АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРĂ СĂМАХСЕМ

20 февраля 2009 г.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Асхва ялĕ çумĕнчи «Урожай» стадиона вертолет анса ларчĕ. Унпа вĕçсе килнĕ пысăк çынсене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Пурте вĕсем Янкăлчра пурăнакан Мария Мироновна Гаврилова юбилейне паллă тума килнĕ.

Хаклă хăнасенчен пĕри – юбилярăн ывăлĕ, районăн хисеплĕ гражданинĕ, Раççей Федерацийĕн Геройĕ, Хăрушсăрлăх федераллă службин авиаци управленийĕн пуçлăхĕ Н.Гаврилов генерал-лейтенант. Николай Федорович çывăх тусĕсене хăйĕнчен хăварман: вĕсем – паллă телеертÿçĕ Л.Якубович, ирĕклĕ мелпе кĕрешсе тăватă хутчен тĕнче чемпионĕ пулнă С.Корнилаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Мария Мироновнана çуралнă кун ячĕпе ăшă та ытарлă сăмахсем каларĕ, асăнмалăх парне пачĕ. Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров Герой амăшĕ ячĕпе янă саламлă телеграммăна вуласа пачĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх юбиляра ывăлĕсем, хĕрĕсем, мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, Мускавран килнĕ хăнасем ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу, канлĕ ватлăх сунчĕç.

Ял артисчĕсем илемлĕ юрăсем шăрантарса Мария Мироновнана хисеплесе килнисен кăмăлĕсене çĕклерĕç.

В. АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика