АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУРНĂÇРИ ХĂВĂН ВЫРĂННА ПАЛĂРТМА ВĂХĂТ

13 февраля 2009 г.

Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне ÿссен кам пуласси çĕр тĕрлĕ пулать. Ун çинчен ыйтсан пĕчĕкскерсем хăпартланса калама пултарнă. Ÿснĕçемĕн вара чылай чухне хуравĕ çакнашкал пулнă: «Пĕлместĕп». Шалта мĕн амаланнине вара чи çывăх çынсене çеç вăрттăн систернĕ. Шкул вĕренсе пĕтернĕ çĕре, мĕн пытармалли пур кунта, пурнăçра мĕнле çулпа каймаллине нумайăшĕ пĕлмест те. Чылай чухне вара вĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕн шутлама тивет. Юрать-ха, енчен те ашшĕпе амăшĕ вĕреннĕ, пурнăçа лайăх пĕлекен çынсем пулсан: вĕсем ачисене ырă тăвасшăн тăрăшаççĕ, пысăк укçа кÿрекен специальноçсем суйласа илме пулăшаççĕ. Ача лайăх вĕренет, тăрăшуллă, хăйне тытма пĕлет, анчах ăна кăмăлне каякан професси илме кăтартакан çул çине тĕртекен çук. Паллах, кунта учитель малти вырăнта тăрать, шăпах унăн ача мĕн пултарнине, çут çанталăк ăна мĕн панине тупса палăртма, асăрхама пĕлмелле.

ШКУЛТА юлашки çул вĕренекенсемшĕн йывăр тапхăр пуçланать. Уйрăмах аслă пĕлÿ илес текенсемшĕн. Ăçта, кам пулма вĕренме каяссине палăртса, суйласа илнĕ профессипе çыхăннă предметсене тăрăшсах «кăшламалла», пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытма хатĕрленмелле. Çакăн çинчен ытларикун район администрацийĕн актовăй залĕнче пухăннă яшсемпе хĕрсем, вĕсем 10-11-мĕш классенче ăс пухаççĕ, умĕнче вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев каларĕ. Вĕ-рентÿ управленийĕн методика секторĕн ертÿçи С. Иванова пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытмалли условисемпе, йĕркесемпе паллаштарчĕ, ăнăçу сунчĕ.

Районти шкулсенче аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулма Чăваш ял хуçалăх академийĕн тата Санкт-Петербургри патшалăх политехника университечĕн Шупашкарти экономикăпа менеджмент институчĕн (филиалĕн) преподавателĕсен ушкăнĕ килчĕ. Вĕсем – ял хуçалăх академийĕн биотехнологи факультечĕн деканĕн çумĕ А.Терентьев, биологи тата ял хуçалăх ăслăлăхĕн докторĕсем К.Захаровпа А.Лаврентьев, экономика пĕлĕвĕн тата хатĕрленÿ уйрăмĕн ертÿçи О.Максимова, экономикăпа менеджмент институчĕн методика уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Петрова, деканăн вĕренме кĕме хатĕрлес енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.Селиванова.

Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕ. Вăл районăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Ял хуçалăх академийĕнче пирĕн районтан 140 çамрăк вĕренет. Шел пулин те, направленипе кайнисенчен каялла таврăнакансен йышĕ самаях йăшать. Района вара ял хуçалăх специалисчĕсем питех те кирлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кăçалхи çула Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе йышăннă. Ют çĕршывсенчен аш-какай, сĕт нумай кÿрсе килеççĕ. Çак продуктсене хамăр çĕршыврах кирлĕ чухлĕ туса илме майсем пур. Çавăнпа та тĕллевсене пурнăçлассинче – агроном, зоотехник, инженер, ветеринар тĕп вырăнта. Вĕсене малалла ăнтăлма, çитĕнÿсем тума, тивĕçлĕ ĕç укçи илме условисем кирлĕ. Çакă вара специалистсенчен хăйсенчен те нумай килет.

Районти шкулсенче, больницăсенче ĕçлекен учительсенчен, врачсенчен нумайăшĕ пенси çулĕсене çывхарать. Апла пулсан тепĕр 5-10 çултан вĕсен вырăнĕсене çамрăксен йышăнма тивет. Çавăнпа та вăтам шкула вĕренсе пĕтерекенсен педагогика, медицина институчĕсен алăкĕсене малашлăха шанса хăюллăнах уçса кĕмелле. Аслă пĕлÿллĕ медиксем яллă вырăнсенче нихăçан та ĕçсĕр тăрса юлмĕç.

«Канашсем» ентешлĕх ертÿçи Анатолий Кипеч çыравçă çамрăксене çĕр-шывшăн, чăваш халăхĕшĕн усăллă çынсем пулма пил пачĕ.

– Сирĕнте – вăй, эсир пирĕн пуласлăх, малалла çирĕп те сулмаклă утăмсемпе талпăнăр, хăвăр чăваш пулнине ан манăр, аçăр-аннĕр ятне ялан çÿлте тытăр, çине тăрсан, пултарулăхпа пĕлсе усă курсан çитĕнÿ пулатех, – тесе вĕçлерĕ ватă аксакал.

Биотехнологи факультечĕн деканĕн çумĕ А.Терентьев ял хуçалăх академийĕн кун-çулĕпе мультимедиллĕ экранпа усă курса паллаштарчĕ. Кунта ял хуçалăхĕнче ĕçлеме экономистсем, агрономсем, инженерсем, технологсем, зооинженерсем, ветеринари врачĕсем хатĕрлеççĕ. Вĕренме пур услови те çителĕклĕ. Студентсем наукăпа тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕсене хутшăнса çĕршывра, республикăра сахал мар çитĕнÿ тăваççĕ. Вĕренÿ практикине çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче, Германире, Швейцарире, Финляндире ирттереççĕ. Вĕсем хăтлă общежитисенче, хăна çурчĕ евĕрлĕ общежитире пурăнаççĕ, тĕрлĕ фестивальсене, спорт ăмăртăвĕсене, культура мероприятийĕсене активлă хутшăнаççĕ. Çуллахи вăхăтра стройотрядсенче хăйсене тыткаламалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илеççĕ.

Экономика пĕлĕвĕн тата хатĕрленÿ уйрăмĕн ертÿçи О.Максимова ял хуçалăх академине вĕренме кĕмелли условисемпе паллаштарчĕ, пулас абитуриентсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Студент çулĕсем – аслă пĕлÿллĕ çыннăн пурнăçĕнче ĕмĕрлĕхех асра юлакан тапхăр, чи хаваслă та интереслĕ вăхăт. Çакăн çинчен биотехнологи факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренекен, Шăхасан вăтам шкулĕн воспитанникĕ, вĕренÿ отличникĕ О.Кириллова каласа пачĕ.

– Пирĕн пата вĕренме килĕр, ÿкĕнмĕр! – терĕ Олеся.

Питĕрти патшалăх политехника университечĕн Шупашкарти экономикăпа менеджмент институтĕнче (филиалĕнче) организацисен менеджменчĕн, финанссен тата кредитсен, предприяти экономикин тата управленин специальноçĕсене вĕрентеççĕ. Вĕренме кĕнĕ чухне математикăпа, вырăс чĕлхипе, обществознанипе пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене мĕнле тытнине шута илсе йышăнаççĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕн пурнăçĕпе тĕплĕнрех методика кафедрин пуçлăхĕ В.Петрова каласа пачĕ.

Студентсемпе занятисем ирттерме штатри преподавательсемсĕр пуçне Шупашкарти, Санкт-Петербургри, Мускаври, Ижевскри аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçлекен паллă профессорсене, доцентсене, çавăн пекех предприятисен, фирмăсен опытлă ертÿçисене чĕнеççĕ. Студентсем республика тĕп хулинчи малта пыракан предприятисенче производство практикинче виçĕ хутчен пулаççĕ, производствăна йĕркелес опыта вĕренме ют çĕршывсене те яраççĕ.

Хальхи вăхăтра институтра 2 пине яхăн çамрăк вĕренет. Вĕренсе тухнисенчен пурте тенĕ пекех ĕçе вырнаçаççĕ, кунта илнĕ ăсталăх пурнăçра питĕ кирлĕ. Пурнăç, вăхăт çапла ыйтать.

Чăваш ял хуçалăх академийĕн студенчĕсен пултарулăх ушкăнĕ концерт лартса пачĕ. Ку чухнехи ташăсем ташларĕç, шÿтсем каласа култарчĕç. О.Владимирова студентка чăваш эстрада юррисене шăрантарса залра ларакансен кăмăлĕсене çĕклерĕ.

Чылайăшĕн вĕсен пекех студентсем, ташăçăсем, юрăçăсем, шÿтлеме юратакансем пулас килсе кайрĕ.

Шупашкартан килнĕ хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров Канаша килме вăхăт тупнăшăн тав турĕ, наука ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика