АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » САХАЛ МАР ĔÇ ТУНĂ, ТУМАЛЛИ ТЕ НУМАЙ

04 марта 2009 г.

Район администрацийĕнче район депутачĕсен XXXIV-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта тăхăр ыйту пăхса тухрĕç.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тухса калаçрĕ. Вăл районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕн тата экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕм-летрĕ тата ку çулхи задачăсене палăртрĕ. Тĕпрен илсен, инженерла тата социаллă аталанăвăн кăтартăвĕсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртнĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Указне пурнăçа кĕртсе районта 16 яла çити 17, 4 километр хытă сийлĕ çул сарнă. Район бюджечĕн шучĕпе 2 çухрăм тăршшĕ çула юсаса хута янă. 1, 2 километр автоçулсене реконструкциленĕ.

«Чăвашэнерго» акционерсен уçă пĕрлĕхĕ уйăрнă 15, 5 миллион тенкĕпе 8 ялта 14, 3 километр электролини карнă. Шăхасанта шкул тума пуçланă, 20 миллион тенкине ĕçе кĕртнĕ.

Финанс çăл куçĕсем тупса 37 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çуртсем хăпартнă. Шăхасанта 18 хваттерлĕ çурта (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 914 тăваткал метр) хута янă. Вырăнти бюджетран пурăнмалли çуртсем тума 3 миллион тенке яхăн уйăрнă. Ушанарта шыв парса тăрас енĕпе ĕçе пикеннĕ. 2008 çулта 5481, 6 миллион тенкĕ панă, çав шутран 1096, 3 миллион тенкине – район бюджетĕнчен, республика бюджетĕнчен – 4385, 3 миллион. Пĕлтĕр культура учрежденийĕсен 8 котельнăйне, 4 фельдшерпа акушер пунктне газ кĕртнĕ.

2009 çулта ял тăрăхĕсем тытса пыракан уй-хирти çĕр лаптăкĕсене, ял тăрăхĕсен харпăрлăхĕ шутланакан урамсен лаптăкĕсене, автомобиль çулĕсем йышăннă участоксене регистрацилессине вĕçлемелле. Пĕлтĕр харпăрлăхçăсен 20 проценчĕ хăйсен çĕр пайĕсемпе саккунпа килĕ-шÿллĕн усă курма пуçланă.

Приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртсе пыни районăн агропромышленность комплексне миллионшар тенкĕ хушма тупăш кÿнĕ. Пĕлтĕр районта пурăнакан 719 çынна хушма хуçалăха аталантарма 135, 2 миллион тенкĕлĕх кредит панă. Нумай вăхăтлăх кредитсем 61, 7 миллион тенкĕлĕх уйăрнă, çав шутран ял хуçалăх пасарĕ тума – 40 миллион тенкĕ. Ял хуçалăх техникине çĕнетес енĕпе çирĕп утăмсем тунă. Çулталăк хушшинче ял хуçалăх таварĕсем хатĕрлекенсем патшалăх пулăшăвĕ 64 миллион тенкĕлĕх илнĕ, çав шутран федераци бюджетĕнчен – 45 миллион, республика бюджетĕнчен – 18 миллион, район бюджетĕнчен – 1 миллион тенкĕ. Çав укçа-тенкĕне тăпра пулăхлăхне ÿстерме, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, элитлă вăрлăх хатĕрлессине лайăхлатма, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем туянма тата ытти агроĕçсем тума янă. Туса кăларнă ял хуçалăх продукцисен калăпăшĕ 1153 миллион тенке çитнĕ, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсен калăпăшĕ – 355 миллион. Хуçалăхсен мĕн пур категорийĕсенче туса илнĕ аш-какай 103, 9 процентпа танлашать, ял хуçалăх организацийĕсенче – 108 процент. Çак енсемпе сĕт кăтартăвĕ – 102, 6 тата 96 процент. Ял хуçалăх организацийĕсенче сăвăм чакнин тĕп сăлтавĕ – ĕнесен шутне пĕчĕклетни.

АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, районти хуçалăхсенчен 90 проценчĕ çулталăка тупăшлă вĕçленĕ. Районĕпе пĕтĕмĕшле рентабельлĕх 14 процент шутланать. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ 32 миллион тенкĕ тупăш илнĕ, рентабельлĕх – 14, 7 процент.

Çулталăк хушшинче усă курман çĕрсене 4544 гектар (планпа 3277 гектар палăртнă) пусă çавăрăнăшне кĕртнĕ, çав шутран 1150 гектар çинче çурхи тырăсем акнă, кĕрхисене – 2783 гектар. «Сеспельское» тулли мар яваплă пĕрлĕх хыт-хура пусса илнĕ 1300 гектара сухаласа йĕркене кĕртнĕ, 460 гектар çинчен 2300 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ, кашни гектарăн тухăçĕ – 50 центнер, рентабельлĕх – 42 процент. Районта мĕн пурĕ 28, 5 пин тонна тырă туса илнĕ, гектартан вăтамран 22, 5 центнер пуçтарса илнĕ, çĕр улми 55, 3 пин тонна пухса кĕртнĕ. Иккĕмĕш çăкăрăн гектарти тухăçĕ – 162 центнер.

Районăн агропромышленность комплексне капитал хывас енĕпе уйрăм ĕçсем туса ирттернĕ. Асхва ял тăрăхĕн территорийĕнче ял хуçалăх кооперативĕн пасарне тума пуçланă. Объект заказчикĕ – «Канашский» ял хуçалăх потребительсен суту кооперативĕ. Пĕтĕмĕшле смета хакĕ – 73 миллион тенкĕ. 2008 çулта 40 миллион тенке ĕçе кĕртнĕ. Çÿлерех асăннă инвестици проектне пурнăçа кĕртни хуçалăхăн пĕчĕк формисемпе реализацилеме, тавар тăратма, сутма, продукци хатĕрлеме, пулăшу сферине анлăлатма тата ытти ĕçсене тума лайăх условисем кÿрет. 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районти 23 ялта потребительсен кооперативне регистрациленĕ. Кооператив пасарĕ ĕçлеме пуçласан ялсенчи потребительсен малалла ăнтăлма меллĕ условисем пулĕç.

Вак предпринимательствăна аталантарассинче сисĕмлĕ ÿсĕмсем пур. Районта 147 пĕчĕк предприяти регистрациленĕ. Вĕсенче 2, 6 пин çын ĕçлет, çакă район экономикинче ĕçлекенсен 44, 4 проценчĕ шутланать. Вак предпринимательство субъекчĕсенчен вырăнти бюджета 8, 3 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Район администрацийĕ муниципаллă тытăмăн вак предпринимательствине аталанма пулăшас тĕллевпе ирттернĕ конкурса хутшăнса 435 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Çак суммăпа тĕллевлĕ усă курнă.

Ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ 660 миллион тенкĕпе танлашнă, халăха 89 миллион тенкĕлĕх пулăшу панă. Халăх ыйтнине 191 суту-илÿ точки, 10 обществăлла апатлану предприятийĕ, йăла пулăшăвĕсем паракан 9 пункт тата ытти организацисем тивĕçтерсе тăнă. Канаш райповĕн иртнĕ çулта тавар çаврăнăшĕ 265, 8 миллион тенке çитнĕ.

Ветерансене, инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене социаллă хÿтлĕх памалли шая ÿстерес, адреслă пулăшу парассине вăйлатас тĕлĕшпе палăртнă планпа ĕçлесе пынă. Тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене пулăшма 24, 4 миллион тенкĕ, хваттершĕн, коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме 6, 7 миллион тенкĕ уйăрнă.

Унчченхи евĕрех демографиллĕ лару-тăру кăткăс. 2008 çулта граждансен тăрăмĕн акчĕсене шута илекен пайра 467 (виçĕм çул 443) ача çуралнине регистрациленĕ. 870 çын пурнăçран уйрăлнă. Вилнĕ арçынсен вăтам çулĕ – 57, 9 çул, хĕрарăмсен – 72, 2.

Кăçалхи çул ял хуçалăх производствине татах та аталантармалла. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн патшалăхăн хуçалăха ертсе пымаллин пĕчĕк формисене аталантармалли тĕллевлĕ пулăшăвĕпе анлăн усă курмалла. Çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес тесе пысăк ĕçсем туса ирттермелле. 2009 çулта районта хуçалăхсен мĕн пур категорийĕсенче 36 пин тонна тĕш тырă туса илме планлаççĕ, çакă пĕлтĕрхинчен 7, 5 пин тонна нумайрах.

Экономика ÿссе пырасси начарланнине, бюджета тупăш кĕресси сахалланнине кура район депутачĕсен Пухăвĕ хăйĕн 2009 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе район бюджетне 12, 3 миллион тенкĕ чухлĕ пĕчĕклетнĕ. Апла пулин те социаллă пурнăçпа культура учрежденийĕсен, коммуналлă пулăшусен, апат-çимĕç, эмел тÿлевĕсен тăкакĕсене, ĕç укçине ÿстерессине яланхи йĕркепех туса пырĕç. Бюджета пĕчĕклетни çак отрасльсене пырса тивĕ: управленине, строительствăна. Районăн консилидациллĕ бюджетĕнче кăçал 679, 8 пин тенкĕ пулĕ, çав шутра район бюджетĕнче – 592, 4 миллион, ял тăрăхĕсен – 87, 4 миллион. Шăхасан шкулне тума республика бюджетĕнчен 70 миллион (108, 3 миллион вырăнне) тенкĕ пырĕ. Ушанарта шыв кĕртме вырăнти бюджетран 1177, 5 пин, республика бюджетĕнчен 4709, 8 пин тенкĕ уйăрнă. Строительство валли укçа-тенкĕ палăртнинчен 15, 6 миллион сахалрах уйăрнине пула кăçал çул хывмаççĕ те, юсамаççĕ те. Федераци бюджечĕн шучĕпе Микушка ялĕ çумĕнчи эрозипе кĕрешмелли пĕвене тĕпрен юсама палăртнă.

Культура тата сывлăх учрежденийĕсене çут çанталăк газĕпе тивĕçтерес енĕпе малалла ĕçлĕç.

Район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров «Районта 2009-2012 çулсенче сĕт паракан выльăхсене ĕрчетессине тата сĕт хатĕрлессине ÿстересси» ведомствăллă тĕллевлĕ программăпа паллаштарчĕ. Программăн тĕп палăртăмĕ – сĕт паракан выльăхсене ĕрчетессин тата сĕт хатĕрлессин калăпăшне 2008 çулхи 27, 8 пин тоннăран пуçласа 2012 çулхи 30, 5 пин тонна таран хăпартассине çирĕппĕн аталантарма экономика тата технологи условийĕсем туса хурасси. Çакна пурнăçлас тесен сĕт паракан выльăхсен ăратлă базине çирĕплетмелле, сĕт суса илессине ÿстермелле тата сĕт нумай антаракан ĕнесене ĕрчетессине васкавлă майпа аталантармалла, 2012 çул тĕлне кашни ĕнерен çулталăкне 3664 килограмм сĕт суса илмелле, ĕнесен йышне 8, 4 пин пуçа, кашни 100 ĕне пуçне пăру илессине 84 пуçран 88 çитермелле.

Валерий Геннадьевич «Районта 2009-2015 çулсенче тĕш тырă тата çĕр улми туса илессине аталантармалли тĕллевлĕ программа» çинчен те каласа пачĕ. Çав программăпа килĕшÿллĕн 2015 çул тĕлне 78 пин тонна тĕш тырă, 70 пин тонна çĕр улми туса илмелле. Программăна пурнăçлас тесен пушă ларакан 7288 гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле, вăрлăх туса илессине лайăхлатмалла, элитлă вăрлăхсем çитĕнтермелле, сутăн илмелле, минераллă удобренисем, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсем, энерги перекетлекен техника туянмалла, çĕр улми вăрлăхĕсен пахалăхне аванлатмалла, кадрсен квалификацине ÿстермелле. Кăçал тырă 36 пин тонна, çĕр улми 49, 3 пин тонна хатĕрлеме планланă.

Депутатсен Пухăвĕ тĕл-левлĕ программăсене çирĕплетнĕ. Вĕсене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе тăрассине район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕ çине хучĕ. Çавăн пекех районăн бюджетри право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен калакан Положенине улшăнусем кĕртрĕç, муниципалитет пурлăхне арендăна памалли йĕркене çирĕплетрĕç, Чулкăмакари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ вырнаçнă çуртăн пĕрремĕш хутĕнчи пайне, Кайри Ăнтавăшри шкул интернечĕн çуртне Вăтакас Кипеч, Ухманти фельдшерпа акушер пунктне Ухман ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарма йышăнчĕç. Муниципалитет тытăмĕн Уставне хулапа район прокуратури палăртнă вырăнсене улшăнусем кĕртме килĕшнине сасăласа çирĕплетрĕç.

Канаш хулин, Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссариачĕн врач-терапевтне Л.Хрисанована «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ», Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн тракторист-машинистне Н.Петрова «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ятсене пама тăратрĕç.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Вăл депутатсене ялсенче иртекен пухусене хутшăнма ыйтрĕ, экономика кризисĕ вăхăтĕнче ĕçсĕр юлнă çынсене ĕç тупма е çĕнĕ професси илме пулăшасси малти вырăнта пулмалли çинчен аса илтерчĕ.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика