11 февраля 2009 г.
Чукун çул урлă каçмалли вырăн пуринчен те пысăк тимлĕх ыйтать. Унта, çавăн пекех, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене те çирĕп пăхăнмалла. Çак палăртнă йĕркесем çине алă сулсан мĕн патне çитсе тухма пулать-ха?
Нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче каçхине 1 сехет те 30 минутра Аслă Мами çывăхĕнчи чукун çул урлă каçмалли вырăнта инкек пулса иртнĕ. "ВАЗ-2110" автомашина водителĕ Канаш хулинчен Çĕмĕрлене çул тытакан тавар турттаракан поездăн çулне пÿлнĕ иккен. Поезд, тăруках чарăнса ĕлкĕрейменнипе, автомашинăна рельссем тăрăх 50 метр сĕтĕрсе кайнă. Лапчăнса тата çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ автомашина салонĕнчен водителе тата икĕ пассажира туртса кăларнă. Пĕр пассажирне районти тĕп больницăна ăсатнă.
Енчен те водитель хĕрлĕ çутатакан светофор сигналне асăрхаса чарăнса тăнă пулсан инкек пулмĕччĕ, анчах та, аншарлине самаях сыпнăскер, çывхарса пыракан поезд умĕнчен каçса ĕлкĕретĕпех тесе шутланă пулĕ çав. Эрех-сăрапа минренĕ пуçри шухăш вара ултавлă пулнă.
Чукун çул урлă каçмалли вырăнсенчи инкексем пысăк çухатусемпе тата тăкаксемпе вĕçленеççĕ. Аварисем вара час-часах çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе пулса иртеççĕ. ГИБДД сотрудникĕсем хулара тата яллă вырăнсенче пурăнакансем хушшинче профилактика мероприятийĕсем туса ирттереççĕ пулин те инкексенчен ытларах пайĕ пур пĕр çынсен айăпне пула сиксе тухать.
Чукун çул урлă каçнă чухне мĕн пĕлмелле-ха; Переезд çывăхне çитсен автомашина двигательне тата трансмиссие тĕрĕс-тĕкел ĕçлеттермелли тĕрĕс режим суйласа илмелле. Çывхарса килекен поезд умĕнчен каçса кайма ан васкăр. Инкек-мĕн сиксе тухас пулсан машинист тормоз тытсан та поездăн чарăну çулĕ километра çитиех тăсăлма пултарĕ. Чукун çул çывăхне çитсессĕн пассажирсемпе калаçса тимлĕхĕре ан çухатăр. Хĕллехи вăхăтра переездсем çинче тата вĕсем çывăхĕнче пăрлак пулма пултарать, асăрханулăх нихăçан та ытлашши пулмĕ.
Хисеплĕ водительсем, хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен пурнăçĕсене хăрушлăх умне кăларса ан тăратăр. Перекетленĕ вăхăт чылай чухне инкекпе те вĕçленме пултарать.
О.МИКУШИН, пропаганда енĕпе ĕçлекен инспектор.