04 февраля 2009 г.
Кĕçĕн классенче вĕ-реннĕ чухнех Венера учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Ăна пурнăçа кĕртме ашшĕпе амăшĕ сăмахпа та, ĕçпе те пулăшма тăрăшнă. Паллах, Владимир Борисовичпа Ольга Геннадьевна профессипе учительсем мар – пĕри инженер, тепри библиотекарь, апла пулин те çынсемпе ĕçлес енĕпе самаях опыт пухнă, юлташĕсем хушшинче педагогсем те çук мар.
Шăхасанти вăтам шкулта тăхăр класс пĕтерсен Венера Изратова Канашри педагогика колледжĕн шкул уйрăмне вĕренме кĕрет. Пуçламăш класс учителĕн дипломне алла илсен тăван шкулах таврăнать, педагогика ĕçне кÿлĕнет. Ĕçленĕ вăхăтрах Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетĕнче куçăмсăр майпа пĕлĕвне ÿстерет. Часах аслă классенче историпе уроксем ирттерме тытăнать. Пултаруллăскерне, пуçаруллăскерне шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне лартаççĕ.
– Манăн мăн асаттепе мăн асанне педагогсем пулнă. Тен, манра вĕсен юнĕ чупать, ачасене вĕрентес ĕçе çав тери юрататăп, шкулта хама тăван килти пекех туятăп. Каникулсем вăхăтĕнче ачасемшĕн тунсăхласах çитетĕп, шкул шавĕ нихçан йăлăхтарман илемлĕ кĕвĕ тейĕн, – тет Венера Владимировна.
Нумаях пулмасть Шăхасан вăтам шкулне ырă хыпар çитрĕ. Унта В.Изратова Чăваш Республикин Вĕ-рентÿ тата çамрăксен политикин министерстви ирттернĕ конкурсăн «Талантлă çамрăксене палăртасси тата ĕçре ÿсме пулăшасси» номинацире çĕнтерни çинчен пĕлтернĕ. Венера Владимировнана дипломпа наградăланă тата асăнмалăх парне панă.
Çак ятпа ăна ĕçтешĕсем, вĕренекенĕсем, паллах, ашшĕпе амăшĕ тата пиччĕшĕ саламларĕç.
В.АЧЧА.