30 января 2009 г.
Кăшнаруй ял тăрăхĕнче Çамрăксен çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Пĕрлехи информаци кунĕнче район администрацийĕн ĕçĕсене туса пыракан Г.Петров тата çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалист И.Морозова Шуркасси вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Оля Иванована (ÿкерчĕкре) президент стипендиачĕ пулнă ятпа саламласа свидетельство пачĕç.
Ольăна 4-мĕш класранпах пĕлетĕп. Шăпах çавăн чухне вăл «Канаш ен» хаçатпа çыхăну тытма пуçларĕ. Пĕчĕклех çыру чĕлхи яка пулни сисĕнетчĕ, аслă классене çитсен пушшех те уçăмланчĕ. Хĕрача çырнă заметкăсем, тĕрлĕ сăнавсем, кĕске тĕрленчĕкĕсем интереслĕ, çăмăллăн вуланаççĕ.
Ольăран çыру илмессерен: «Мĕн çĕнни çырнă-ши;» – тесе уçаттăм конверта. Пурте кăсăклă уншăн, тем тĕрлĕ сăнав ирттерме те вăхăт тупатчĕ. Ольăна çыру урлă кăна пĕлеттĕм пулин те, çывăх юлташ пекех туйăнатчĕ вăл маншăн. Шуркасси тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакан вăрçă ветеранĕсем çинчен хатĕрленĕ пуян та тулли содержаниллĕ материалсем сахал мар пичетленчĕç.
Шкулта та тăрăшса вĕренет Оля. Нихăш çул та предмет олимпиадисене хутшăнмасăр юлмасть. Пур предмета та юратса, интересленсе вĕренет. Республикăри конкурс-викторинăсене хутшăнса призлă вырăнсене йышăнать.
Шкулти кружоксене çÿрени, килти тата шкулти ĕçсене хастар хутшăнни тăрăшса вĕренме, хастар пулма хавхалантараççĕ ăна. Çавăнпах ĕнтĕ Президент стипендиачĕ ята тивĕçрĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.