25 февраля 2009 г.
Нумаях пулмасть Янкăлч ялĕн культура çуртĕнче пысăк уяв – шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисен тĕл пулу каçĕ иртрĕ. Залра халăх лăк тулли. Янкăлч шкулĕнче вĕреннĕ Сивçырма, Çĕнĕ Юнтапа, Тури Юнтапа, Татмăш, Пукăртан, Йăлмачча, Çĕнĕ Ачча çыннисем те уява хаваспах килнĕ. Тĕл пулу каçне шкул директорĕ Николай Егорович Егоров салам сăмахĕсемпе уçрĕ, шкул пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Çитĕнÿсем сахал мар: урокра тата класс тулашĕнче илнĕ пĕлĕве ачасем конкурссене, олимпиадăсене хутшăнса çирĕплетеççĕ. Шкултан вĕренсе тухакан ачасем пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ заведенийĕсене кĕни те çакна кăтартать.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 19 ача шкул вĕренсе пĕтернĕ, саккăрăшĕ – аслă, вун пĕрĕшĕ вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ заведенийĕсене кĕнĕ. Саккăрмĕш класра вĕренекен кадетсен те çитĕнĕвĕсем курăмлă: икĕ çул хушшинче республика шайĕнче 2 кубок, 9 диплом çĕнсе илме пултарчĕç. Уяв парни пултăр тенĕ пекех, нарăсăн 7-мĕшĕнче кадетсен команди тĕл перессипе районта I вырăн çĕнсе илчĕ. Çак кунах Тăвайĕнче республика шайĕнче иртнĕ вĕренÿ тата социаллă проектсен конкурсĕнче, «Биология, химия, экология» секцийĕнче I степеньлĕ диплома тивĕçрĕç.
Шкула малалла аталантарас тĕлĕшпе район администрацийĕ, вĕрентÿ управленийĕ нумай пулăшаççĕ. Нумай пулмасть шкулта коридор урайне, алăксене улăштарчĕç, спортзала тĕпрен юсарĕç. Кашни класра çĕнĕ сĕтел-пукан. Халĕ çĕнĕ информатика кабинетне хута ярассипе пысăк ĕçсем пыраççĕ: кунта вĕр çĕнĕ 12 компьютер, интерактивлă доска пулĕ.
Уява килнĕ кашни хăна шкула ырă ятпа асăнчĕ, хăйсене вĕрентнĕ учительсене тав сăмахĕ каларĕ. 1976 çулта шкул вĕренсе пĕтернĕ Валентина Алексеевна Борисова нимĕç чĕлхине вĕрентекен В. Алексеева, НВП ертÿçине Н. Егорова, химипе биологине вĕрентекен К.Иванована, физикăна вĕрентекен Р.Алексеевана уйрăммăн тав турĕ.
Валентина Алексеевна Янкăлч шкулĕнчен вĕренсе тухнисенчен пĕрремĕш хĕрарăм- подполковник. Хальхи вăхăтра вăл республикăн Шалти ĕçсен министерствин транспорт милицийĕн уйрăмĕн архивĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлет. Çак çултах шкултан вĕренсе тухнă Светлана Михайловна Петрова, Шупашкарта вăрçă ветеранĕсене сиплекен больницăн аслă тухтăрĕ, калаçни кашнин чунне пырса тиврĕ. Йĕпреç районĕнчи пушар хурал службин пуçлăхĕ Николай Сергеевич Прокопьев хăйĕн калаçăвĕнче çак уява йĕркелекенсене тав турĕ, çапла тĕл пулса калаçни паян çитĕнекен ăрушăн усăллă пулнине палăртрĕ.
Савăнăçлă уява шкул ачисем юрă-ташăпа, сăвă-кулăпа малалла тăсрĕç. Ачасен хорĕ шкул çинчен юрланă юрăсем кашнин чунне хумхантарчĕç, шкул çулĕсене аса илтерчĕç. Илемлĕх ертÿçи Виталий Михайлович Михайлов çак шкулта 40 çул чунне парса вăй хурать. Вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн вăл «Вĕрентÿ отличникĕ» ята тивĕçнĕ.
Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Феофанова, аслă вожатăй А.Силодорова, В.Сергеева тата И.Петрова ачасене илемлĕ ташăсем ташлама вĕрентнĕ. Надежда Анатольевна çак шкулта 24 çул кĕçĕн класра вĕренекенсене тарăн та çирĕп пĕлÿ парать. Кашни çулах тĕл пулу каçĕсенче илемлĕ ташăпа ял халăхне савăнтараççĕ.
Уява Мускав "хăнисем" те çитнĕ: эстрада çăлтăрĕсем Максим Галкинпа Алла Пугачева, вырăс карчăккисем Матренăпа Цветочек хăйсен юррисемпе, шÿчĕсемпе халăха хаваслă кулă парнелерĕç. Мускав хăни тенĕрен, уявра Янкăлч шкулне 1986 çулта вĕренсе пĕтернĕ, халь Мускавра Раççей Федерацийĕн ФСБ ятарлă отрячĕн штурманĕ Александр Федорович Гаврилов подполковник пулчĕ. Вăл учительсене ăшшăн саламласа малашне те ăнăçлă ĕçлеме ырă сунчĕ. Санкт-Петербург патшалăх академийĕн театр искусствин 4-мĕш курс студентки Татьяна Силодорова вара шкула, учительсене халалласа илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ.
Уяв шкул вальсĕпе вĕçленчĕ. Шкул ачисемпе пĕрле куракансем те залра мăшăрăн-мăшăрăн çаврăнчĕç.
С.ВАСИЛЬЕВА, директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.