27 февраля 2009 г.
Пайкилт, Çеçпĕл тата Сиккасси ялĕсенчи ватăсен çуртĕнче пурăнакансем патĕнче хăнара пĕчĕк артистсем пулчĕç. Вĕсем – Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекенсем. Пурте А.Яшманова ертсе пыракан «Шăпăрлансем» драма кружокне çÿреççĕ.
Вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсенче ачасем Валентина Эльби çырнă «Сĕмсĕркке» инсценировка лартса пачĕç. Куракансен кăмăлĕсене тивĕçтерсе çамрăк артистсен ячĕ-шывĕсене пĕлтеретпĕр: Арина Андреева, Алена Сергеева, Юля Трофимова, Аня Яковлева, Люда Филиппова, Дима Николаев тата Сережа Албутов. А.Яшманова Лидия Сарине хайланă «Королева» кулăшла калава вуласа пачĕ. Сăвă каласа паракансем те пулчĕç.
В. АЧЧА.