06 марта 2009 г.
Вырăскас Пикшихри культура çуртĕнче районти культурăпа кану учрежденийĕсенче ĕçлекенсен семинарĕ иртнĕ. Райадминистрацин социаллă аталану пайĕн секторĕн заведующийĕ В.Чебукова культура ĕçĕнчи хăш-пĕр ыйтусене хускатрĕ. «Чăваш Республикинчи культура учрежденийĕсене модернизацилесси, инновацисем тата йăла-йĕрке» темăпа Кăшнаруйĕнчи фольклор пултарулăх çурчĕн директорĕ Н.Никонорова тата Уçырмари культура çурчĕн пуçлăхĕ Ю.Николаева тухса калаçрĕç. Професси пултарулăхĕн конкурсĕсене мĕнле йĕркелессипе тата вĕсене пĕтĕмлетессипе районти тĕп культура çурчĕн пай пуçлăхĕ З.Николаева паллаштарчĕ. Районти культурăпа кану учрежденийĕсем хушшинче фестивальсем ирттересси пирки те калаçу пулчĕ.
Районта культурăпа кану учрежденисем чи лайăххине палăртас тĕллевпе «Çынна чун-чĕрепе парăнсан» ятпа конкурс пырать. Ăна пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче, культура ĕçченĕсен уявĕнче, пĕтĕмлетеççĕ.
Çамрăксен тата Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче тумалли тĕп мероприятисене палăртрĕç.
В.АЧЧА.