25 февраля 2009 г.
Кĕçнерникун район администрацийĕн актовăй залĕнче Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министерстви семинар-канашлу ирттерчĕ. Унта Патăрьел, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Елчĕк, Шăмăршă районĕсен тата Канаш хулин администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем, ял тăрăхĕсен специалисчĕсем, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшусен хуçалăхĕн компанийĕсен директорĕсем, подрядлă организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Семинара хутшăнакансене Канаш çĕрĕ ăшшăн кĕтсе илнĕ ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ В.Степанов саламларĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Минстройăн пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшусен хуçалăхĕн управленийĕн пай пуçлăхĕ О.Гаранина иртнĕ çулта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас тĕлĕшпе тунă ĕçсен кăтартăвĕсене пĕлтерчĕ. Республикăн «Чăваш Республикинчи нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсасси» адреслă Программине 2008 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче йышăннă. Программăна муниципаллă тытăмсем вуннăн хутшăннă: Вăрнар, Йĕпреç, Пăрачкав, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне районĕсем тата Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисем. Вĕсем пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшусен хуçалăхне реформăлассине пулăшу паракан фонд шучĕпе тумалли ĕçсене пурне те пурнăçланă. Программăпа килĕшÿллĕн 400 ытла çурта, пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 1139, 3 тăваткал метр, тивĕçлĕ йĕркене кĕртнĕ. Ку енĕпе кăçалхи ĕçсен калăпăшне пĕлтĕрхинчен 1, 6 хут пысăклатма палăртаççĕ. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме финанс çăл куçĕсенчен 2 миллиард та 200 миллион тенкĕ уйăрма, 582 пурăнмалли çурта тĕпрен юсама планланă. Минстрой представителĕсем пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшусен хуçалăхне реформăлассине пулăшакан фонд харпăрлăхçăсен çурчĕсенче хăтлăха ÿстерме, юсав ĕçĕсене комплекслă, пахалăхлă туса пыма тĕллев лартаççĕ. Укçа-тенкĕпе мĕнле усă курнине, ĕçсен пахалăхне тĕрлĕ организаци, прокуратура, экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен пай, çурт-йĕр инспекцийĕсем тĕрĕслесе тăрассине хытарсах каларĕç, тĕп контролерсем, паллах – çурт-йĕр харпăрлăхăçĕсем.
Оксана Владимировна проектпа смета докуменчĕсене мĕнле хатĕрлемелли, вĕсене тума лицензи пур организацисене çеç шанмалли, пурăнмалли çуртсенче шутлав приборĕсем тĕрĕс вырнаçтармалли, çуртри харпăрлăхçăсен юлташлăхĕпе килĕшÿсем тумалли, подрядлă организацисемпе çыхăнса ĕçлемелли, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшусен хуçалăхĕн компанийĕсемпе протоколсем çырмалли, ĕçлĕ хутсем хатĕрлемелли йĕркесем çинчен тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каласа пачĕ, нормативпа право акчĕсене çирĕп пăхăнса ĕçлеме ыйтрĕ. Семинара çавра сĕтел формипе йĕркеленине кура ку е вăл проблемăна хускатнă чухне ыйтăвĕсем те тупăнсах пычĕç. Вĕсене параканĕсем хуравĕсене çийĕнчех илтрĕç. Тĕплĕ юсавăн сайчĕсене уçмалли, унта юсав ĕçĕсем мĕнле пыни, çĕнĕ технологисемпе кирлĕ стройматериалсем пирки пĕлтерсех тăма сĕнчĕ. Ĕçлĕ сĕнÿсемпе канашсем памаллине те манма хушмарĕ. «Хăвăрăн ĕçĕре кăтартас тĕллевпе çурт малтан епле пулнине тата тĕпрен юсанă хыççăн мĕнле «тумланнине» сăн ÿкерчĕксем туса сайта вырнаçтарма ÿркенсе ан тăрăр», – сĕнчĕ О.Гаранина.
Канаш хулинче пĕлтĕр нумай хваттерлĕ çуртсене юсаса тăрассин кăтартăвĕсем çинче «Пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшусен хуçалăхĕн компанийĕ» муниципалитет предприятийĕн директорĕ Р.Мингазов тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Юсав ĕçĕсенче ку чухнехи материалсемпе тата технологисемпе усă курас ыйтупа министерствăн пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшусен хуçалăхĕн управленийĕн тĕп специалисчĕ В.Шмелев тухса калаçрĕ. Владимир Александрович вăл е ку материалăн лайăх тата начар енĕсене палăртрĕ. Пурăнмалли çуртсене юсанă вăхăтра пĕр евĕрлĕ йăнăшсем, технологине пăснă тĕслĕхсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Çак енĕпе Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕрĕн тĕп инспекторĕ И.Никитин чылай тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Вăл проект тунă тата ăна пурнăçа кĕртнĕ чухне çĕнĕлле йышăнусем тумаллине каларĕ. Кунта строительство нормисене тата правилисене малти вырăна хурса ĕçлемеллине аса илтерчĕ.
Семинар-канашлăва О.Гаранина пĕтĕмлетрĕ. Ĕçре ăнăçу сунчĕ, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшусен хуçалăхĕнче ĕçлекенсен çывхарса килекен уявĕ ячĕпе саламларĕ, малашне те пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессе шанса тăнине пĕлтерчĕ.
«Тапас» тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн, «Ай-Си-Ти» компанин Чăваш Енти ушкăнĕн, Ульяновскри «Симбирскпластмасс» фирмăн представителĕсем хăйсен таварĕсене рекламăларĕç, строительство организацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме, пулăшу пама яланах хатĕрри çинчен пĕлтерчĕç.
В.АЧЧА.