АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАТТĂРЛĂХ УРОКĔСЕМ ИРТРĔÇ

06 марта 2009 г.

Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче çамрăксене патриотла воспитани парас, Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисене çитĕнтерес ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нарăс уйăхĕнче оборонăпа массăллă ĕçсен уйăхлăхĕ иртрĕ, унта пирĕн шкул та питĕ активлă хутшăнчĕ.

Шырав ĕçĕсем йĕркелерĕмĕр, шкул ачисем Афганистан, Чечен вăрçисене хутшăннă çынсен çемйисене çитсе вĕсен пурнăç условийĕсемпе интересленчĕç, вăрçă участникĕсем каласа панисене çырса илчĕç. Асхва ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле «вĕри точкăсенче» çапăçусене хутшăннă тата хамăр шкултан вĕренсе тухнă, халĕ офицера çитнĕ ентешсемпе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Уяв лăпкă лару-тăрура иртрĕ. Ачасем концертпа савăнтарчĕç. Афганистанра службăра тăнă Юрий Иванов, Виталий Петров, Александр Павлов тата ыттисем хăйсем çарта мĕн курни-тÿснине каласа панине ачасем çеç мар, çитĕннисем те тимлесе итлерĕç.

Канаш хулин тата Канашпа Тăвай районĕсен çар комиссариачĕн 3-мĕш уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Наймушин тата 2-мĕш уйрăм пуçлăхĕн пулăшуçи В.Васильев 8-11-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасемпе тĕл пулчĕç, «Çакăн пек професси пур – Тăван çĕршыва хÿтĕлесси» ятпа класс сехечĕ ирттерчĕç. Вĕренекенсем хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине тивĕçлĕ хуравсем илчĕç.

5-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли «Малая Зарница» вăйă ирттертĕмĕр. Ачасем хăйсен çаврăнăçулăхне, ăсталăхне, вăй-халне тĕрлĕ йывăрлăх витĕр тухса тĕрĕслерĕç: шурлăх урлă «каçрĕç», шыв урлă «ишрĕç», минăсем «шыраса тупса» вĕсене сиенсĕрлетрĕç тата ытти те. Унсăр пуçне спорт ăмăртăвĕсем, вăйăсем нумай пулчĕç.

9-11-мĕш классенче вĕренекен яшсем «Айтăр-ха, каччăсем» конкурсра тупăшрĕç. 11-мĕш класс каччисем пуринчен те маттуртарах пулчĕç.

Сăвва илемлĕ вулакансен конкурсĕ «Ликуй, Победная весна!» ятпа иртрĕ. Жюри Н. Ивановапа М.Кириллова (5-мĕш класс), Ю.Васильевапа А.Николаев (6-мĕш класс), Е.Алексеевапа Э.Арсентьев (8-мĕш класс) мала тухнине пĕлтерчĕ.

Кашни класрах паттăрлăх урокĕсем иртрĕç. Çар темипе ирттернĕ ÿкерчĕксен конкурсне пур класс та хутшăнчĕ.

Уйăхлăх иртсе кайрĕ пулин те ку енĕпе ĕçсем чарăнса ларман-ха. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Афганистан, Чечен вăрçисенче çапăçнă салтаксем çинчен материалсем пухатпăр, Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа çар мухтавĕн пÿлĕмне хатĕрлетпĕр.

Р.ЕФИМОВА, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика