АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ШУПАШКАРТАН – ПĔРРЕМĔШ

11 марта 2009 г.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа Пĕтĕм Раççейри оборонăпа массăлла ĕçсен уйăхлăхне кашни çулах йĕркелесе ирттереççĕ. Çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе çак асăннă мероприятие РОСТО (ДОСААФ) организацийĕн курсанчĕсене, кадетсене тата шкул ачисене хастар явăçтараççĕ. Уйăхлăх тапхăрĕнче пĕлÿ учрежденийĕсене çар çыннисем килсе çÿреççĕ, ачасем тĕрлĕрен акцисене хутшăнаççĕ, ăмăртусенче хăйсен вăйĕсене тĕрĕслеççĕ.

Пирĕн районта йăлана кĕнĕ йĕркепе Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă Пĕтĕм Раççейри оборонăпа массăлла ĕçсен уйăхлăхĕ Ухман ялĕ çывăхĕнчи автодромра уçăлса хупăнчĕ. Уйăхлăха уçнă тата хупнă чухне те мероприяти йĕркелÿçисем курсантсемпе шкул ачисем хушшинче винтовкăран тĕл перессипе тата автомашинăпа ăста çÿрес енĕпе ăмăртусем йĕркелесе ирттерчĕç.

Нумаях пулмасть пирĕн районти РОСТО (ДОСААФ) команди Шупашкар хулинчен çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Вĕсем РОСТОн Шупашкарти Кривов урамĕнчи тирта пĕчĕк калибрлă пистолетран тĕл перес енĕпе тупăшнă. Ушкăнта пулнă Викентий, Петр, Светлана тата Арина Владимировсем ытти командăсене чылай кая хăварса пĕрремĕш вырăна тухнă. Светлана Ивановна (ÿкерчĕкре) 68 очко пуçтарса хĕрарăмсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.

Шупашкарти тиртах шкул ачисем хушшинче районта çĕнтерсе мала тухнă Янкăлч шкулĕнче вĕренекен кадетсем те тĕл перессипе ăмăртнă. Вĕсен – тăваттăмĕш кăтарту.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика