АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СОЦИАЛЛĂ ТŸЛЕВСЕМ ÇИНЧЕН КАЛАÇРĔÇ

11 февраля 2009 г.

Ветерансен районти Канашĕ ветерансен пуçламăш организацийĕсен вырăнти председателĕсен семинар-канашлăвне ирттерчĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕн Канаш хулипе районĕнчи службин ертÿçи О.Петрова, районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова, райадминистрацин экономика пайĕн пуçлăхĕ В. Александрова хутшăнчĕç.

Районта паян 10642 пенсионер пурăнать. Вĕсем илекен пенси укçин вăтам виçи 3550 тенкĕпе танлашать. Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи О.Петрова пенси саккунĕсенчи хăш-пĕр улшăнусемпе паллаштарчĕ. Малтанхи çулсенче пенсионерсем соцпакета илсе тăма е ăна укçан улăштарма заявлени çырнă, халĕ кашни çулах çырма кирлĕ мар. Ветеран хăй мĕнле пулăшупа усă курма кăмăл тăвать, çавăн валли заявлени çырать. Компенсаци тÿлевĕсене малашне ватăсене мар, вĕсене пăхса тăракан çынсене тÿлеме пуçлаççĕ. Хальлĕхе ку йĕрке вăя кĕмен-ха, çитес вăхăтсенче ĕçлеме пуçлать. Социаллă пулăшу тÿлевĕсемпе социаллă хÿтлĕх пайĕ ĕçлет, çавăнпа та ку ыйтупа малтан пенси фондне мар, асăннă пая пымалла.

Ольга Михайловна пĕлтернĕ тăрăх, пенсин база пайĕ мартăн пĕрремĕшĕнчен ÿсмелле, 1950 тенкĕ пулмалла, хальлĕхе ку сумма 1794 тенкĕпе танлашать. Январĕн 1-мĕшĕнчен вилнĕ çынсене пытарма паракан пулăшу виçи 4 пин тенкĕпе танлашать. «Кунта çакна та палăртса хăвармалла, пенсионер 80 çул урлă каçнă тейĕпĕр, анчах та малтанхи ĕç вырăнĕнче вăл паян кун та ĕçлекен çын пек шутланса тăракан тĕс-лĕхсем тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та ветерансен вăхăт е май пур чухне правленине кĕрсе ĕç кĕнекине тĕрĕслеттерсен аван пулмалла», – терĕ социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Михайлова.

Экономика пайĕн ертÿçи В.Александрова районăн 2008 çулхи социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Ветерансене район пурнăçĕпе çыхăннă кашни ыйту канăçсăрлантарать. Пенсионерсене хулана эмел туянма килсе çÿресси чăрмавлă. Çавăнпа та ялсенче куçса çÿрекен аптека пулăшăвне йĕркелессине район шайĕнче татса пама ыйтрĕç.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика