АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУЛТАРУЛЛĂ ЕНТЕШĔМĔР ЯЧĔПЕ

30 января 2009 г.

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи театрĕнче Чăваш Республикин халăх артисчĕн В.Александровăн 50 çулхи юбилей ячĕпе савăнăçлă каç иртрĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Вячеслав Викентьевич – пирĕн ентеш, Энтриялĕнче çуралса ÿснĕ.

Театрăн курав залĕнче халăх лăк тулли. Юбиляра саламлама Чăваш Ен правительствин представителĕсем, тăванĕсем, тусĕсем, ĕçтешĕсем, искусствăна юратакансем, унăн пултарулăхне пуç таякансем килчĕç. Вĕсен хушшинче канашсем те пур: район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Энтрияль тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Антонов, Энтрияль вăтам шкулĕн директорĕ А.Гурьев, культурăпа кану учрежденийĕсен ĕçченĕсем, Сиккассинчи культура çурчĕ çумĕнчи «Асам» вокалпа инструментсен ансамблĕ. Уявăн тĕп сăнарĕ В.В.Александров сцена çине хăпарсанах зал хыттăн алă çупса ячĕ.

Чăваш академи театрĕн илемлĕх ертÿçи СССР халăх артисчĕ, Чăваш Республикин Театр деятелĕсен союзĕн председателĕ В.Яковлев, культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ В.Бондарев куравçăсем Вячеслав Александрова тÿрĕ чунлă, хисепе тивĕçлĕ çын, уçă саслă, лайăх дикциллĕ сцена ăсти, пултаруллă артист пулнипе, пĕтĕм чунĕпе театра парăннипе пĕлнине палăртрĕç. Талантлă ентешĕмĕр ячĕпе ырă та ăшă сăмахсем республикăри культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ С.Демидова, «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи А.Кибеч, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Энтрияль тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Антонов, вырăс драма тата пуканесен театрĕн, юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем, ĕçтешĕсем тухса каларĕç, парнесем пачĕç. В.Бондарев Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн Тав çырăвне вуласа пачĕ. «Асам» ансамбль юбиляр ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ.

Вячеслав Викентьевич хăйне хисеплесе килнĕ çынсене пурне те тав турĕ, малашне те куравçăсене сцена çинчи ăсталăхĕпе савăнтарма, кăмăлĕсене çĕклеме яланах хатĕр пулма сăмах пачĕ.

Савăнăçлă пай хыççăн В.Александров халăх юратакан спектакльсен сыпăкĕсене кăтартнă çĕре хутшăнчĕ. Çав сыпăксем «Чунсене чĕпĕтет çил-тăман», «Юратсан юрлас килет», «Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи», «Çитăр качаки» драмăсемпе камитсенчен пулчĕç.

Валерий Карпов, Надежда Зубкова, Петр Садовников, Надежда Кузьмина тата ытти паллă юрăçсем хăйсен юррисене юбиляра халалларĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика