АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔСЕН ЯЧĔСЕНЕ АСРА ТЫТСА

13 февраля 2009 г.

Нарăсăн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 20 çул çитет. Çав кун юлашки салтак чикĕри Аму-Дарья шывĕ урлă хывнă, Термез çывăхĕнчи кĕперпе каçнă. Вăрçă 9 çул та 1 уйăх та 18 кун пынă. Пиншер çар çынни салтак тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунă. Пĕтĕмпе Афганистан вут-çулăмĕ витĕр çур миллиона яхăн салтакпа офицер тухнă. Эпир воин-афганецсен ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма тивĕç.

Воин-интернационалистсен ретĕнче Канаш хулипе районĕнчен 430-ăн. Вĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи чыса тивĕçлĕн пурнăçланă. Чылайăшне правительство наградисем парса хисеп тунă. Сăмахран, Василий Андрианов, Александр Лапшин, Сергей Захаров, Николай Федотов – Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем. Кăкăрĕсене «Паттăрлăхшăн» тата «Çапăçури тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» тата ытти медальсем илем кÿрекенсем те сахал мар. Сăрт-туллă çĕршывра 18 ентешĕн куçĕсем яланлăхах хупăннă. Вĕсен ячĕсене Канашри сквера вырнаçтарнă обелиск çинче касса кăларнă. Скверĕ воин-афганецсен ячĕпе хисепленет.

Çапăçу хирĕнчен таврăнайманнисене ĕмĕр-ĕмĕр мухтав! Чĕрĕ юлнисене вара çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ăнăçу сунатпăр. Телей сире те, сирĕн çемйĕрсене те!

Раççей Геройĕ Н. Ф.Гаврилов ячĕпе хисепленекен Янкăлч вăтам шкулĕнче совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 20 çул çитнĕ ятпа Раççей Çарĕн офицерĕсемпе тĕл пулу пулчĕ. Шкула «Тăван çĕршыв ывăлĕсем – Чăваш Енрен тухнă çынсем» обществăлла организацин представителĕсем кил-чĕç. Вĕсем – Раççей хăрушсăрлăх федераци службин ятарлă отрячĕн штурманĕ А.Гаврилов подполковник (Янкăлчра çуралса ÿснĕ), Президент полкĕн штабĕн офицерĕ А.Крылов подполковник (Ямашран), космос çарĕсен офицерĕ С.Исаков подполковник (Йĕпреç районĕнчи Туçаран).

Хăнасем шкулти Çарпа Мухтав музейĕнче пулчĕç, шкул ачисемпе, Янкăлч ялĕнчи воин-афганецсемпе калаçрĕç. Çы-вăх та ăшă калаçу чылайччен пычĕ.

Канашри тавра пĕлÿ музейĕнчи «Подросток» клуб членĕсем паттăрлăх урокне ирттерме Афган вăрçине хутшăннă Г.Николаева чĕннĕ. Герман Петрович каласа панине ачасем сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕç.

Мероприятине ертсе пыракан Н.Шмонина чăваш халăхĕн 6 пин çынни çав вăрçа хутшăннине пĕлтерчĕ. Килĕсене 113 çамрăк таврăнман.Тăваттăн хыпарсăр çухалнă, 6-ăн пĕрремĕш, 32-ĕн иккĕмĕш, 38-ăн виççĕмĕш ушкăнсенчи инвалидсем пулса тăнă. Яшсемпе хĕрсем Канаш хулипе районĕн вăрçăра вилнĕ 18 салтакне халалласа «Вилнисене асăнса. Чĕррисен ячĕпе» хатĕрленĕ фотостендпа интересленсе паллашрĕç.

Вырсарникун Канашра воин-афганецсене, вĕри «точкăсенче» пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă монумент умĕнче митинг иртĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика