20 февраля 2009 г.
Çулсеренех кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕччен пирĕн çĕршывра Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа Пĕтĕм Раççейри оборонăпа массăлла ĕçсен уйăхлăхĕ иртет. Çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе çак мероприятие курсантсене кăна мар, шкулта вĕренекенсене те хастар явăçтараççĕ.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă Пĕтĕм Раççейри оборонăпа массăла ĕçсен уйăхлăхĕ пирĕн районта кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Ухман ялĕ çывăхĕнчи автодромра уçăлнă (ÿкерчĕкре). Унта курсантсемпе шкул ачисем винтовкăран тĕл перессипе, биатлон тата автомашинăпа çÿрес енĕпе ăмăртнă. Çак спорт ăмăртăвĕн тĕсĕсенче çĕнтерÿçĕсем те кĕçех палăрнă, чи нумай очко пуçтарса пĕрремĕш вырăна Эдуард Иванович Федоров тухнă, вăл ПМС-205 организацире машинист пулса ĕçлет. А. Павлов – иккĕмĕш. Алексей Николаевич автоагрегат заводĕнче токарьте тăрăшать. Спорт ăмăртăвĕсенче хĕрсем те палăрчĕç, виççĕмĕш вырăнта Венера Андреева, вăл – бухгалтер.
Çак уйăхлăх тапхăрĕнче районти шкулсенче те мероприятисем иртеççĕ. Вĕренекенсем патне çар çыннисем килсе çÿреççĕ, ачасемпе калаçусем ирттереççĕ. Çавăн пекех музейсене çитсе килекенсем те пур. Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче вара районти шкулсенче вĕренекенсем Уçырма шкулне пуçтарăнчĕç. Мĕн сăлтавпа тетĕр-и; Унта винтовкăран тĕл перессипе районти ăмăрту иртрĕ. Ăмăртăва 25 шкул хутшăнчĕ.
Çамрăк «снайперсем» мишеньсене ала евĕр шăтарнă хыççăн çакă паллă пулчĕ. Чи çивĕч куçлисем, вăтам шкулсем хушшинче, Янкăлч шкулĕнче вĕренеççĕ, вĕсем – пĕрремĕш. Уçырмасем иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕш вырăнта – вăтапуçсем. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем хушшинче вырăнсене çапларах пайларĕç: 1. Хучел; 2. Çĕнĕ Шелттем; 3. Ăвăспÿрт Кипеч.
А.МЯСНИКОВ.