чылайăшне район шайĕнче иртекен «Канаш ен пики» конкурсра курма тÿр килчĕ.

Палăртнă кун Канаш ен пикисем Уçырмари культура çуртĕнче пуçтарăнчĕç. Пĕтĕмпе вĕсем пиллĕкĕн пулчĕç. Диана Григорьева – Уçырма ялĕнчен, вăл 11-мĕш класра вĕренет. Юрра-ташша питĕ ăста, ăна районти уявсенче сцена çинче час-часах курма пулать.

Шăхасан ял тăрăхне конкурсра Ирина Михайлова хÿтĕлерĕ. Вăл та 11-мĕш класра пĕлĕвне ÿстерет. Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, тутлă апат- çимĕç пĕçерме ăста.

Наталия Иванова Вăтакас Татмăш ялĕнче пурăнать. Наташа та ытти тантăшĕсем пекех 11-мĕш класра вĕренет. Мĕн пĕчĕкрен тĕрĕ тĕрлеме юратать, шкулта пиллĕксемпе кăна вĕренет, тĕрлĕрен секцисене çÿрет.

Татьяна Иванова Энтриялĕнчен, вăл ялти шкулта 10-мĕш класра вĕренет. Спортпа туслă, районта тĕрлĕ предметсемпе иртекен олимпиадăсене тăтăшах хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать.

Ачча ял тăрăхĕнчен Екатерина Иванова пулчĕ. Вăл Шупашкар хулинчи пĕр техникумра пĕлĕвне ÿстерет. 18 çулта. Тухăç ташшисемпе кăсăкланать.

«Канаш ен пики» конкурса район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – социаллă аталану пайĕн ертÿçи В.Степанов уçрĕ. Владимир Николаевич конкурса хутшăнакансене тата залра ларакан хĕрарăмсене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламларĕ, телей, ăнăçу сунчĕ. Пикесен пултарулăхне район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн тĕп специалисчĕ В.Чебукова тата Уçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов хакларĕç.

Жюри комиссийĕ хĕрсем хăйсене сцена çинче еплерех тытнине, вĕсен çи-пуçне, юрă-ташăри пултарулăхне, тăван ен культурине еплерех пĕлнине шута илчĕ. Республикăра иртекен «Чăваш пики» конкурса Вăтакас Татмăш хĕрне Наталия Иванована яма йышăнчĕ.

Аса илтеретпĕр, иртнĕ çулта пирĕн район чысне А.И.Миттов ячĕллĕ Сиккасси вăтам шкулĕнче вĕренекен Ю.Чебукова хÿ-тĕленĕччĕ. Вăл Шупашкарта иртнĕ «Чăваш пики» конкурсра «Хÿхĕм пике» ята тивĕçнĕччĕ.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика