06 марта 2009 г.
Çĕмĕрле районĕнче пуçламăш классене вĕрентекенсен семинарĕ иртнĕ. Пирĕн районтан унта вун виççĕн хутшăннă. Ушкăна вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Н.Петрова ертсе пынă.
Семинар Анат Кăмашра пуçламăш шкул-ача садĕнче иртнĕ. Кунта учительсем валли «Шырав. Пултарулăх. Тупкăч» темăпа çавра сĕтел йĕркеленĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, тĕп калаçу вара проектсем тăвасси çинчен пынă. Ачасем те хутшăннă семинара, вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Шкул пурнăçне ашшĕ-амăшĕсене те хутшăнтараççĕ. Хальхинче вĕсем тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле çăварни саманчĕсене кăтартнă. Массăллă вăйăсене пирĕн район учителĕсем те хутшăннă.
В. АЧЧА.