АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧИ ЛАЙĂХ КЛАСС ЕРТŸÇИ

18 февраля 2009 г.

Районти «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурса Чăваш Енре вĕрентĕве аталантармалли «Чăваш Республикинче ачасемпе çамрăксене воспитани памалли системăна модернизацилесси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн ирттереççĕ. Ăна педагогсен професси ăсталăхне, класс ертÿçин статусне ÿстерес, ăнăçлă ĕçлекен педагогсен опытне анлă сарас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче «2009 çулхи чи лайăх класс ертÿçи» конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Ку тапхăрта 182 класс ертÿçи (пĕтĕмĕшле хисепĕн 64 проценчĕ) хутшăннă. Чи лайăх ята илессишĕн иккĕмĕш турта 45 учитель хăйсен пĕлĕвне, пултарулăхне тĕрĕслет. Шкулсенче мала тухнисем район шайĕнче ăмăртаççĕ, вĕсенчен вара республикăра район чысне хÿтĕлеме чи пултаруллине, лайăх программа хатĕрленĕ вĕрентекене суйласа илеççĕ. Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнакансене вĕрентÿ управленийĕн йĕркелÿпе методика ĕçĕсен секторĕн ертÿçи С.Иванова, воспитани енĕпе ĕçлекен методист Н.Петрова, иртнĕ çул республика конкурсĕнче призер пулнă Л.Филиппова, жюри членĕсем саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Кĕçĕн классене ертсе пыракансем (пурĕ 15 педагог) нарăсăн 11-мĕшĕнче, вăтам ÿсĕмри класс ертÿçисем нарăсăн 13-мĕшĕнче «Программа индивидуального развития ребенка» проекта хÿт-ĕлерĕç.

Учительсем хăйсен ĕçĕсенче класри пĕр ачана тимлĕхе илсе вăл мĕнле аталанса пынине тишкернĕ. Паллах, кашни çын хăй пĕр тĕнче тенĕ евĕр, ачасем те çавнашкалах. Хăшĕ питĕ чăрсăр, тепри именчĕк, сăпайлă, çав вăхăтрах тĕ-лĕнмелле тавçăруллă, виççĕмĕшĕ айванкка та кахалрах. Вĕсене пурне те пĕлÿ памалла-çке, вĕренес килмелли туртăма аталантармалла. Учитель класри кашни ачапа пĕр чĕлхе тупса вĕсене пĕрле вĕренекен тантăшĕсемпе хутшăнма, унсăр пуçне программăри предмета та вĕрентет. Пуçламăш класс учителĕсене уйрăмах йывăр лекет-тĕр. Вĕсем пĕчĕкскерсене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрсе ачасенче ăс-тăн никĕсне хываççĕ. Çав никĕс çинче хăпартнă стена мĕнле пуласси вара аслă классенче вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ епле пурнăçланса пынинчен нумай килет.

Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Ж.Андреева, Е.Владимирова (Ямаш), Н.Борисова (Катек) хăйсен проекчĕсенче ачасене воспитани парас, вĕсенчен йĕркеллĕ çын çитĕнтерес ĕçе ашшĕ-амăшĕсемсĕр пурнăçлама çуккине, кăмăл пулсан ачана воспитани панă чухне сиксе тухакан кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме майсем пулнине çирĕплетсе пама тăрăшрĕç.

Вăтапуç шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Р.Степанова чăваш халăх йăли-йĕркисене тĕпе хурса сывă ача çитĕнтересси çинче чарăнса тăчĕ.

Л.Минаева (Энтрияль), Т.Кузнецова (Ăвăспÿрт Кипеч), А.Васильева (Çеçпĕл), Л.Петрова (Çĕнĕ Ачча) шкулта нумай çул тăрăшса вăй хураççĕ. Вĕсем ачасенче ыр кăмăллăх, çынлăх туйăмĕсене мĕн пĕчĕкрен аталантарма мĕнле меслетсемпе усă курсан аванраххине кăтартрĕç.

А.Петрова (Ухман) профессипе педагог-психолог. Вĕрентÿ ĕçĕнче вăл ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕрлĕ тренингсем, анкетăсем, тĕпчевсем ирттерессине, вĕренекенсемпе, аш-шĕ-амăшĕсемпе уйрăмшарăн ĕçлессине тĕпе хурать. Ачасен тимлĕхне аталантармалли мероприятисем нумай ирттерет.

Н.Вазинге (Сиккасси) ĕçĕ ыттисеннинчен кăшт урăхларах пек туйăнчĕ. Вăл хăйĕн проектĕнче инвалид ачасем те шкулсенче ыттисемпе тан пĕлÿ илме, пултарулăхне аталантарма пултарнине кăтартса пачĕ. Тĕслĕхрен, класри хĕрача садикре чухне те, пĕрремĕш класа çÿреме пуçласан та хăйне ыттисенчен ютшăнарах тытнă. Ачасем унпа пĕр парта хушшине ларма килĕшмен. Хĕрача сулахай алăпа ытларах ĕçленĕ пулсан, халĕ ирĕксĕрлемесĕрех сылтăм алăпа çырать, ÿкерет. Вăл пластилинран япаласем ăсталама ытларах кăмăллать. Вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пырать. Хăйĕн интересĕсем пур, тантăшĕсемпе вырăсла та çăмăллăнах хутшăнать.

Вăтам ÿсĕмри классен ертÿçисем те – пурĕ 12 педагог – çÿлерех асăннă программăна хÿтĕлерĕç. Ача çитĕнсе пынăçемĕн унăн интересĕсем те улшăнаççĕ. Шăпах куçăм тапхăрĕнче çул çитмен çамрăка уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ. Кашни çын хăй хывнă сукмакпа утать, апла пулин те ăна тÿрĕ çулран пăрăнса каясран пулăшса пымалла. Вăтам тата аслă ÿсĕмри ачасене вĕрентекен учительсем шăпах çак ĕçе пурнăçлаççĕ тесен те йăнăш мар-тăр.

Ямаш вăтам шкулĕнче ĕçлекен Г.Никифорова, Уçырма вăтам шкулĕнче истори предметне вĕрентекен Н.Самойлова, Чакаç вăтам шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен Н.Ильина, Сухайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.Иванова хăйсен проекчĕсенче ачасене аталантармалли, вĕсене вĕрентсе ăс-тăн памалли ĕçре ашшĕ-амăшĕ пысăк вырăн йышăннине çирĕплетрĕç. Программа çĕнĕ-лĕхĕ – учитель ĕçĕ ашшĕ-амăшĕсемпе ачасем хушшинчи хутшăнусене çирĕплетме пулăшнинче.

О.Германова Катек вăтам шкулĕнче ĕçлет. Конкурса хутшăнакансенчен çулĕпе чи çамрăкки пулчĕ вăл. Виççĕмĕш çул класс ертÿçи пулса тăрăшать. Çамрăк пулсан та пултаруллă. Г.Тимофеева (Вăтакас Кипеч), О.Сергеева (Кăшнаруй), В.Кротов (Ачча) педагогика ĕçĕнче 30 çул ытла. Л.Лаврентьева (Карăклă), Э.Фомина (Хучел), Н.Федорова (Шăхасан), В.Сергеева (Янкăлч) ачасенче "эпĕ – çын, эпĕ пултараятăп" шухăша аталантарма тăрăшаççĕ.

Икĕ ушкăнĕнче те учительсем конкурса питĕ тăрăшса хатĕрленнине палăртмалла. Хăшĕсен, тен, пăшăрханнипе çĕр çывăрман каçсем те пулнă-тăр. Ара, яваплăха туякан çын нихăçан та лăпкăн пурăнма пултараймасть ман шутпа. Учительсем вара пушшех те. Вĕсен кашни кунĕ, кашни сехечĕ ачасене тĕрĕс информаци, пĕлÿ парассипе çыхăннă.

Вĕрентÿ управленийĕн воспитани енĕпе ĕçлекен методисчĕ Н.Петрова – «Чи лайăх класс ертÿçи» район конкурсне йĕркелесе ирттерессипе явапли. Надежда Егоровна пуян опытлă педагог, Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч вăтам шкулĕнче 30 çула яхăн кĕçĕн классене вĕрентет. Çĕнĕ меслетсемпе, методикăпа усă курса уроксене хăйне евĕр ирттерет. Юрă-ташăра та ăста, тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнать, ертсе пырать. «Çулталăкри чи лайăх учитель» конкурсра та мала тухнăччĕ вăл.

Унпа пĕрле жюрире вĕрентÿ управленийĕн йĕркелÿпе методика ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ С.Иванова, Е.Иванова, Е.Кожевникова методистсем, И.Михайлова, С.Андреева, Э.Козлова психологсем, республика конкурсĕнче призер пулнă Л.Филиппова пулчĕç. Пурте вĕсем хăйсен ĕçĕнче нумай çул тăрăшаççĕ. Çавăнпа та конкурса хутшăннă учительсен программисенчи çитменлĕхсемпе лайăх енсене çийĕнчех асăрхаса, кирлĕ сĕнÿ-канашсем парса пулăшса пычĕç.

Конкурсăн икĕ тапхăрĕ вĕçленчĕ. Мала тухнисене палăртма та юрать. Кĕçĕн класс ертÿçисем хушшинче А.И.Миттов ячĕллĕ Сиккасси вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Н.Вазинге ĕçне жюри чи лайăххи тесе палăртрĕ. Иккĕмĕш вырăнта Л.Петрова (Çĕнĕ Ачча), виççĕмĕшĕнче Н.Борисова (Катек шкулĕ).

Вăтам ÿсĕмри класс ертÿçисем хушшинче Уçырма вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Н.Самойлова мала тухрĕ. Ун хыççăнхи вырăнсене Г.Никифоровапа (Ямаш шкулĕ) В.Иванова (Сухайкасси) йышăнчĕç.

Мала тухнă класс ертÿçисене саламламалли кăна юлать. Вĕсен программисене республикăра та çÿллĕ шайра хаклаччăр. Хăйсем пĕлÿ панă ачасен çитĕнĕвĕсем малашне те пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарччăр.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика