АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МАЛТИ ВЫРĂНТА – ХĂРУШСĂРЛĂХ

06 февраля 2009 г.

Эрне пуçламăшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче чрезвычайлă лару-тăруран асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас енĕпе ĕçлекен Пĕрлехи патшалăх системин Чăваш Республикинчи пайĕн Канаш районĕнчи звенин, районăн гражданла оборона системин 2008 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес тĕллевпе вĕренÿпе методика пухăнăвне ирттерчĕç. Ăна район администрацийĕн ĕçĕсене туса пыракан Э.Александров уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Мероприятине район администрацийĕн структурăллă подразделенисен, ял тăрăхĕсен, вĕрентÿ заведенийĕсен, предприятисен тата организацисен гражданла оборона ертÿçисем, районăн гражданла оборона службисен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру секторĕн заведующийĕ А.Моисеев иртнĕ çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Пĕлтĕр командăпа штаб тренировкисем 3 хутчен, вĕренĕвĕсем 2 хутчен, объектсен тренировкисем 69 хутчен, ятарлă тактика вĕренĕвĕсем 2 хутчен ирттернĕ. Çирĕплетнĕ графикпа ки-лĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекенсене чрезвычайлă лару-тăру тата террористла акт вăхăтĕнче эвакуацилес енĕпе занятисем пулаççĕ. Пушар хăрушсăрлăхне 15-мĕш пушар чаçĕ тата ял тăрăхĕсен вут-кăварпа кĕрешекен уйрăмĕсем татса параççĕ. Паянхи кун тĕлне районта муниципаллă пушар чаçĕсем 11 шутланаççĕ, вĕсенче 13 техника единици, личнăй состав 33 çынран тăрать. Тытса тăма 1582, 8 пин тенкĕ уйăрнă. Шăхасан ял тăрăхĕн территоринче 16-мĕш пушар чаçĕ уçнă. Чаç çуртне пушарнăйсем вăйĕпе тĕпрен юсанă.

Çуркунне шыв сарăлнă тапхăрта районта инженерипе техника мероприятийĕсем чылай ирттернĕ. Ку енĕпе район администрацийĕн обществăлла инфратытăм пайĕ тата автоçул служби ейÿ вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени инкексене вăхăтра сирсе яма пулăшнă. Ял тăрăхĕсенче пуринче те çурхи шыв таппи умĕнхи ĕçсене вăхăтра пурнăçланă.

Район администрацийĕнче терроризма хирĕç кĕрешес енĕпе комисси йĕркеленĕ, вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче занятисем, тренировкăсем ирттереççĕ, курăнакан агитаци йĕркеленĕ, хурала вăйлатнă. Халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕ-сем пыраççĕ.

2008 çулта чрезвычайлă лару-тăруран асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас енĕпе, гражданла оборонăпа çы-хăннă ыйтусене Вăтапуç, Çеçпĕл, Вăтакас Кипеч, Ачча, Хучел ял тăрăхĕсенче, Ямаш, Çеçпĕл вăтам шкулĕсенче, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕсенче оперативлă тата туллин татса парас тесе тăрăшнă. Службăсем хушшинче Гражданла оборонăн медицина, энергетика, обществăлла йĕркелĕх хуралĕн, автотранспорт, автоçул службисем, чĕрчунсене хÿтĕлес, газпа, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен службăсем лайăх ĕçленине палăртмалла.

Пухăнура Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин Чăваш уйрăмĕн ертÿçи С.Сергеева, Гражданла оборонăн пушар хăрушсăрлăх службин, медицина, суту-илÿ, газпа тивĕçтерÿ службисен ертÿçисем Ф.Смирнов, Р.Федорова, В.Павлов, В.Стерлядкин иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Гражданла оборонăн системине лайăхлатса пырассинче, чрезвычайлă лару-тăруран асăрхаттарассинче тата ăна сирсе ярассинче, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерсе тăрассинчи çитĕнÿсемшĕн, хăй тĕллĕн пулакан инкексене сирсе янă чухне пуçарулăх кăтартнăшăн район администрацийĕн Хисеп грамотипе çаксене наградăларĕç: службăсен ертÿçисене – М.Ильина, Н.Повернăя, А.Степанова, В.Стерлядкина; ял тăрăхĕсен гражданла оборона ертÿçисене – А.Егорова (Ачча), В.Максимова (Вăтакас Кипеч), С. Иванована (Çеçпĕл); муниципаллă пушар чаçĕсен ĕçченĕсене – Р.Павлова (Çĕнĕ Чалкасси), В.Федорова (Вăтакас Кипеч), Н.Васильева (Çĕнĕ Ачча); медицина ĕçченĕсене – васкавлă медицина пулăшăвĕн фельдшерне Н.Иванова, А.Иванов анастезиолог-реаниматолога, В.Федоров хирурга. Тав çырăвĕсене тивĕçнисем 11-ĕн. Вĕсенчен 10-шĕ – Шăхасанта уçăлнă 16-мĕш пушар чаçĕн личнăй составĕ.

Канаш хулинчи 6-мĕш номерлĕ вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекенсен ушкăнĕ вут-кăварпа, электрохатĕрсемпе асăрхануллă пулмаллине юптарусенчи чĕрчунсен сăнарĕсемпе сăнласа пачĕç. Сценарине те, мĕн каламаллине те хăйсемех хатĕрленĕ.

Çамрăк артистсене район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене тăвакан Э.Александров тав турĕ, куракансем хыттăн алă çупса ачасен кăмăлĕсене çĕк-лерĕç, хăпартлантарчĕç.

Райадминистраци çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче пушар сÿнтермелли хатĕрсен куравĕ ĕçлерĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика