АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИЛĔШТЕРСЕ ĔÇЛЕНИПЕ КИЛĔШŸ ТУПНĂ

06 февраля 2009 г.

"Кашни çын харпăр хăй ĕçне туса тăмалла", – тет халăх каларăшĕ. Çак шухăша çамрăк чухне пĕрре пуçа чикнĕ те Галина Варламовапа Зина Степанова, Зоя Алексеевапа Римма Школьникова, хăнăхнă ĕçре 40 çул ытла ырми-канми тăрăшаççĕ. Куллен хаçат-журнал тултарнă сумка йăтса утасси калама кăна канас. Çăмăл мар почтальонка ĕçĕ, вăл кирлĕ çĕре машина-автобуспа мар, çуранах çитет вĕт. Кашни çурта, подъезда кĕрсе хаçат-журнал валеçет. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупса вĕсемпе çыхăну тытать. Почтальонăн ĕçне пула пирĕн çырусемпе посылкăсем, хаçатсемпе журналсем палăртнă вырăна вăхăтра çитеççĕ. Кирек мĕнле çанталăкра та çыхăну ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.

Пархатарлă ĕçре почта пулăшăвĕн йăла-йĕркепе çыхăнман çĕнĕ мелĕсене пурнăçа кĕртсе çирĕплетеççĕ. Почтальонкăсем çулĕпе çамрăках мар ĕнтĕ, апла пулин те суйласа илнĕ ĕçе юратни вĕсене сÿрĕкленме памасть.

Галина Варламова хăйĕн кун-çулне почта ĕçĕпе çыхăнтарни 43-мĕш çул çине кайнă. Кармами хĕрĕ почтăна 1966 çулта килнĕ, ун чухне вăл 18 çулти хĕр упраç пулнă.

– Шкултан «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренсе тухрăм. Анне çамрăклах çĕре кĕнипе малалла вĕренме каяймарăм, тÿрех ĕçе вырнаçрăм. Шкул пĕтерсен кунтах икĕ çул делопроизводительте ĕçлерĕм. Ун хыççăн Канашри 4-мĕш çыхăну уйрăмне вырнаçрăм, – тет Галина Львовна. Çак тапхăрта хулара çитмен вырăн хăварман ĕнтĕ, кашни районтах хаçат-журнал, пенси укçи валеçнĕ. Çавăнпа та хăш çуртра, хăш хваттерте кам пурăннине лайăх пĕлеççĕ. Халĕ тата хаçатсене валеçни çеç мар, куллен кирлĕ таварсем те сутма тивет почтальонсен.

Çынсем хаçат-журнала малтанхи пек нумай çырăнмаççĕ пулин те, çырусем йышлă килеççĕ. Саккаспа янă çырусем те чылай. Участоксем те малтанхи çулсенчипе танлаштарсан самаях пысăк. Пенсие тухни çиччĕмĕш çул пулин те, кашни кунах ĕçе васкать Галина Львовна.

– Çамрăк чухне «Илем» çĕвĕ фабрикине ĕçлеме каясшăнччĕ Галя. Çын çуккипе ямарĕç. Фабрика тахçанах çук ĕнтĕ, эпир вара паян кун та ĕçлетпĕр. Унта каймасăр тĕрĕсех те тунă пулĕ, – калаçăва хутшăнать çыхăну ĕçĕн ветеранĕ З.Степанова. Г.Варламова – ĕç ветеранĕ, Хисеп хучĕсем, тĕрлĕ наградăсем темĕн чухлех унăн.

Зинаида Степановапа Зоя Алексеева почтальонкăсем иккĕшĕ те Тăрăн ялĕнчен. Кÿршĕллĕ пурăннă, пĕрле выляса ÿснĕ, шкула та пĕрле çÿренĕ. «Хурсене кĕтме те пĕрле çÿреттĕмĕр, клуба та пĕрле тухнă. Çамрăк чух ывăннине пĕлетĕн-и унта; Зоя ирех тăратчĕ», – тет çамрăклăхне аса илсе З.Степанова. Шкултан вĕренсе тухсан, Зинаида Ивановнапа Зоя Николаевна Шупашкарта ĕçленĕ.

– Киле отпуска таврăнтăм та Канашра почтăра ĕçлекен хамăр ял çынни Василий Зайцев мана кунта çын кирлĕ терĕ. 1968 çулта çуркунне почтăна вырнаçрăм, Зоя çуркунне килчĕ, – аса илет Зинаида Ивановна. – Ĕçе ялтан поездпа çÿреттĕмĕр. Ирех тăрса миçе çухрăм утнă-ха тата поезд çине. Ĕçе вырнаçсанах урам тăрăх сумкка йăтса çÿреме вăтанаттăмăр. Пĕрре хăнăхрăмăр та, ĕçлерĕмĕр те ĕçлерĕмĕр, çулсем иртсе кайни те сисĕнмерĕ. Çемьеллĕ пултăмăр, ачасене ÿстертĕмĕр, мăнуксем те çитĕнчĕç, – тет Зоя Николаевна калаçăва тăсса.

Римма Школьникова Кивĕ Шелттемре çуралса ÿснĕ. Сиккасси шкулĕнче вĕренсе вăтам пĕлÿ илнĕ. Шкул хыççăн Канашри 113-мĕш ПМСа ĕçлеме килнĕ. 1968 çулта хулари 4-мĕш çыхăну уйрăмне ĕçе вырнаçнă, каярахпа почтăна куçнă.

– Почтальон ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме мана Анастасия Ивановна Мигуськина нумай пулăшрĕ, – тет Римма Николаевна. Тăватсăмăр та хĕрĕх çул пĕрле ĕçлесе пĕр çемьери çынсем пекех пулса тăтăмăр тесен те юрать. Кашнин пурнăçĕ, телейĕ, савăнăçĕ куç умĕнче. Кулянмалли пулсан та, савăнсан та хамăр ăшри туйăмсене чи малтан пĕр-пĕринпе пайлатпăр. Кулленхи ĕçре вăрçăнса илесси те, пĕр-пĕринпе шÿтлесси те пулать.

Çамрăксем пит тытăнса тăрасшăнах мар почтальон ĕçĕнче. Хăшĕсем пĕр кун ĕçлесе пăхаççĕ те урăх килмеççĕ. Айккинчен пăхма кăна пирĕн ĕç çăмăл пек курăнать. Мĕнле кăна çынпа тĕл пулмастпăр пулĕ. Йытăсем те нумайланса кайрĕç. Çÿреме хăрамалла. Эпир ĕнтĕ пурне те хăнăхрăмăр...

Р.Школьникова мăшăрĕпе виçĕ ача çитĕнтернĕ. Асли Шупашкарти çыхăну техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Канашри почтамта ĕçе вырнаçнă. Тепĕр ачи Мускавра ĕçлесе пурăнать, кĕçĕнни Мускавра М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче вĕренет.

Почта ĕçне пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн Зинаида Степанована «Раççей Федерацийĕн çыхăну ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа, Зоя Алексеевапа Римма Школьникована Раççей шайĕнчи Хисеп грамотипе чысланă.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика