АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАЯН ШКУЛ АЧИ – ЫРАН СТУДЕНТ

25 февраля 2009 г.

Шкултан кăçал вĕренсе тухакансемшĕн яваплă тапхăр пуçланчĕ. Вĕрентÿ заведенийĕсем хăйсен сайчĕсем çинче вĕренме кĕмелли экзаменсен списокне хатĕрленĕ. Çавăнпа та ку çулта шкул вĕренсе пĕтерекенсен пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен хăйсем кăмăллакан специальноçа тата пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытмалли предметсене суйласа илмелле. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче ку ыйтупа ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе экзаменсем тытмалли тата вĕренме кĕмелли условисем çинчен ăнлантару ĕçĕсем ирттернĕ, вĕрентÿ заведенийĕсен преподавателĕсемпе, пирĕн шкултан вĕренсе тухнă, халĕ тĕрлĕ çĕрте хăйсем суйласа илнĕ професси ăсталăхне алла илекен студентсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ.

11-мĕш класра 22 ача вĕренет. Хăйсен пĕлÿ шайне тĕрĕслесе пăхас тесе ачасем вырăс чĕлхипе, математикăпа тата биологипе ирттерекен пĕрлехи патшалăх экзаменĕ евĕр тестсем тăрăх тĕрĕслев ĕçĕсем çырса пăхма кăмăл турĕç. 2009 çулта шкултан вĕренсе тухакансем ытти çулсенчи çамрăксем пекех лайăх паллăсем илессе, тарăн пĕлÿллĕ пулнине çирĕплетессе шансах тăратпăр. Шанма пулать те, ара, ачасене пысăк опытлă учительсем вĕрентеççĕ-çке: вырăс чĕлхине Роза Алексеевна Сергеевапа Людмила Васильевна Игнатьева, математикăна Галина Ивановна Кольцовапа Людмила Петровна Емельянова, биологине Рэмма Васильевна Тимофеева. Вĕсен çитĕнĕвĕсене педагогсен канашлăвĕнче пĕрре мар сÿтсе явнă. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, пĕлтĕр шкул вĕренсе пĕтернĕ ачасем математикăпа (Л.Емельянова вĕ-рентнĕ) ирттернĕ экзаменра пухнă вăтам балл – 4, 4. Ку районти тата республикăри кăтартусенчен чылай пысăкрах.

Алексей Андреевпа Константин Ефимов (ÿкерчĕкре) аслă вĕрентÿ заведенийĕсен студенчĕсем пулас шанăç ыттисеннинчен чылай пысăкрах. Тĕрлĕрен предмет олимпиадисемпе конкурссене хутшăнса çĕнтерни, лайăх вĕренни вĕсем тарăн пĕлÿллĕ пулнине çирĕплетсе параççĕ те. Вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн Алексейпа Константин кăçал район администрацийĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ.

В.ТИМОФЕЕВ, директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика