АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĔЛЕ ХАВАСЛĂ ĂСАТРĔÇ

04 марта 2009 г.

Иртнĕ канмалли кун Анат Сурăм ялĕнче пурăнакан çамрăксем кăнтăрла тĕлне клуб умне йышлăн пуçтарăнчĕç. Клуб заведующийĕ В.Васильева, А.Никонорова бухгалтер тата Е.Никифорова вĕрентекен вĕсене тĕрлĕ вăйă выляттарчĕç. Пĕчĕкрех ачасем çунашкапа ярăнчĕç (ÿкерчĕкре).

Тепрер сехетрен вĕсем патне Кăшнаруй ял администрацийĕн специалисчĕсем, вĕрентекенсем, ватăсемпе кил хуçи арăмĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем карталанса тăрса халăх юррисене юрларĕç, вăйăсем вылярĕç. Йăлана кĕнĕ йĕркепе ял халăхне вĕри икерчĕпе тата чейпе сăйларĕç. Çав кунах Кăшнаруй ялĕ çывăхĕнчи автозаправкăра электрик пулса ĕçлекен Е.Смирнов пуçарнипе кÿлĕри пăр çинче хоккей вăййине йĕркелерĕç. Унта мала тухассишĕн ял çамрăкĕсемпе арçынсем тупăшрĕç. Тĕп парне – çăварни ячĕпе пĕçернĕ пĕр турилке тутлă икерчĕ пулчĕ. Ăна çамрăксем ним мар çĕнсе илчĕç.

Çак ушкăн каярах хăйсен вăйне футбол вăййинче тĕрĕслесе пăхрĕ. Кунта арçынсене çитекенсем пулмарĕç. Каç кÿлĕм мала тухассишĕн хĕрарăмсемпе арçынсем ăмăртрĕç. Пĕри те парăнасшăн пулмарĕ, хĕрÿ ăмăртура туслăх çĕнтерчĕ. Анат Сурăм ялĕнче хаваслă вăйă-кулă сасси мĕн каçченех лăпланмарĕ. Çапла майпа сивĕ хĕле ăсатса вĕсем çуркуннене кĕтсе илчĕç.

Анат Сурăмра пурăнакансем ытти чухне те хастар, вĕсем кашни кунах ĕç хыççăн ялти пăр çине конькипе ярăнма тухаççĕ. Хăш-пĕр çемьесем Шăхасанта вырнаçнă физкультурăпа спорт комплексне шыва кĕме çÿреççĕ. Ватă çынсем çул хĕррипе уçăлса çÿренине те курма пулать унта. Ялсенче сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыни савăнтарать.

А.Мясников.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика