04 марта 2009 г.
40 ÇУЛ каялла, нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Канашри тавра пĕлÿ музейĕ ĕçлеме пуçланă. Ун чухне çакă хула пурнăçĕшĕн кăна мар, республикăшăн та паллă событи пулнă. 2006 çултанпа музея М.Данилова ертсе пырать. Маргарита Филимоновна Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ун умĕн нумай çул Н.Самойлова директор пулса ĕçлерĕ. Музей ертÿçисем талантлă çынсене, çамрăк художниксене, ал ĕç ăстисене пĕр чăмăра пуçтарма тăрăшнă. Халĕ кунта тăтăшах тĕрлĕрен курав, мероприяти иртет.
Хулара музей уçас ыйтăва чи малтан истори учителĕ пулса ĕçленĕ И.Иванов хускатнă, ку енĕпе хăй те нумай материал пухнă, ĕçленĕ.
Музей çуртне икĕ çул тунă, 1969 çулта вăл ĕçлеме пуçланă. Малтанхи çулсенче вăл халăх музейĕ Шутланнă, каярах «патшалăхăн» статус илнĕ, кунта ĕçлекенсен пысăках мар штачĕ йĕркеленнĕ. Музейăн пĕр-ремĕш директорĕ Сергей Максимович Синицын пул-нă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Канаш хулин Хисеплĕ гражданинĕ. Сергей Максимович музей ертÿçинче 14 çул тăрăшнă, залсене илемлетес, çĕнĕ экспонатсем тупас, тавра пĕлÿ тата воспитани парас ĕçсене питĕ пысăк тÿпе хывнă. С.Синицын специальноçĕпе историк-географ, вăл Сиккасси шкулĕн директорĕ те, Канаш район ертÿçи те пулнă.
– Пирĕн атте пĕр вырăнта лăпланса ларма пултарайман. Музей тăвас ыйтупа таçта та çитнĕ. Чăваш наци музейне час-часах кайса килетчĕ. 1964 çултан пуçласа музей унăн тĕп ĕçĕ пулса тăчĕ, – тет С.Синицинăн хĕрĕ Людмила Сергеевна. Вăл та профессийĕпе педагог. Çак йăхăн пĕ-тĕмĕшле ĕç стажĕ 100 çул ытла.
Каярахпа директорта Виктор Иванович Удовиченко, Наталья Павловна Самойлова тимленĕ. 40 çул хушшинче музейра нумай улшăну пулса иртнĕ. Залсене çĕнетсе илемлетнĕ, экспонатсем пуянланнă. Иртнĕ çул музей хăйĕн малтанхи адресне ылмаштарчĕ. Халĕ вăл «Мир» кинотеатр пулнă çуртра вырнаçнă. Кунта вырăнĕ пысăк паллах, анчах ĕçлемелли, йĕркене кĕрт-мелли нумай-ха. Маргарита Филимоновна ертсе пынипе музей сотрудникĕсем кунта килсе çÿрекенсен, музей тусĕсен йышне ÿстерес тесе тăрăшса ĕçлеççĕ.
Музей çамрăксене, çав вăхăтрах çитĕннисене те пĕлÿ, воспитани парас тĕлĕшпе нумай ĕçлет: кунта час-часах тематикăлла экскурсисем, лекцисем, тăван культурипе уроксем, мероприятисем, паллă çынсемпе тĕлпулусем иртеççĕ. Кунта çамрăксемпе ĕçлессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ара, культура текен ăнлава çамрăкра мĕн ачаран аталантармалла.
Музей ĕçĕнчи ăнăçулăх кунта вăй хуракансенчен нумай килет. Сăмахран, Н.Шмонина кунта 23 çул ĕçлет. Надежда Константиновна кашни экспонат ăçта выртнине тĕплĕн пĕлсе тăрать. Вăл экскурсисене, мероприятисене çав тери интереслĕ ирттерет. Юбилей кунĕнче музейра савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Çав ятпа музея хăнасем йышлă пуçтарăнчĕç. Кунта нумай çул ĕçлекен Н.Шмонина Чăваш патшалăх художество музейĕн сотрудникĕсен ĕçĕ-сенчен хатĕрленĕ «Прекрасен наш союз» картинăсен выставккин презентацине ирттерчĕ. Татьяна Михайлова лектор-экскурсовод та хăйĕн ĕçне тĕплĕн, пысăк яваплăхпа пурнăçлать.
Зинаида Павлова 28 çул кассир пулса тимленĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те, музейпа халĕ те çыхăну тытать. Унăн ĕçне тăсаканĕ – Людмила Васильева.Тăрăшуллă, ĕçчен хĕрарăм. Ирина Афанасьева – музейри тирпейлĕхпе тасалăх хуçи. Геннадий Захаров кунти илеме, хăтлăха ăсталакан, йĕркелекен.
Юбилей мероприятине С.Синицынăн ывăлĕ Владимир Сергеевич, мăнукĕ Ольга Владимировна, паллă художникăн П.Меркурьевăн мăшăрĕ О.Меркурьева, вĕсен хĕрĕ Анна Андреева, хулари культура учрежденийĕсен ертÿçисем, художниксем, хăнасем хутшăнчĕç.
– Пирĕн атте хăйĕн историллĕ картинисене ÿкерме пуçличчен малтан вырăна çитсе тĕпчесе пĕлетчĕ. Çавна май вĕсем С.Синицинпа пĕрле Сиккассине, кунта восстани пулнă, Кăшнаруйне темиçе те кайнă. Музейра та чылай вăхăт художник-оформитель пулса ĕçлерĕ, – аса илчĕ П.Меркурьевăн хĕрĕ Анна Павловна. Мăшăрĕ О.Меркурьева музей ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем нумай каларĕ.
– Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче художниксем çакăн пек музей çинчен ĕмĕтленме çеç пултарнă. Картинăсене пăхса пирĕн халăх мĕн тери йывăр çул утса тухнине куратăп, – терĕ Ольга Ильинична. Хăйĕн мăшăрĕн ĕçĕсене музейра тирпейлĕн упранăшăн тав турĕ.
И. Владимирова.