06 марта 2009 г.
Пулаççĕ вĕт-ха пурнăçра пур енĕпе те аталаннă пултаруллă çынсем. Вĕсем кирек мĕнле ĕç тытсан та ăна тĕплĕ те çыпăçуллă тăваççĕ, илемлĕ, чуна пымалла япала ăсталаççĕ. Вĕсем ку хĕрарăмăн е арçынăн ĕçĕ тесе пайламаççĕ. Çавна май ачи-пăчи те ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе çитĕнет.
Нина Алексеевна Агусева Сиккасси вăтам шкулĕнче кĕçĕн класс ачисене вĕрентет. 1977 çулта Канашри педагогика училищине вĕренсе пĕтерсен вăл направленипе Яманкасси шкулне ĕçлеме килнĕ. Куçăмсăр йĕркепе Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Миçе ăрăва пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрсе анлă пурнăç çулĕ çине тухма пулăшман-ши çак тапхăрта; Яманкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкулта 17 çул ĕçленĕ хыççăн Н.Агусева Сиккассине куçрĕ. Кунта 15-мĕш çул тăрăшать вăл. «32 çул хушшинче миçе класс кăларнине халĕ астумастăп та, малтанхи вăхăтра шутласа пыраттăмччĕ», – тет вĕрентекен.
– Пĕчĕккисемпе ĕçлеме питĕ килĕшет мана. Класри ачасене тăван ача пек тĕлĕнмелле юрататăп. Вĕсемпе ĕçлеме лайăх. Ачасем ырă чунлă, çиллес, хаяр мар, хăтланкаларăшĕсене юри тумаççĕ. Айванлăхне пула çеç йăнăшаççĕ. «Ачасем – пурнăç çеçкисем», – тетпĕр вĕт-ха. Чăнах та, вĕсене пăхса ытараймастăп. Кашниех илемлĕхĕпе хăй патне туртать, çав шутра начар вĕренекенни те. Çак тарана çитсе эпĕ ачасене лайăххи е начарри, юратни е юратманни çине пайласа курман. Пурте пĕр пек вĕсем маншăн. Ачасем урокра мĕнле ăнланас-ши тесе таса куçĕсемпе шăтарас пек пăхса лараççĕ. Мĕн ыйтнине пурнăçларĕç пулсан еплерех савăнаççĕ тата. Хăшĕсем калаçнă хушăрах «анне», «асанне» тесе каласа яраççĕ, – тет Нина Алексеевна.
– Эсир 8-мĕш класс хыççăн Канаша, педучилищĕне вĕренме кайнă. Ун чухне, 15 çулти хĕрача, хăвăр та ачапча кăна пулнă тейĕпĕр. Апла пулин те вĕрентÿ ĕçне суйласа илнĕ. Мĕн хистенĕ-ха çапла тума; – ыйтатăп унран.
– Эпĕ Ешкилт ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕнче ĕçлекен Валерий Павловпа кÿршĕллĕ пурăннă эпир. Шкулта та пĕр парта хушшинче ларнă. Вĕсен ашшĕпе амăшĕ, Петр Павлович Павловпа Иулита Спиридоновна Артемьева, учительре ĕçлетчĕç. Петр Павлович историне, Иулита Спиридоновна математикăна вĕрентетчĕç. Манăн питĕ çавсем пек пулас килетчĕ. 8-мĕш класри вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пырать. Çынсем аттерен: «Сирĕн хĕр ăçта вĕренме каять-ха;» – тесе ыйтаççĕ те, атте: «Ăçта пултăр, учителе каять ĕнтĕ вăл», – тет. Атте мана финанс техникумне вĕренме ярасшăнччĕ, эпĕ педучилищĕне каятăп тесе йĕретĕп вĕт. Хам тĕллĕн çÿресех экзаменсем тытса вĕренме кĕтĕм.
Валерий Петровичпа тĕл пулсан хамăрăн ачалăха кула-кулах аса илетпĕр вара. «Эсĕ пире, арçын ачасене, хĕне-хĕне мечĕкле выляттараттăн, хĕлле йĕлтĕрпе чуптараттăн», – тет. Хампа пĕр тантăш, кĕçĕнрех ачасемпе пуçтарăнса пирĕн сарайне типĕ утă çине кĕрсе лараттăмăр та, эпĕ вĕсене пĕрмай хам шутласа кăларнă пулмасла юмахсем каласа кăтартаттăм. Шкулла выляттăмăр. Хамăн шăллăма, йăмăксене сĕтел хушшине лартса «учитель» пулаттăм, – аса илет вĕрентекен.
Валерий Павлов ăста спортсмена, çулĕсем пур пулин те, никам та 40 çултан аслă çын тесе калаймĕ. Республика ăмăртăвĕсенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. Çамрăксене те унпа тупăшма йывăртарах. Тĕл пулсан ачалăхне хаваспах аса илчĕ:
– Нина Алексеевна ача чухнех спортпа питĕ туслăччĕ: хытă чупатчĕ, çÿллĕ сикетчĕ. Хоккейла та, футболла та, лапталла та вылятчĕ. Нихăçан та арçын ачасенчен хăраса тăман. Хам та, мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулнă пулин те, 7-мĕш класчен унран иртеймен эпĕ, – тет Валерий Петрович.
Нина Алексеевнан мăшăрĕ те вĕрентекен. Николай Петрович ачасене мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулма хăнăхтарать. Вăл вĕрентнĕ ачасем хушшинче спорт мастерĕсем, спорт мастерĕн кандидачĕсем нумай. Хăйсен виçĕ ачи те мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă. Андрей кире пуканĕ йăтассипе, Алена ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕсем, Таня çуран, йĕлтĕрпе чупма ытларах кăмăллать. Ăмăртусене çемьепе хутшăнни те пулнă.
Мăшăр питĕ ăста ал-ураллă. Хăтлă кил-çурта та иккĕшех çавăрнă. Пур ĕçе те çыпăçуллă тăваççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем тума пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Нина Алексеевна шкулта ачасене çекĕлпе япаласем çыхма вĕрентет. «Асамлă çекĕл» кружока 16 ача çÿрет. Вĕсем вĕрентекен пулăшса пынипе салфеткăсем, жилеткăсем, шаль тутăрсем, пуканесем валли тумтир, тĕрлĕ япала çыхаççĕ. Ку ĕçпе ытларах кĕçĕн класрисем интересленеççĕ, аслисем темиçе ача пур. Арçын ачасем те хĕрачасемпе ăмăртмалла çыхаççĕ. Ал ĕç тума пĕлни пуçа ĕçлеттерет. Çыхнă е тĕрленĕ чухне кашни çип куçне шутласа пымалла вĕт. Хистенипе мар, хăйсен кăмăлĕпе ĕçлеççĕ ачасем. «Шухăшлав вăйĕпе туяннă пĕлÿ çеç чăн-чăн пĕлÿ пулать», – текен шухăша тĕпе хурса ĕçлет учитель.
Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Н.Агусева çуралнă кунне паллă турĕ. Çак ятпа хисеплĕ вĕрентекене хаçат урлă саламласа иксĕлми вăй-хал, пархатарлă кун-çул сунатăп, вăрăм ĕмĕр сукмакĕ такăр та çутă пултăр.
И. Владимирова.