06 февраля 2009 г.
Тунтикун Канашри почтамтра кашни уйăх пуçламăшĕнчех иртекен анлă канашлу пулчĕ. Канаш, Тăвай, Комсомольски районĕсенчи тата Канаш хулинчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсен ертÿçисем пĕрле пуçтарăнса кулленхи ĕçри ыйтусене сÿтсе яврĕç. Канашлăва Федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн – «Раççей почти» федераци патшалăх унитарлă предприяти филиалĕн директорĕ Светлана Тимофеева, çавăн пекех çак филиалăн специалисчĕсем, Канашри почтамт пуçлăхĕ Виталий Андриянов хутшăнчĕç.
– Канашри почтамт – республикăри пĕрремĕш категориллĕ почтамт. Вăл Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хыççăн чи пысăккисенчен пĕри. Территори пысăк, çавна май ĕçĕ те нумай. Çыхăну ĕçченĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе, юратса, пысăк пахалăхпа, çÿллĕ шайра пурнăçлаççĕ. Çавна май тăрăшулăхшăн пулăшу пани те вырăнлă. Районти, ялти почта уйрăмĕсем лайăх ĕçлени ертÿçĕне те хавхалантарать. Паянхи ĕçе ырана хăвармасăр пурнăçламалла, мĕншĕн тесен ыран пирĕн ума çĕнĕ тĕллевсем тухса тăраççĕ, – терĕ «Раççей почти» ФПУП филиалĕн директорĕ Светлана Тимофеева. – Çыхăну ĕçченĕн ĕçĕ куç умĕнче. Вăл, чăннипех те, халăхшăн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвать. Почтальон, сăмахран, кашни кун кашни киле пырса хаçат-журнал валеçет, кашни çын пурнăçне курса тăрать. Чылайăшĕшĕн вăл кĕтнĕ çын. Уйрăмах ватă çынсемшĕн, вĕсем патне пенси укçине тĕрĕс-тĕкел тата вăхăтра илсе çитерет-çке. Çынсем пирĕн ĕçпе кăмăллă пулччăр тесе яланах тăрăшмалла. Почтальонсене вăрçă вăхăтĕнче те кашни çемьерех кĕтнĕ, халĕ те кĕтеççĕ, малашне те кĕтĕç...
Светлана Терентьевна Канашри почтамт пуçлăхĕн çумне Нина Урослована Раççей почтин чи пысăк наградине – «Çыхăну ăсти» («Мастер связи») паллăна илнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ. Малашне те ăнăçлă ĕçлеме ырă сунчĕ. Нина Тихоновна Канашри почтăра нумайранпа ĕçлет, пуян опытлă специалист. Çыхăну ĕçĕнчи кашни ыйтăва çийĕнчех татса пама пултарать. Маларах çакăн пек сумлă ята почтамт пуçлăхĕ Виталий Михайлович Андриянов тивĕçнĕччĕ. Саламлатпăр вĕсене Раççей шайĕнчи наградăна илнĕ ятпа.
И.АНДРЕЕВА.