АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇ РЫНОКĔНЧИ ЛАРУ–ТĂРУ ÇИНЧЕН

27 февраля 2009 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ республикăн Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен çитĕнĕвĕ – кашнин пуçарулăхĕнче» Уçă çырура каланисене пурнăçа кĕртсе пырас енĕпе районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне çирĕплетессине ÿстерме комисси йĕркеленĕ.

Ытларикун комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, администраци ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, район депутачĕсен Пухăвĕн экономика, бюджет, финанс, налук тата ăна пухассин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен яланхи комиссин председателĕ Р.Мясников, хулапа район прокурорĕ Я.Сергеев тата ыттисем хутшăннă. Кун йĕркине çак ыйтусене кĕртнĕ: ĕç рынокĕнчи лару-тăру тата çак сферăра йышăнмалли мерăсем, финанса çирĕплетесси тата система тăвакан организацисен инвестици программисене реализацилесси çинчен. Тухса калаçакансем – халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Б.Семенов, социаллă хÿтлĕх пай пуçлăхĕ В.Михайлова, агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров, «Чебоксарский мельник» тулли мар яваплă пĕрлĕх гендиректорĕ В.Жуков, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров, «Керамика -1» тулли мар яваплă пĕрлĕх директорĕ Ф.Цветова.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика