06 февраля 2009 г.
Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче творчествăлла шухăшлакан, анлă тавра курăмлă, пуян опытлă учительсем ĕçлеççĕ. 26 вĕрентекенрен 10-шĕ (38, 4 проц.) – аслă категориллĕ, 10 учителĕн (38, 4 проц.) пĕр-ремĕш категори, 2 учитель (8 проц.) иккĕмĕш категориллĕ. Паян çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлÿ паракан учительсене мухтаса илни те вырăнлă. Урокра тата класс тулашĕнче илнĕ пĕлĕве ачасем конкурссене, тĕрлĕ мероприятие, олимпиадăсене хутшăнса, пĕр-лехи патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса, аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ заведенийĕсене кĕрсе çирĕплетеççĕ. Ачасене тарăн та çирĕп пĕлÿ паракан учительсен шутне акăлчан чĕлхине вĕрентекен Людмила Александровна Тихонована тата математикăна вĕрентекен Галина Ивановна Кольцована кĕртме пулать. Галина Ивановна – пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен, математика учителĕсен районти ассоциацийĕн ертÿçи. Нумай пулмасть вĕсем иккĕшĕ те 55 çул тултарчĕç. Çулĕпе – аллă пиллĕкре, ĕçĕ-семшĕн вара вĕсене паян, чăннипех те, икĕ «пиллĕк» лартмалла.
Вĕрентÿ системинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн РФ Вĕрентÿ министерстви вĕсене тĕрлĕ çулсенче Хисеп грамотипе чысланă. Л.Тихонова вĕренекенĕсем, Артем Казначеев, Василий Данилов, Ирина Иванова, Елена Николаева, Раççей шайĕнчи конкурссенче пĕрре мар çĕнтерÿçĕсем пулнă, призлă вырăнсене йышăннă. Людмила Александровна хăй те професси конкурсĕсене, семинарсене хастар хутшăнать. Пĕтĕм Раççейре иртнĕ «Хальхи вăхăтри урок» конкурсра I степень диплом çĕнсе илнĕ, «Вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕрентÿпе воспитани процессне, наукăпа тĕпчев, методика тата экспериментла ĕçсене йĕркелесси» конкурсра II степень диплома тивĕçнĕ.
Л.Тихоновăпа Г.Кольцова педагогсене учительсем те, ачасем те хисеплеççĕ. Вĕсем районти учительсем валли час-часах уçă уроксем ирттереççĕ. Галина Ивановна вĕрентекенсене те, вĕренекенсене те ырă канашпа пулăшма яланах тарават. Шкултан вĕренсе тухнисем те ун патĕнче час-часах хăнара пулаççĕ, хăйсене пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пĕлÿ парса пулăшнă çынна тав тăваççĕ.
Çак кунсенче вĕрентÿ ĕçĕн ăстисене район администрацийĕн ертÿçи, ĕçтешĕсем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем, ачасемпе шкултан вĕренсе тухнисем ăшшăн саламларĕç. Людмила Александровнапа Галина Ивановна ĕçри çитĕнĕвĕсемпе пире малашне те савăнтарасса шансах тăратпăр. Ăна валли вĕсен вăй-хал та, ăнтăлу та пур-ха. Хăйсен ĕçĕнче учительсем çĕнĕ меслетсене тĕпе хураççĕ. Компьютер технологине те аван пĕлеççĕ. Ялан çĕнĕлĕх шыраççĕ, апла пулсан тупаççех.
В.ТИМОФЕЕВ, директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.