27 февраля 2009 г.
Пĕчĕккисене садикри пурнăçа хăнăхтарасси ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн те йывăр тапхăр шутланать. Пĕ-чĕк ачасене çĕнĕ вырăна, палламан тантăшĕсене, аслисем çирĕп ыйтнине, режимпа пурăнмаллине хăнăхма йывăр. Ашшĕ-амăшĕсем çавна май ачисемшĕн пăшăрханаççĕ, хăйсем те садик ыйтнине хăнăхса пыраççĕ.
Ача садика çÿреме пуçласан унăн кăмăл-туйăмĕ мĕнле пулнине, тантăшĕсемпе тата аслисемпе мĕнле хутшăннине, вылянине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Кăнтăрла çывăрнин ырă енĕсем, пахалăхĕ пысăк пулнине шута илмелле.
Ача садика лайăх хăнăхтăр тесен малтанхи кунах ăна ачасемпе тата воспитательсемпе паллаштармалла. Пĕрремĕшĕнчен, ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене икĕ воспитатель те пĕрле кĕтсе илсен аван. Çак кунах ачана садикпе паллаштарма экскурси ирттерсен усăллă пулĕччĕ: поварпа паллаштармалла (тутлă кукăльсем пĕçерет), медсестрапа (усăллă витаминсемпе хăналать), музыка ертÿçипе (хаваслă юрăсем юрлать) тата ыттипе те. Аслисем ачасемпе ăшă кăмăлпа калаçни, вĕсене çепĕç сăмахсем калани, ырлани, ачасене садикре юратса кĕтсе илни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Чылай чухне ачана садикре хăнăхма çак енсем те чăрмантараççĕ: калаçу хăнăхăвĕсем çукки; калаçура хăйне хаклама пĕлменни; кăмăл-туйăм çирĕпленсе çитменни; хăрани; чĕмсĕр пулни.
Çемьере ача амăшĕпе хутшăнни кирек хăçан та тĕп вырăнта, ку пур ÿсĕмрисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Пĕчĕк ачана амăшĕнчен уйăрни унăн чунĕнче манăçми йĕр хăварать. Çитĕннисем пĕчĕкскере пĕччен хăварма хатĕрленеççĕ-и-ха; Манăн вĕсене çакăн пек сĕнÿ парас килет:
ачасене нихăçан та ни кашкăрпа, ни усал арçынпа, ни тухатмăш карчăкпа ан хăратăр. Ачан ÿсĕмне кура ăна ăнлантармалла, анчах нихăçан та шутласа кăларнă сăнарсемпе хăратмалла мар;
ача хăрать пулсан ăна уншăн намăслантармалла мар, вăл хăй хăранине пытарма тытăнать;
ачана телепередачăсене нумай вăхăт хушши кăтартмалла мар, телевизор умĕнче нумай ларни ачан активлăхне чакарать;
ачана садика яма пуçличчен пĕр уйăх маларах унпа юнашар сахалрах пулма тăрăшмалла;
ача лайăх аталантăр тесен çитĕннисемпе тата çывăх çынсемпе кăна хутшăнни çителĕксĕр, ăна ачасемпе паллашма вĕрентмелле;
пĕрремĕш кун садикре ачапа пĕрле кăштах та пулин пĕрле пулмалла, тÿрех тухса каймалла мар. Ача хăй кăмăлĕпе уйрăлса юлсан аванрах. Тухса кайнă чухне ун патне каялла пур пĕр килессине каласа хăвармалла.
Пĕчĕккисенчен чылайăшĕ садикри пурнăçа часах хăнăхаймасть. Çавăнпа та пĕчĕккисен хăнăху тапхăрĕ мĕнле иртесси пирĕнтен, педагогсемпе ашшĕ-амăшĕсенчен, нумай килет.
С.АНДРЕЕВА, педагог-психолог.