27 февраля 2009 г.
А.И.Миттов ячĕллĕ Сиккасси вăтам шкулĕнче районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен фестивалĕ иртрĕ. Учительсем кашни класрах уçă уроксем ирттерчĕç, ĕçтешĕсем вара вĕсен ĕçне хакларĕç. Уçă уроксен кунĕн вăрттăнлăхĕ те пур: Сиккасси шкулĕнче тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен Елизавета Макаровна Александрова çак уйăхра хăйĕн юбилейне паллă турĕ, çав ятпа тахçан вăл вĕрентнĕ ачасем, пĕрле вĕ-реннĕ юлташĕсем, пĕр ялта çуралса ÿснĕ педагогсем, çавăн пекех вĕрентÿ ĕçĕнче нумай çул тăрăшакан учительсем йăлана кĕмен уроксем пачĕç.
ЮРАТСА ПАЯН ĔÇЛЕРĔМ...
Чăнах та, ачасем халиччен курман учительсем ирттерекен уроксенче пысăк хавхаланупа ĕç-лерĕç. Уроксем пĕр вăхăтрах темиçе класра иртнĕ пирки пур вĕрентекен урокне те кĕрсе ларса итлеймерĕм паллах, уншăн вĕсем каçарччăр ĕнтĕ. Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ В. Григорьева Николай Мартыновăн «Кăвак хуппи» новелли тăрăх «Телей патне хывнă çул» уçă урок ирттерчĕ. Ачасем те, учительсем те сывламасăр тенĕ пек итлерĕç пулĕ. Тарăн шухăшлă, философиллĕ произведенин тĕп шухăшĕ патне тÿрех çитме йывăртарах. Вера Николаевна кашни йĕркери шухăша питĕ тĕплĕн ăнлантарчĕ. Новеллăра автор символсемпе анлă усă курнă, учитель вĕсен пĕлтерĕшĕсене кашни ача патне çитерме тăрăшрĕ. Çакă та произведение çăмăллăн ăнланма пулăшрĕ пулĕ ачасене. Университетра вĕреннĕ чухне Н.Мартынов хайлавĕсене Г.Федоров ăсчах ăнлантарнине итлеме питĕ кăмăллаттăм. Георгий Ио-сифович кашни йĕркери шухăша философ куçĕпе тишкеретчĕ. Вера Николаевна та çавăн пекех. Урокра никам та ахаль ларма пултараймарĕ, пурте произведенири шухăш мĕнле аталанса пырса мĕнле вĕçленессе кĕтнĕ пек туйăнчĕ мана. Новеллăна тишкернĕ май символсемпе ĕçлесе, предложенисем çырса хайлаври шухăша çирĕплетрĕç.
Сухайкасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ В. Иванова ирттернĕ «Чăваш ятне çÿле çĕкленĕ Андриян» уçă урок та килĕшрĕ мана. Ку урока ытти предметсемпе çыхăнтарнă урок тесен те тĕрĕсех-тĕр. Ачасем астрономине те, географине те аса илчĕç кунта. Ыйтусемпе ĕçлесе А.Николаев космонавт кун-çулĕпе паллашрĕç, ребус шутласа мухтавлă ентешĕмĕр çинчен хывнă сăвă йĕркисене вуларĕç.
Шелттем шкулĕнче вĕрентекен С.Ендерова «Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ» ăмăрту урок ирттерчĕ. Светлана Алексеевна хатĕрленĕ «Своя игра» евĕрлĕ урокра ачасем тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупса, ытар-лă сăмахсем, сăвă-юрă, ваттисен сăмахĕсем каласа тупăшрĕç, баллсем пухрĕç. Янкăлч вăтам шкулĕн учителĕ М.Петрова ирттернĕ «Чăваш литературине пĕлетĕр-и;» вăйă-урокра ачасем кăна мар, урок итлеме пынă учительсем те ĕçлерĕç. Маргарита Ефимовна ăста вĕрентекен, унăн урокĕнче никам та ахаль ларма пултараймĕ.
Çĕнĕ Мами шкулĕн вĕрентекенне Л.Кузнецована («Чĕре сапать ыр ĕмĕтсем» литературăпа музыка композицийĕ), Энтрияль шкулĕнче ĕçлекен И.Федорована («Хыç сăмахсем» темăна вĕреннине çирĕплетсе хăварасси») Елизавета Макаровна шкулта вĕрентнĕ, Г.Дунаева (Карăклă шкулĕ), Н.Афанасьева (Ăвăспÿрт Кипеч) вара Е.Александровапа пĕр ялта – Ăвăс-пÿрт Кипечре – çуралса ÿснĕ.
Юлашкинчен педагогсем класс тулашĕнчи ĕçсене хутшăнчĕç, кăмăлпа канчĕç, савăнчĕç. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче вĕрентекен Т.Алексеева Н.Полоруссов-Шелепин «Автанпа кушак» пьеси тăрăх пиллĕкмĕшсемпе лартнă юмаха кĕçĕн классенче вĕренекенсем уйрăмах савăнса, интересленсе пăхса лар-чĕç. Юмахра вылякан ачасем хăйсене ирĕклĕ, чăн-чăн артистсем евĕр тытаççĕ, уçăмлăн та хитре калаçаççĕ. Ачасен, унпа пĕрле вĕрентекенĕн ĕçĕ пурне те килĕшрĕ.
Çак кун учительсем хăйсем хăнăхнă шкулта мар пулин те, юратса ĕçлерĕç, ачасене çĕнĕ пĕлÿ, хыпар пачĕç.
«ПУРНĂÇĂМА АЧАСЕНЕ ХАЛАЛЛАРĂМ...»
Сиккасси шкулĕнче вĕрентекен Е.Александрова 8-11-мĕш класс ачисемпе ирттернĕ «Ытарлăх» вăйă-урок, мĕнле калас та, никам кăмăлне те тивĕçтермесĕр хăвармарĕ пулĕ. Урокра чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсемпе каччăсем, чиперккесем, мучисем, пенсионерсем те пулчĕç. Урок тĕлĕнмелле кулăшла иртрĕ пулин те унта ăс-тăна, тавра курăма аталантармалли, чăваш халăх историйĕпе, сăмахлăхĕпе, философийĕпе çыхăннă ыйтусем, пултарулăха кăтартмалли самантсем темĕн чухлех пулчĕç. Акă, тĕслĕхрен, миçе çумне миçе хушсан миçе пулать, е тата «ю» хăçан хăлхана кĕрет: çĕлĕке хывсан, çара пуçăн çÿренĕ чухне... (юрă пулсан). Кулăшла пулин те, пуçа ĕçлеттермелли ыйтусем вĕт-ха. Кашни команда пĕр-пĕринпе ыйтусене хуравласа, сăвă каласа, юрă юрласа, ташă ташласа тупăшрĕ. Пĕр урокра мĕн тĕрлĕ кăна ĕç пурнăçламарĕç-ши вĕ-сем; Кун пек урока пысăк ăста кăна йĕркелеме пултарать. Хăш-пĕр учительсем урок юхăмне видеокамерăпа ÿкерсе ил-чĕç.
Юлашкинчен Е.Александрова вĕрентекен çинчен каласа хăварам-ха. Елизавета Макаровна Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче çуралса ÿснĕ. Миçемĕш çулта çуралнине палăртма кирлех те мар, мĕншĕн тесен вăл пирĕншĕн яланах çамрăк, çаврăнăçуллă, хастар та пултаруллă. Шкулта лайăх ĕлкĕрсе пынă. 10-мĕш класра вырăс чĕлхипе тата литературипе кăна экзаменра сочинени çыр-са «тăваттă» илнĕ, ытти предметсемпе пуринпе те «пиллĕк» паллăсем пул-нă. Çиччĕмĕш класра Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи физикăпа математика шкулне вĕ-ренме кайнă, ют çĕрте хăнăхма йывăр пулнипе каялла килнĕ. Вăтам шкул хыççăн университетăн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Нимĕç тата латин чĕлхисене уйрăмах кăмăлласа вĕреннине палăртать учитель. Çавна май вăл 1977 çулта куçăмсăр майпа Чулхулари ют чĕлхесен педагогика институтне нимĕç чĕлхи факультетне вĕренме кĕрет, 1982 çулта ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерет.
Университет хыççăн аслă пĕлÿллĕ çамрăк специалиста Сиккасси вăтам шкулне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме янă. Паян кун та, 32-мĕш çул ĕнтĕ, Елизавета Макаровна кунта тăрăшать. Сиккассинче ĕçленĕ вăхăтрах вăл Яманкасси шкулĕнче ачасене нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ. Пĕр хушă Канашри педагогика училищинче те ĕçлерĕ. 1989 çулта Е.Александрована «Халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» паллăпа чысланă. Хисеп грамотисем, Мухтав хучĕсем çинчен калама та кирлĕ мар, вĕсен шучĕ те çук пулĕ. Сиккасси культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорне, драма кружокне мĕн çамрăкран çÿрет. Пултаруллă вĕрентекен кăна мар вăл, ăста артист та, юрăçă та, ташăçă та. Пурнăçра йывăр самантсем те темĕн чухлех пулаççĕ пулĕ, анчах Елизавета Макаровна ÿпкелешнине, нăшкăшнине эп хам нихăçан та курман. Чăваш чĕлхипе ирттерекен фестивальсене кашни çулах хутшăнать, кашнинчех çĕнĕ мероприяти е урок хатĕрлет. Ун ĕçĕнче пĕр евĕрлĕх çук.
Е.Александрова пире Яманкасси шкулĕнче нимĕç чĕлхине вĕрентрĕ. Юрать çавăн чухне ют чĕлхе пĕлĕвĕн никĕсне пуçа хывса хăварнă, унăн урокĕсенче илнĕ пĕлÿ аслă шкулта вĕреннĕ чухне самай пулăшса пычĕ. Ют чĕлхене вĕрентекенсем темиçен те пырса пăхрĕç пирĕн шкула, анчах вĕсенчен пĕри те асра юлаймарĕ. Çынна ăнланма пĕлнипе, йывăр вăхăтра пулăшма хатĕррипе, ăслă пулнипе тыткăнлать çак çын. Елизавета Макаровна хăйĕн пурнăçне ачасене ăс-тăн парассине халалланă тесен кÿренмест пулĕ тетĕп. Ун çинчен мухтав юрри хывма пулать, анчах ман ун пек талант çук. Юратнă вĕрентекенĕм, ят-сум, хисеп пур сирĕн, эпĕ вара çирĕп сывлăх (ăна укçапа илеймĕн теççĕ-çке) сунатăп. «Никам пек те мар, хăв пек пул», – тесе вĕрентнине (1997 çулта педпрактика вăхăтĕнче) асра тытса пурăнатăп. Ун пек, чăнах та, çăмăлрах.
И. Владимирова.