АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АШШĔ-АМĂШĔ МĔНЛЕ, АЧИ-ПĂЧИ ТЕ ÇАПЛА

04 февраля 2009 г.

2008 çул – Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕ – иртсе кайрĕ. 2009 çул – Çĕр ĕçченĕн тата Çамрăксен çулталăкĕ. Çаксене пурне те çыхăнтарса манăн Шуркасси ялĕнче пурăнакан чăннипех те пултаруллă, ĕçчен, маттур, сăпайлă, пур енĕпе те талантлă çемье çинчен каласа парас килет. Ку вăл – Игнатьевсен çемйи.

Çемье пуçĕ Юрий Валентинович 1967 çулта çĕр ĕçченĕсен çемйинче çу-ралнă. Ачаранах ĕçе хăнăхнă. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех, каникул вăхăтĕнче, колхоз хирне ĕçе çÿренĕ. Çавăнпах-и, тен, çĕр ĕçне питĕ юратнă. Салтака кайса килсен ял пурнăçне юратнипе-ши е чипер пике вĕсен ялне ĕçе вырнаçнипе, хуларан каялла яла таврăнать. Тăван хуçалăхра тракторпа ĕçлеме тытăнать. Çак çăмăл мар пурнăçра, нимĕнле йывăрлăхран хăрамасăр ĕçе малалла тăсать. Паян ял хуçалăхĕнче вăй хума кăмăл тăвакан çын питех те сахал. Çĕр вăл ĕçчен çынна юратать. Юрий Валентинович хăйне шанса панă трактора тирпейлĕ те юсавлă тытать. Çак çул çĕр ĕçченĕсене çăмăллăх, вăй-хăват парса çитĕнÿсем тума пулăшса пытăрччĕ.

Игнатьевсен çемйи 1989 çулхи октябрь уйăхĕнче йăва çавăрнă. Çеçпĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ чипер пике Людмила Шуркасси шкулне ĕçлеме пырсан куç хывнă та ăна йĕкĕт, икĕ çамрăк хушшинче юрату туйăмĕ вăй илнĕ. Кăштах вăхăт иртсен вĕсем ĕмĕре пĕрле ĕмĕрлеме тупа тунă.

Людмила Георгиевна Çеçпĕл ялĕнче нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Ачаранах ĕçлеме юратнă тата спортпа питĕ туслă пулнă. Шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ вăл. Комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă, пур ĕçе те хастар хутшăннă.

Шкул хыççăн Чăваш патшалăх университетне, физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. 1988 çулта направленипе Шуркасси шкулне ачасене вĕрентме килет. Коллективра хăвăрт пĕр чĕлхе тупать. Людмила Георгиевна çак шкулта çирĕм пĕрремĕш çул ачасене тĕрĕс наукăна юратма вĕрентет. Ачасен чи юратнă вĕрентекенĕ вăл. Ахальтен мар 2008 çулта «Самый классный классный» конкурсра мала тухрĕ. Чунне парса ĕçленĕшĕн ăна Хисеп грамотисемпе наградăланă.

Килте Людмила Георгиевна – тарават, ăста алăллă кил хуçи, çепĕç мăшăр, ырă чунлă та юратнă анне. 1990 çулта Игнатьевсен хĕрача Кристина çуралать. Питĕ сăпайлă та тăрăшуллă хĕрача пур ĕçе те тĕплĕ тăвать, ашшĕ-амăшне килти ĕçсене тума пулăшать. Виçĕм çул шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухсан Чăваш ял хуçалăх академине биотехнологи факультетне вĕренме кĕчĕ. Халĕ унта иккĕмĕш курсра вĕренет. Кунта та Кристина пултарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрса тăрать.

Тепĕр икĕ çултан Анюта ятлă чиперкке çуралать. Халĕ Анюта 10-мĕш класра вĕренет. Пур предметпа та «пиллĕк» паллăсем çеç илет. Кашни мероприятиех хастар хутшăнать, илемлĕ юррисемпе, ташшисемпе савăнтарать. Районта тата республикăра иртекен олимпиадăсене, конкурссене, фестивальсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. 2007 тата 2008 çулсенче «Канаш ен мерченĕсем» фестивале хутшăнса лауреат ятне илме тивĕçет.

Кăçал вĕренÿре, спортра, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн район администрацийĕ çирĕплетнĕ ятарлă стипендие илме тивĕçлĕ пулчĕ. Саламлатпăр эпир Анютăна. Кăçал, Çамрăксен çулталăкĕнче, пире хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарасса шансах тăратпăр.

Игнатьевсен çемйинче яланах ăнлану, килĕшÿ хуçаланать. Хăйсен пурнăçĕнче сахал мар ырă ĕç туса тантăшĕсене, кÿршисене, тăванĕсене савăнтараççĕ вĕсем.

Л.ФИЛИППОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика