АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЛĂКРАН ТУХРĂМ, АЙ, ТАЙĂЛТĂМ…

11 марта 2009 г.

Çакăн пек ятпа иртрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи чăваш халăх юррисене юрлакансен районти фестиваль-конкурсĕ. Çакăн евĕрлĕ мероприятие Тăван çĕршыв ирĕк-лĕхĕшĕн хăйсен пурнăçне шеллемен паттăр-салтаксене хисеплеме вĕрентес, астăвăма ăруран-ăрăва тăсса пырас, çамрăксенче патриотла туйăма аталантарас, халăх пултарулăхĕн коллективĕсен ăсталăхне ÿстерсе пыма пулăшас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне ялсенче паян салтак юрри юрлама пĕлекен çамрăксем çук тесен те йăнăш мар. Çавăнпа та вĕсене хальхи вăхăтра халăх хушшинче сарни вырăнлă. Салтак юрри вăл хăйĕн кĕввипе, сăмахĕсемпе, шухăшĕпе тÿрех чуна пырса тивет, ăна никам та куççульсĕр итлеймĕ. Тата салтак ăсатмалли йăла-йĕркесем те манăçнă темелле. Вĕсене культура ĕçченĕсем халăх умне кăлармасăр урăх кам кăтартма пултартăр.

«Ĕмĕрсен эрешĕсем» анатри чăвашсен фольклор уявĕ те салтак юррисен фестивалĕпе пĕр кунах иртрĕ. Кунта пĕр-пĕр йăлапа çыхăннă ĕç-пуçа кăтартнисĕр пуçне коллективсен çи-пуçне, вĕсем хăйсене сцена çинче мĕнле тытнине, калаçăвне ытти критерисене те шута илчĕç.

Шел, те коллективсем сахалăн пуçтарăннă, анчах чи шанчăклисем те пултаруллисем пулчĕç пулас вĕсем. Вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене юрласа Сиккассинчи «Салам» ансамбль, фольклор ушкăнĕсем хушшинче Ачча ял тăрăхĕнчи «Шевле» халăх тата Кăшнаруй ял тăрăхĕнчи «Хĕлхем» фольклор ушкăнĕсем мала тухрĕç. Вĕсен пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Канашри культура керменĕнче «Алăкран тухрăм, ай, тайăлтăм...» тата «Ĕмĕрсен эрешĕсем» республика фестивалĕсенче район чысне хÿтĕлеме тивет. Маххă пама хăнăхман-ха ку коллективсем, хальхинче те вĕсемшĕн тупăшу ăнăçлă пуласса шанатпăр.

И. Владимирова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика