25 февраля 2009 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ (1975), РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1985), 1-мĕшпе 2-мĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен, 20 ытла медальсен кавалерĕ, икĕ хут Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă, республикăри вăрçă тата ĕç ветеранĕсен организацийĕсен Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ Алексей Егорович Смирнов пирĕн тăрăхри паллă çынсенчен пĕри.
Вăл 1921 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Акчел ялĕнче нумай ачаллă вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1938 çулта Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă та Чăваш патшалăх педагогика институчĕн естествоведени факультетне кайса кĕнĕ.
1942 çулхи январьте А. Смирнова çара илеççĕ. Малтанах вăл Саратоври артиллери бригадине лекет. Икĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн наводчик пулса тăрать, унтан – расчет командирĕ. Чи лайăх курсант пулнă май чăваш каччине ВКП (б) ретне илнĕ. Кăнтăр Хĕвел анăç тата Воронеж фрончĕсенче çапăçать вăл. Воронеж, Курск хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Контузи илнĕ хыççăн Воронеж облаçĕнчи Усман хулинчи госпитальте сывалать, ун хыççăн хăйĕн чаçне лекет. Ăна артдивизионăн комсоргне суйлаççĕ, икĕ уйăхран А.Смирнов – артиллери полкĕн комсоргĕ.
1943 çулхи октябрь – 1944 çулхи август уйăхĕсенче 1-мĕш Белорусси фронтĕнче çапăçать, Белорусси çĕршывне утса тухать.
1948 çулта А.Смирнов студент-заочник пулса тăрать те хăйĕн пĕлĕвне пединститутри истори факультетĕнче малалла ÿстерет. Пур предметсемпе те «пиллĕк» паллăсемпе вĕренсе пырса «хĕрлĕ» диплом илме тивĕçет.
1951-53 çулсенче Алексей Егорович каллех шинель тăхăнать, Инçет Хĕвел тухăçĕнче 40-мĕш дивизин 610 артполкĕнче политика енĕпе батарея командирĕн çумĕ пулса тăрать. Çурçĕр Корейăна пулăшу панă çĕрте çапăçма тивет унăн. Унтан капитан звани илсе 1953 çулта Шăхасана таврăнать. Унти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ вăтам шкулта ачасене 45 çул хушши вĕрентет, юратнă ĕçне тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та пăрахмасть.
Ватă учитель хăйĕн вĕренекенĕсемпе тивĕçлипех мухтанать. Вĕсен хушшинче кам кăна çук пулĕ! Наука докторĕсемпе кандидачĕсем çеç 10 ытла.
А.Смирнов пысăк тавра курăмлă, ачасене çирĕп пĕлÿ паракан педагог пулнă. Вăл истори, обществоведени тата право урокĕсенче Липецк, Хусан хулисенчи новатор-педагогсен меслечĕсемпе анлăн усă курнă, проблемăлла ыйтусене çĕкленĕ, кабинет системине йĕркелесе янă. Класс тата шкул тулашĕнчи ĕçсене те тĕпе хурса ĕçленĕ пултаруллă учитель тата методист. Хăй вăхăтĕнче унăн пуян опытне республикăри шкулсенче анлăн сарнă.
А.Смирнов ĕмĕр тăршшĕпех лектор тата пропагандист пулса ĕçленĕ. Ялти вăтам шкулта теори семинарине, колхозра политшкула ертсе пынă. Çавăн пекех районти истори учителĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи те пулнă.
Алексей Егорович 45 çул Шăхасанти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен организацине пуçаруллă ертсе пырать. Çавăн пекех вăл вăрçăпа ĕç ветеранĕсен районти канашĕн членĕ пулнă май ун ĕçне активлă хутшăнать.
– Мана 2006 çулта «Шăхасан салин хисеплĕ гражданинĕ» ята парса чыс та хисеп турĕç, – хавхаланса кăмăллăн пĕлтерет ĕçпе вăрçă ветеранĕ. – Çакă маншăн чи пысăк награда.
Алексей Егоровичпа Евдокия Ивановна Смирновсем тăватă ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ, тĕрлĕ отрасльте вăй хураççĕ.
В.ПРОКОПЬЕВ. чăваш халăх академикĕ.