13 февраля 2009 г.
Уртаракан чирпе эпизооти лару-тăрăвне тивĕçлĕ шайра тытса пырас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнче, çавăн пекех район администрацийĕ çумĕнчи чрезвычайлă лару-тăрусен комиссийĕн канашлăвĕсенче çак ыйтăва пĕрре кăна мар çĕкленĕ. Ку енĕпе ырă улшăнусем пурри курăнать. Сунарçăсене профилактика ĕçне хастар явăçтарма ял тăрăхĕсене укçа уйăрса панă. Вĕсене тытнă кашни тилĕ пуçне 300-шер тенкĕ укçа пама килĕшнĕ.
Иртнĕ кĕркуннехи сунар тапхăрĕнче сунарçăсем районти тилĕсен йышне 46 пуç чухлĕ чакарнăччĕ. Кунта Чакаç тата Кивĕ Шелттем ялĕсенче пурăнакан Алексей Григорьевпа Сергей Прокопьев сунарçăсен тухăçлă ĕçне палăртса хăвармалла, вĕсенчен кашни 10 ытла тилĕ тытнă. Тилĕ тытассипе районта пĕтĕмпе çирĕме яхăн сунарçă ĕçленĕ, вĕсем пĕрер тата икшер тилĕ чакарнă.
Сунар кăçал та ăнăçлă пырать. Паянхи кун тĕлне 6 сунарçă 12 тилле персе тытнă. Сăн ÿкерчĕкре А.Алексеева курма пултаратăр, вăл ăста сунарçă, Шăхасан салинче пурăнать. Анатолий Павлович хăйсен тăрăхĕнче эпизооти лару-тăрăвне йĕркере тытса пырассипе çине тăрса тимлет. Ку енĕпе вăл иртнĕ çулта та хастар ĕçленĕччĕ.
Тилĕсем чăнласах та йышланса кайрĕç, ку çеç те мар, çитменнине питех те пуçсăр вĕсем. Ялсене кĕрсе хуçалăхсем тăрăх ирĕккĕн çÿреççĕ, кил хуçисен йыттисене туллаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне тилĕсене Пукăртан, Юмансар, Пĕршенер тата Янкăлч ялĕсенче курнă. Асăрханăр, тилĕсем сирĕн яла та кĕме пултараççĕ тата çакна асра тытăр: сывă тилĕ çынсем пурăнакан вырăна çывăха пымасть, айккинчен пăрăнса иртет.
А.МЯСНИКОВ.