04 марта 2009 г.
Кăçалхи çула Чăваш Ен Президенчĕн ятарлă Указĕпе килĕшÿллĕн Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Манăн вара хамăр тăрăхра пысăк хисепе тивĕçнĕ çĕр ĕçченĕсем çинчен çырса кăтартас килчĕ. Акă вĕсем, ялăн хисеп-сумне тивĕçнĕ, хăйсен кун-çулне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă çыннăмăрсем: ултă теçетке тултарнă Михаил Константиновпа Николай Никитин тата сакăр теçетке урлă каçнă Василий Алексеев.
Çĕнĕ Чалкасси культура çуртĕнче вĕсен ячĕпе хаваслă уяв-тĕл пулу иртрĕ. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалларĕç ăна, уявра нарăс уйăхĕнче çуралнă юбилярсене чысларĕç. Пуçтарăннисене чи малтанах ялти библиотекарь И.Терентьева арçынсен уявĕпе саламларĕ, юбилярсене уйрăммăн палăртса хăварчĕ. Виçĕ тĕрлĕ паттăр, виçĕ тĕрлĕ шăпа. Вĕсен кашнин кун-çулĕпех тĕплĕн паллаштарчĕ Ирина Валерьевна.
Михаил Викторович Константинов ялти сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ пухнă хыççăн Казахстана ĕçлеме тухса кайнă. Тракторист профессине алла илнĕ, унтан Бабаев ячĕллĕ совхозра ĕçлеме тытăннă. Вăхăт çитсен салтак ячĕ тухнă. Вăл Атăл çинчи пĕр хулара хĕсметре пулать. Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă хыççăн М.Константинов тĕрлĕ хуласенче ĕçлесе пурăнать, анчах та çĕр-анне хăй патнех туртнă ăна. 1968 çулта вăл тăван яла таврăннă. Часах çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Çамрăк йĕкĕт Шуртан хĕрĕпе Вера Мефодьевнапа çемье çавăрнă, виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Михаил Викторович 38 çул трактор рульне алран яман. 2003 çулхи ака уйăхĕнче ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята парса чысланă. Тракторист ĕçĕ çăмăл мар, мĕншĕн-ха çак профессие суйласа илнĕ вăл; «Пирĕн вăхăтра пурте космонавт пулма ĕмĕтленнĕ, эпĕ вара тракторист, водитель ĕçне питĕ килĕштереттĕм. Ĕмĕт-ленни пурнăçланчĕ, хама телейлĕ тесе шутлатăп».
Василий Алексеевич Алексеев ялти арçынсенчен чи асли. Вăл кăрлач уйăхĕнче 80 çул тултарчĕ. В.Алексеев мĕн пĕчĕкрен колхоз ĕçĕпе пиçĕхнĕ. Çемьере вĕсем пиллĕкĕн ÿснĕ. Асли пулнă май вăрçă çулĕсенчи йывăрлăх та ун çинех тиеннĕ. Ашшĕ фронтра пулнă, ачисем ăна вăрçă вĕçленнĕ хыççăн та кĕтнĕ. Анчах та кĕтсе илеймен. 1949 çулта Василий Алексеевичăн хăйĕн те хĕсмете кайма ят тухнă. Вăл тăватă çул салтакра пулнă. Çартан килсен нумай çул комбайнер пулса ĕçленĕ, хĕл кунĕсенче кочегарта тимленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса ларман, фермăра хуралта тăнă. Клавдия Аркадьевнапа вĕсем виçĕ ача çитĕнтернĕ.
1949 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Никитинсен çемйинче йыш хушăннă. Ывăла Николай ят хунă. Çемьере вĕсем саккăрăн çитĕннĕ, пĕчĕклех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Туслă çемье çу кунĕсенче колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман.
Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Н.Никитин Казахстана тухса кайнă. Николай та ытти çамрăксем пекех тракторист пулса тăнă. Уралта, Белорусси çĕрĕсем çинче ĕçленĕ.
1968-1970 çулсенче вăл Эстонире çар службинче пулнă. Шофера вĕренсе тухса Коми Республикине çитнĕ, унта вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. 1976 çулта вăл тăван яла каялла таврăннă. Колхоза ĕçе кĕнĕ, комбайн çине ларнă. Хĕл кунĕсенче тракторпа ĕç-ленĕ, йывăçран япаласем касса кăларса ăсталама та ÿркенмен.
Николай Петрович Ушанар хĕрĕпе Любовь Аркадьевнапа çемье чăмăртанă, ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Любовь Аркадьевна 25 çул ытла фермăра сысна пăхакан пулса ĕçленĕ. Çулсерен 12 пинрен кая мар сысна çури ÿстерсе лайăх кăтартусемпе палăрса пынă. 2000 çулта Л.Никитинана "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят парса чысланă. Никитинсен хуçалăхĕ паянхи кун та тĕреклĕ, çирĕп çемьере туслăх хуçаланать. Çакă мар-и çемье ăшши;
Юбилярсене Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Кириллов та саламларĕ. «Родина» ЯХПК ертÿçи М.Мукин вĕсене хаклă парнесем парса чысларĕ. Клуб ĕçченĕсен концерт программи те питĕ пуян пулчĕ. Юбилярсен ячĕпе юрă хыççăн юрă янăрарĕ.
Чăн та, пурнăçра хăй тĕллĕн нимĕн те килмест, çитĕнĕве, ырлăха тата хисепе хĕрÿ ĕçпе çĕнсе илмелле. Кулленхи пурнăçра сиксе тухакан йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмалла мар. Мĕн вăй çитнĕ таран вĕсене çĕнтерме тăрăшмалла. Çакăн пек ĕçчен çынсем çинче пирĕн пурнăç малашлăхĕ.
Л. Орлова.