АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СĂМАХ БЮДЖЕТ ÇИНЧЕН ПЫЧĔ

04 февраля 2009 г.

Район администрацийĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн 33-мĕш ларăвĕ иртрĕ.

Кун йĕркинчи пĕр-ремĕш ыйтупа финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков тухса калаçрĕ. Вăл 2008 çулхи чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче районăн 2009 çулхи бюджечĕ çинчен йышăннине улшăнусем кĕр-тесси çинчен пĕлтерчĕ. Бюджета укçа пырса кĕресси чакнине кура Раççей Федерацийĕн Правительстви федераллă бюджетăн тата çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозĕн параметрĕсене тепĕр хут пăхса тухас енĕпе ĕçлет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хальхи лару-тăрăва тишкерес тесе уйрăм ĕçсем туса ирттернĕ, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозне тĕрлĕ вариантсемпе тепĕр хут тĕрĕслесе тухнă, республика, çавăн пекех вырăнти бюджетсен параметрĕсене тишкернĕ. Пирĕн районăн консолидациллĕ бюджетне тупăш тата расхут енчен тепĕр хут пăхса тухĕç, вăл 12353, 6 пин тенкĕ (районăн 6853, 8 пин тенкĕ, ял тăрăхĕсен – 5499, 8) чухлĕ чакĕ. 2009 çулта тупăш 679847 пин, тăкак 679947 пин, дефицит 100 пин текĕ пулĕ. Район бюджетне пĕчĕклетни управлени органĕсене 935, 4 пин, автоçулсем тăвассине 3320 пин, Шуркасси вăтам шкулĕн спорт залне çĕнетессине 100 пин, Ăвăспÿрт Кипечри клуб çуртне юсассине 450 пин, Асхвари спорт комплексне реконструкцилессине 550 пин, канализацин тулаш сетьне тăвассине 480 пин, район больницине 518, 4 пин, вĕрентÿ управленине 500 тенкĕлĕх пырса тивет. Депутатсем çак улшăнусене сасăласа çирĕплетрĕç.

Пухăвăн 2009 çулхи ĕçсен планĕпе район пуçлăхĕ-депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов паллаштарчĕ. Плана районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталанма тата халăхăн пурнăç условийĕсене ÿстерме нормативпа право базине туса хурас тĕллевпе хатĕрленĕ. Унта палăртнă мероприятисене мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслесе тăма яланхи комисисен председателĕсене хушса хăварнă.

Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн председательне Н.Андреева районта та, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. 1980 çултанпа вăл асăннă хуçалăха ăнăçлă ертсе пырать. Депутатсен Пухăвĕ Николай Степановича «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята пама тăратрĕ.

Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Э.Александров хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика