11 марта 2009 г.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кирек мĕнле жанрлă музыка произведенийĕ те çичĕ нотăран йĕркеленет. Чăвашсен философийĕнче çак хисеп асамлă число шутланать. Çавăнпах-тăр, чăваш композиторĕсен кĕввисем, юррисем пирĕн чунсене çывăх.
Пирĕн вулакансене юрра-кĕвве чун-чĕрипе парăннă çынпа паллаштарас килет. Вăл – Çĕнĕ Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Владимир Федоров. Ун пеккисене вырăссем «самородок» теççĕ. Çăмăл пулман унăн ачалăхĕ. Амăшĕ пĕччен тăватă ывăлпа пĕр хĕре пăхса ÿстерсе ура çине тăратнă.
Володя ача чухне йывăç çине пăта çапса кĕртнĕ вăхăтра пулакан сасса итлеме юратнă. Çак сасра вăл хăйне евĕр кĕвĕ пуррине асăрханă. Ăна тĕлĕнмелле юрă хăй тĕллĕнех кĕвĕленнĕ пек туйăннă. Вăл патак татăкĕсемпе тĕрлĕ кĕвĕ кăларса шаккама кăмăлланă. Çакă арçын ачара музыка енĕпе Турă пани пуррине пĕлтернĕ ĕнтĕ.
Хăйĕн пĕрремĕш юррине В.Федоров Аччари вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне çырнă. Шкул хыççăн вăл Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине кайса кĕнĕ. Пĕр çул вĕреннĕ хыççăн ăна çара илсе кайнă. Владимирăн служба вăхăчĕ Абхазире ракета çарĕсенче иртнĕ. Кунта та вăл музыкăран уйрăлман. Çартан таврăнсан училищĕрен вĕренсе тухнă. Дипломлă специалиста Йĕпреç районĕн культура çуртне илемлĕх ертÿçи пулса ĕçлеме янă. Çакăнтан пуçланать Владимир Геннадьевичăн пултарулăх çул-йĕрĕ. Пултаруллă музăкçăна Хурамал ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Маргиналов асăрханă та Хурамалти культура çуртне ĕçлеме пыма чĕннĕ. Каярахпа В.Федоров Шупашкарти Ф. П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕрет, унтан И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультетне вĕренме куçать.
Ăста баяниста, чăн-чăн виртуоза, хăйĕн пултарулăхне уçса пама пултаракан çынна пирĕн район ертÿçисем те асăрханă, ăна районти культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçи пулса ĕçлеме сĕннĕ.
Канаш ене таврăнсан кĕске вăхăт хушшинчех халăх унăн юррисене кăмăлларĕ. Районти тĕп больницăн, районти культура ĕçченĕсен халăх хорĕсем, «Ентешсем» ансамбль, «Ылтăн пучах» агитбригада вăл ертсе пынипе районти, республикăри смотр-конкурссенче яланах малти вырăнсене йышăнатчĕ. Тĕлĕнмелле пултаруллă çын вăл, чăваш поэчĕсен тарăн шухăшлă сăввисемпе мĕнле кăна юрă кĕвĕлемерĕ-ши; Унăн юррисен кĕввисем кирек кама та килĕшмелле. Володя çынна пулăшма яланах хатĕрччĕ. Районти пултарулăх коллективĕсен смотрĕсенче хăшĕ-пĕрисен баянист çук-тăк, вăл яланах баян каласа пулăшатчĕ.
«Ылтăн пучах» агитбригадăн концерт программисене, сценарийĕсене Володьăсăр нихăçан та хатĕрлемен пулĕ. Вăл яланах ăслă шухăшсем калатчĕ, сĕнÿсем паратчĕ. «Ылтăн пучаха» районта ял çыннисем яланах хапăлласа йышăнаççĕ. Районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ лартакан спектакльсене юрă-кĕвĕпе ăста илемлететчĕ.
Çуркуннепе кĕркунне – районти культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсемшĕн смотрсемпе фестивальсен тапхăрĕ шутланать. Районти конкурссемсĕр пуçне республикăри районсенче ирттерекен мероприятисене те нумай хутшăннă. Сăмахран, Красноармейски районĕнче иртекен «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестивале, Республика кунĕнче иртекен «Атăл çи çăл куçĕсем» фестивале тата ытти уявсене те кашни çулах хутшăннă. В.Федоров çулленех «Акатуя» питĕ тăрăшса хатĕрленетчĕ. Çĕнĕ юрăсем кĕвĕлесе вĕсене партисем тăрăх юрлама вĕрентетчĕ. Унăн аккомпанеменчĕпе сасăсăрри те юрлать, уксах çын та ташлать тетчĕç.
Музыка инструменчĕсен коллекцийĕ пуянччĕ Володьăн. Хваттерте фисгармони ятлă авалхи инструмент хăйĕн вырăнне тупнăччĕ. Пушă вăхăтра саксафонпа, кларнетпа калатчĕ. Чăваш халăх музыка инструменчĕсене те – шăпăр, най, кĕсле, шăхличĕ – хăй аллипе ăсталанăччĕ.
Мĕншĕн иртнĕ вăхăтпа çыратпăр-ха. 2005 çулта Владимир Геннадьевич пысăк инкеке лекрĕ. Аварире йывăр аманса чылай вăхăт больницăсенче сипленме тиврĕ ăна. Вилсе чĕрĕлнĕ тесен те тĕрĕс пулĕ. Апла пулин те унăн Турă панă таланчĕ çухалмарĕ. Баянпа паян та ăста калать. Халĕ вăл Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялĕнче пурăнать. Унти культура ĕçченĕсене концертсем лартма, уявсем ирттерме пулăшать. Хисеплеççĕ ăна кунта, мухтаççĕ. Унăн пултарулăхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ.
И.ПЕТРОВА, И.ВЛАДИМИРОВА.