18 февраля 2009 г.
Çамрăкрах чухне «Кашни вăхăтăн хăйĕн паттăрĕсем, кăмăл-сипечĕ», – тенине пĕрре мар илтсеччĕ. Паллах, тĕрĕс те ăслă сăмахсем, çав хушăрах çĕршывра пурнăç йĕркеленсе пынă вăхăтра, лăпкăлăх хуçаланма тытăннă тапхăрта чикĕре е ытти хĕрÿ вырăнта тутисенче амăшĕсен сĕчĕсем те типсе çитеймен каччăсем тăшманпа çапăçса куçĕсене яланлăхах хупнине, хăть те мĕн калăр та, ăс-тăнпа хакласа чун-чĕрепе йышăнма питĕ йывăр. Тăшманĕсем вара камсем-ха; Укçашăн пуç касма хатĕр, çывăх тăванне те, тус-юлташне те хĕрхенмен Афганистан душманĕсем, Чечня боевикĕсем, Пакистан моджахечĕсем, пĕтĕм тĕнчери террористсен эшкерĕсем тата ытти те.
Кашни çулах Афганистан çĕрĕ çинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса Канаш чиркĕвĕнче кĕл тăвасси, воин-афганецсене асăнса лартнă монумент умĕнче митинг ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал та совет çарĕсене сăртлă-туллă çĕршывран кăларнăранпа çирĕм çул çитнĕ ятпа çаплах пулчĕ. Яланхиллех хулари культура керменĕнче салтак юррисен фестивалĕ иртрĕ. Ăна курма хулапа районта пурăнакан воин-интернационалистсем, пуçĕсене хунă салтаксен ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчи чикĕ леш енчи событисемпе интересленсе тăнă çынсем, çамрăксем, шкул ачисем пуçтарăнчĕç.
Сцена çине хула пуçлăхĕ В.Полукарова, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Степанов, Канаш хулипе районĕн тата Тăвай районĕн çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ А.Наймушин, Афганистанри çапăçусене хутшăннă Г.Николаев хăпарчĕç. Вĕсем залра ларакансене ырлăх-сывлăх, тулли телей, ăнăçу, пурнăçри йывăр тапхăрсене çĕнтерме чăтăмлăх сунчĕç, пуçĕсене хунисене ĕмĕр асра тытма, вĕсен çемйисене, çапăçу хирĕсенче чĕрĕ таврăннă воин-интернационалистсене пултарнă таран пулăшма пулчĕç. Вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Валентина Ивановна хула администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхне Н.Захаров воин-интернационалиста асăнмалăх парне пачĕ, сывă пурнăç йĕркишĕн пыракан кĕрешÿре çитĕнÿсем тунăшăн тав турĕ.
Пухăвăн кăмăллă пайĕ пуçланчĕ. В.Полукаровапа В.Степанов, «Службăра палăрнăшăн» орден кавалерĕ, Афганистан ветеранĕсен Раççейри союзĕн членĕ Г.Николаев воин-афганецсен пысăк ушкăнне «Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 20 çул» медальсене пачĕç. В.Тимофеев «Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене – 90 çул», Ю.Емельянов «Çарти тăванлăх», С.Желудковпа Ю.Федоров «Афганистан ветеранĕсен Раççейри союзĕ» медальсене тивĕç пулчĕç. Хĕрÿ вырăнсенче пуçĕсене хунă воин-ентешсен ашшĕ-амăшĕсене Тав çырăвĕсем, асăнмалăх парнесем пачĕç тата укçа парса пулăшу кÿчĕç.
Савăнăçлă пай хыççăн салтак юррисен фестивалĕ пуçланчĕ. Зал çийĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи, сăртлă-туллă çĕр-шывра, хĕрÿ вырăнсенче çуралнă юрăсем, Раççей хÿтĕлевçисене халалланă хайлавсем юхрĕç, сăвăсем янăрарĕç, ташăсем те пулчĕç.
В.АЧЧА.