АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ПИРĔН СУХАН ВĂРЛĂХНЕ ПĔТĔМ РАÇÇЕЙ ТУЯНАТЬ…"

18 февраля 2009 г.

Николай Васильевич Ивановăн пĕтĕм пурнăçĕ ял хуçалăхĕпе çыхăннă. Вăрнарти совхоз-техникумран «хĕрлĕ» дипломпа вĕренсе тухнă хыççăн вăл Чăваш ял хуçалăх институтĕнче агроном профессине алла илет. Унтан 20 çул хушши «Каçалти сортсене тĕрĕслекен станци» совхозра ĕçлет. Малтан агроном пулнă, каярахпа, директора лартсан, хуçалăха ертсе пынă.

2003 çултан пуçласа Николай Васильевич «Сортсемовощ «Канашский» уçă акционер обществин директорĕнче вăй хурать.

«Сортсемовощ «Канашский» акционерсен уçă обществин директорĕ Николай Васильевич Иванов журналистсемпе яланах кăмăллă: кирек мĕнле самантсенче те вĕсемпе калаçма вăхăт тупать, коллектив ĕçĕ-хĕлĕ çинчен уçăмлă каласа парать. Паян та акă пĕр пушă вăхăт та çук темелле, ир-ирех «Сортсемовощ» картишне Елчĕкпе Патăрьел районĕсенчен пахча çимĕç вăрлăхĕсем туянма машинăсем килсе ларнă, телефонĕ те вĕçĕмсĕрех шăнкăртатать, Тутарпа Чĕмпĕр енчен те, Молдавипе Белоруссирен те вăрлăх туянас текенсем канăç памаççĕ...

– Кăнтăрти облаçсенче часах çурхи ĕçсем пуçланаççĕ, – тет Николай Васильевич, – нумаях пулмасть Ставрополь крайĕнчи тата Волгоград облаçĕнчи пахча çимĕç ăстисем пирĕнтен севок (вăрăран ÿстернĕ вĕтĕ сухан) нумай илсе кайрĕç. Акă Белоруссирен шăнкăравларĕç: вĕсене те севок нумай кирлĕ.

– Вĕсемпе юнашар облаçсенче севок туса илмеççĕ-им вара;

– Белоруссем малтан вăрлăха Голландирен турттарнă пулнă, анчах «растаможка» текен процедура питĕ хакла кайса ларать, тата докуменчĕсене те тем тĕрли те хатĕрлемелле. Раççейрен турттарма вĕсене йÿнĕрех те, меллĕрех те. Кунта вĕсем килеççĕ те, тÿрех тиесе каяççĕ. Вăрлăхĕ пирĕн çителĕклĕ: «чернушки» (сухан вăрри) те, севокĕ те. Севок туса илес енĕпе Патăрьел районĕ питĕ тăрăшуллă ĕçлет, елчĕксем те аван ĕçлеççĕ, шăмăршăсем... Комсомольски районне те асăнса хăвармалла. Чăвашра нумай хуçалăхсем вăрлăх туса илме пăрахрĕç, çавăнпа вăл питĕ хакланса кайрĕ. Паянхи кун Раççейре кишĕр вăрлăхĕ пачах çук тесен те юрать. Ăна Голландирен, Молдавирен, Италирен турттаратпăр. Çавăнпа вырăнтах вăрлăх туса сутни пысăк тупăш парать.

Акă нимĕç пăрçине илер. Мускаври «Агрони» текен фирма пиртен ăна 20-30 тонна ыйтать. Анчах пирĕн ун чухлĕ çук! Малтан тăватă тонна çурă ăсатнăччĕ унта, паян, акă, тата тонна çурă тиесе ятăмăр. Нимĕç пăрçине Голландире акса тăваççĕ, паллах, нимĕçсем хăйсем, тата эпир, чăвашсем... Урăх ниçта та акса ÿстермеççĕ ăна. Тахçан эпĕ Ленинграда квалификаци ÿстермелли курса вĕренме кайнăччĕ. Темлерен сăмаха нимĕç пăрçи çинчен пуçласа ятăм, эпĕ институтра вĕреннĕ чухне диплом ĕçне çав темăпа çырнăччĕ. Пĕр агроном та çак культурăна пĕлмест! «Мĕн вăл «бобы»; – теççĕ.

Çак культурăна республикăра пĕр хуçалăх кăна – Комсомольски районĕнчи «Кызыл Сабанча» акса тăвать. Ку ĕлĕкхи «Знамя» колхоз. Вăсем севокпа ĕçлесе яланах тупăш нумай илнĕ. Ку хуçалăх выльăх кăшманĕн, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрĕн вăрлăхĕсене туса илес енĕпе те лайăх ĕçлет. Кăçал ăна кишĕрпе те ĕçлеттересшĕн-ха. «Чернушка» та акса пăхасшăн вĕсем. Канаш районĕнче мĕн чухлĕ пушă çĕр выртать, пĕр хуçалăх та пахча çимĕç вăрлăхĕпе ĕçлемест. Фермерсем те ĕçлемеççĕ вĕт-ха! Акă паян ирех кăнтăр районсенчен машинăсем килсе ларнă, Канаш районĕнчен пĕр машина та çук.

Патăрьелĕнчи «Малалла» хуçалăх ертÿçи Петров Николай Владимирович пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлет. Вăл мĕн пурĕ 20 гектар çинче севок туса илет. Тата çав енчех «Красное Знамя» хуçалăх пур. Вăл та 20 гектар сухан вăрлăхĕ акать. Халĕ унăн 100 тонна севок выртать, 3, 5 миллион тенкĕлĕх. Ăна туянас текенсем темĕн чухлех! Часах кăнтăр енчен хура халăх тапса килет, вĕсем пĕтĕм вăрлăха шăлса каяççĕ.

Акă ман патра Елчĕкри «Комбайн» колхозăн тĕп агрономĕ Петр Ильич Анисимов ларать. Унпа калаçса илме пултаратăр. Вăл та пирĕнтен чернушка туянасшăн. «Туянасшăн» тени тĕрĕсех те мар пулĕ, эпир ăна чернушка паратпăр, вăл пире кĕркунне пĕр кило чернушка вырăнне 40 кг севок тавăрса парать...

– Петр Ильич, елчĕксем мĕнле пурăнаççĕ унта;

– Аванах-ха, ĕçлеççĕ... Канашри "Сортсемовощпа" эпир тахçанах туслă çыхăну тытма пуçланă, Геннадий Иванович Платонов кунта директор пулса ĕçленĕ чухнех. Пирĕн «Комбайн» хуçалăх «Победа» колхозран уйрăлса тухнă, виçĕ яла пĕрлештерсе тăрать. Кашни ялĕ уйрăм комплекснăй бригада шутланать, хăйĕн техника, хăйĕн ферма, сухаламалли çĕр пур... Эпир пахча çимĕç енĕпе яланах вăйлă ĕçленĕ. Çирĕмшер, вăтăршар гектар çинче сухан туса илнĕ. Халĕ те кашни çул севокпа ĕçлетпĕр, лайăх культура вăл, пысăк тупăш парать.

– Пĕлтĕр мĕнле ĕçлерĕр;

– Иртнĕ çул эпир 10 гектар çинче хĕрлĕ чĕкĕнтĕр туса илтĕмĕр. Тупăшĕ лайăх пулчĕ. Ултă гектар çинче севок ÿстертĕмĕр. Хĕрлĕ кăшманпа кăна 2, 5 миллион тенкĕ укçа турăмăр. Кăçал та чернушка акасшăн, ун лаптăкне 10 гектара çитересшĕн. Тата нимĕç пăрçипе те ĕçлесе пăхасшăн. Ял хуçалăхĕнче вăрлăхпа ĕçлемесен кассăна укçа-тенкĕ кĕресси пирки ĕмĕтленмелли те çук. Пĕлтĕр пирĕн колхозри вăтам ĕç укçи 7200 тенкĕпе танлашнă. Вăл районĕпе чи пысăкки, тен, республикипе те... Пĕлтĕр сĕт сăвассипе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр, кашни ĕнерен ултă пин килограмм ытла сĕт суса илтĕмĕр. Николай Федоров Президент аллинчен Диплом, аллă пин тенкĕ преми илме тивĕçлĕ пултăмăр...

– Николай Васильевич, эсир Узбекистанри, Киргизири, Молдавири çĕр ĕçченĕсемпе тачă çыхăну тытатăр...

– Пултăм эпĕ виçĕ республикинче те. Вăрлăх пахалăхĕсене тĕрĕслерĕм. Киргизире пĕр участокĕ кăмăла кайрĕ. Вĕсенчен «штутгартен» сорт туянатпăр. Нумаях мар, тонна çурă кăна. «Халцедон» текен сорт илсе килтĕмĕр, анчах ку сорт Чăвашра каймасть, эпир ăна кăнтăр енне сутатпăр: Саратова, Самарăна, Краснодар крайне.

Молдавире виçĕ хуçалăха çитрĕм. Унти Виктор Бурлаку фермерпа темиçе çул хушши ĕçлетпĕр. Ун вăрлăхĕ пире килĕшрĕ. Çитес кунсенче пирĕн пата 10 тонна «Штутгартен Ризен» сорт «чернушка» тиенĕ «КамАЗ» килсе çитмелле. Вăл Украина, Белорусси, Раççей таможнисем урлă каçнă ĕнтĕ.

– Эпĕ астăватăп: ĕлĕкрех Канашри «Сортсемовощ» пĕтĕм Совет Союзне – Калининградран пуçласа Камчатка таранах – севокпа тивĕçтеретчĕ. Николай Васильевич, халĕ ĕлĕкхи партнерсеме çыхăну тытатăр-и;

– Халĕ те нумай çĕртен килеççĕ пирĕн пата: туса илнĕ севока Амур облаçне, Приморски края, Сахалина, Алтая, Новосибирск, Омск, Томск, Кемерово, Иркутск облаçĕсене ăсататпăр. Тюмень облаçĕ те кунтан севок нумай турттарать. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн севока пĕтĕм Раççей туянать.

– Эсир нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене те сутатăр: люцерна, клевер, тимофеевка... Ăçтан туянатăр вĕсене;

– Тутарсемпе, чĕмпĕрсемпе нумай ĕçлетпĕр. Чăвашра та вăрлăх сутас текенсем пур. Акă, Елчĕк районĕнчи «Колос» хуçалăхпа договор турăмăр, вăл пире 6 тонна люцерна вăрри сутасшăн.

– Çавăн чухлĕ вăрлăха упрама складсем те, путвалсем те чылай кирлĕ. Вĕсем çитеççĕ-и;

– Вĕсем çителĕклĕ-ха, анчах ишĕлеççĕ, çĕнĕрен тăвас пулать. Хальхи вăхăтри складсем, путвалсем тумалла, температурăпа сывлăшри нÿрлĕхе компьютерпа тĕрĕслесе тăмалла. Ку малашнехи плансем ĕнтĕ.

– Сирĕн стенд çинче Голландире ÿкернĕ сăн ÿкерчĕксем пур...

– Мĕн каласси ĕнтĕ: унта сухан вăрри акса севок ÿстермелли пĕтĕм ĕçе механизациленĕ, 100 гектар çĕр лаптăкĕ çинче 10 çын ĕçлесе ĕлкĕрет. Эпĕ хам 10 гектар çĕр арендăна илнĕ. Çав 10 гектар çинчи севока 137 çын тухса пуçтарчĕ. Голландире севока комбайнпа пуçтараççĕ.

– Сирĕн вăрлăх сутакан магазинсем миçе;

– Кăнтăр районсенче кашнинчех пур, вĕсемсĕр пуçне Шупашкарта та ĕçлет. Кăçал Çĕнĕ Шупашкарта та уçасшăн-ха.

– Николай Васильевич, сирĕн коллектив пысăках мар, 24 çын кăна. Кама ăшă сăмах каласа асăнса хăварасшăн;

– Нина Германовна Петрова кунта складсен заведующийĕ пулса 33 çул ĕçлет. Вăл питĕ сăпайлă, тăрăшуллă, ĕçчен хĕрарăм. Вăл йăлтах хăй пĕлсе ĕçлесе пырать, ăна вĕрентме кирлĕ мар. Кунта кишĕр вăрри кăна 10-15 сорт, купăста вăрри 20-30 тĕрлĕ. Пурте пĕчĕк-пĕчĕк партисемпе, пурте хаклă. Пĕр кило хăяр вăрри 7 пин тенкĕ тăрать, хăш-пĕр купăста вăрри унтан та хаклăрах. Ун тараси те электронли мар, кире пуканĕсемпе виçмелли. Нина Германовнан нихăçан та вăрлăх тухманни пулман, вырăсла каласан, яланах «тютелька в тютельку». Ĕçĕ те ун питĕ ответлă, складсемпе путвалсенчи вăрлăха тирпейлĕ хĕл каçармалла, пăсăлма памалла мар. Нина Германовна алли витĕр вуншар миллион тенкĕлĕх вăрлăх тухать... Тата Элла Николаевна Васильева агронома та асăнса хăварасшăн эпĕ. Вăл кунта 20 çул ĕçлет...

– Николай Васильевич, сирĕн чăвашсен Президенчĕ Николай Васильевич Федоров алă пусса панă Диплом пур. Мĕнле çитĕнÿсемшĕн тивĕçнĕ эсир ăна;

– Пирĕн «Сортсемовощ», вырăсла каласан, «обслуживающее предприятие» шутланать. Республикăра вĕсем вуншар. Анчах Президент алă пуснă Диплома тата 30 пин тенкĕ премие эпир кăна тивĕçлĕ пултăмăр. «Тавтапуç, тезка», – тесех алă парса саламларĕ вăл мана пĕлтĕр ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне уявланă чухне. Конешнă, пĕтĕм халăх умĕнче çавăн пек хисеп туни питĕ савăнтарать, малашне те кал-кал ĕçлесе пыма хистет...

– Николай Васильевич, кăçал та сирĕн ĕçсем ăнсах пыччăр, малашне те Президент аллинчен награда илмелле пултăр...

– Тем пекехчĕ...

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика