13 февраля 2009 г.
Нарăс уйăхĕн варри. Тулта сивĕ хĕл хуçаланать. Тавралăх шурă кăпăшка юрпа витĕннĕ. Нумаях та вăхăт иртмĕ, уй-хирсем пĕчĕккĕн хуралма тытăнĕç. Унпа пĕрлех халĕ куç умне курăнман суха касси тивмен лаптăксем çинчи çум курăк кашласа тухĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ятарлă йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пушă выртакан çĕрсене районта иртнĕ çултах ĕçе кĕртме пуçланă, анчах та мăян ĕрчетекен лаптăксем пирĕн тăрăхра пур пĕр çителĕклех-ха. 2010 çулта вĕсен вара вуçех те пулмалла мар.
Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта мĕн пур çĕр лаптăкĕн 12772 гектарĕпе усă курмаççĕ. Министрсен Кабинечĕн ятарлă йышăнăвне тĕпе хурса иртнĕ çулта «Весна», «Исток», «Ямашевская» агрофирма, «Нектар», «Сеспельское», «Мотор» агрофирма, «Олимп», «Флора-дизайн», «Синтез-агро», «Мария», «Сормовский», «Пинер», «Хучель», «Победит», «Агат» тата "Родина" хуçалăхсем инвесторсем пулса пушă выртакан лаптăксене чакарса пырассипе тимленĕ. Çуркунне вĕсем 1150 гектара сухаласа акса хăварнă, 4544 гектар çинче çĕртме сухи тунă, 2783 гектара кĕрхи культурăсемпе пуянлатса хăварнă. Вĕсене çак ĕçе туса ирттерме район бюджетĕнчен пĕр миллион тенкĕ укçа уйăрса панă пулнă.
Пушă выртакан çĕрсене ĕçе кĕртессипе инвесторсем кăçал та çине тăрса тимлĕç, район бюджетĕнче ку тĕллевпе икĕ миллион çурă укçа-тенкĕ пăхса хăварнă, çак укçа çумне тата 40 процент чухлĕ республика бюджетĕнчен куçарса пама йышăннă. Çĕр ĕçĕсене кăçал 3975 гектар çинче туса ирттерме планланă, 1500 гектарне çуркунне сухаласа акса хăварма палăртаççĕ.
Пушă выртакан çĕрсене чакарса пынипе пĕрлех тепĕр çĕрте, кун пекки час-часах тĕл пулать, пусăсене пăрахăçласа çум курăк айне тăваççĕ. Кун пек çитменлĕхе суха касси курман çĕрсене ĕçе кĕртессипе ĕçлекен комисси часах тупса палăртĕ. Çакăн евĕр тĕс-лĕхсем иртнĕ çулта та пĕрре кăна мар тĕл пулнăччĕ.
А.ЯМАНКАС.