АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂВАН ШКУЛ ПИРĔН ЯТСЕНЕ ЫРĂПА АСĂНТĂРЧЧĔ

11 февраля 2009 г.

Шăхасан шкулĕ районта çеç мар, республикăра та лайăххисен шутĕнче тăрать. Чи малтан вăл пирĕн чаплă ентешĕмĕр, кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши ячĕпе паллă. Кунта çавăн пекех кулăш ăсти Иван Мучи, Хумма Çеменĕ çыравçă, Токсин, Воробьев композитор тата ытти паллă çынсем, пурне те каласа пĕтереймĕн, вĕреннĕ. Чăваш Енĕн министрĕсем хушшинче çак вĕренÿ учрежденийĕн воспитанникĕсем те пулнă. Акă вĕсем: çут ĕç министрĕсем М.П.Макаров, П.К.Капитонов (вăлах культура министрĕнче те ĕçленĕ), Н.Г.Счетчиков, вăрман хуçалăхĕн министрĕ А.С.Зверев.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 6 учитель паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене хунă. М.Я.Яковлев, А.И.Иванов, П.А.Александров, М.Г.Григорьев, В.С.Павлов, И.И.Иванов ячĕсем ĕмĕр-лĕхех шăхасансен чĕрисене кĕрсе вырнаçнă. Çар çыннисем те сахал мар Шăхасан шкулĕнчен вĕренсе тухнисенчен. Генералсем – В.М.Михайлов, Е.И.Васильев, И.Ф.Филиппов. Полковниксем 25-ĕн: В.М.Ильин, З.З.Якимов, С.И.Иванов, Р.И.Зефиров, Г.В.Григорьев, А.И.Семенов, И.Н.Тарасов, Н.М.Орлов, В.А.Алексеев, С.А.Анисимов, С.Г.Абакумов тата ыттисем те.

Профессорсем – Н.В.Васильев, В.Ф.Каховский, С.И.Иванов, А.Д.Дмитриев, Т.С.Сергеев, В.Д. Дмитриев, В.Н.Семенов, В.Н.Николаев, Н.И.Кольцов, А.Н.Волков тата ытти те. Доцентсем – 80 ытла.

Шăхасан шкулĕнче парашютпа сиксе пилĕк хутчен тĕнче чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ М.П.Костина вĕреннĕ. Халĕ Майя Петровна Шупашкарта пурăнать.

Республика, район больницисенче ĕçлекен врачсем хушшинче пирĕн шкулăн аттестатне илнисем сахал мар. Учительсем питĕ нумай. Юристсем те пур. Инженерсем, ял хуçалăх специалисчĕсем, экономистсем, строительсем мĕн чухлĕ тата! Ĕçпе чапа тухнисем те – пирĕн пуянлăх, мухтав.

З.М.Наумова, пирĕн шкултан вĕренсе тухнăскер, 15 ача çуратса ÿстернĕ. Мĕн чухлĕ вăй кирлĕ пулнă вĕсене ура çине тăратма. Паттăрлăх мар-и-ха ку;!

Килес çул Шăхасан шкулне уçнăранпа 190 çул çитет. Кăçал вара çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çĕнĕ шкулта пуçланĕ. Шкул çуртне вăхăтра ярас тесе объектра хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ.

Каларăм ĕнтĕ, пирĕн шкултан вĕренсе тухнисем хушшинче паллă çынсем нумай тесе. Вĕсем хăйсене пурнăç çулĕ çине кăларнă шкула пулăшу кÿме, шкул историйĕн страницинче çырăнса юлма пултараççĕ. Çĕнĕ çурта тăвассине хăвăртлатас тесе пултарнă таран, кам укçа-тенкĕпе, кам пурлăхпа, пулăшсан мĕнлерех пысăк та сăваплă ĕç пулнă пулĕччĕ.

А.СМИРНОВ, вăрçă тата педагогика ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика