30 января 2009 г.
ПУРНĂÇРА çĕр тĕрлĕ пăрăнăç. Турă çын шăпи мĕнле пулассине çуралсанах çырса хурать теççĕ те, çаплах пек туйăнать çав нумай чухне. Шăпаран тараймăн тени те тÿрре тухать. Кун-çула темле лайăх пурăнса ирттерес тесен те эпир шутланă пек килсе тухмасть-çке. Мĕншĕн çапла-ха вăл?
Кашни кунах çул çинче эпĕ. Вокзалта автобус кĕтнĕ чухне çумăн ларакан кинемей манпа хăех калаçу пуçарчĕ. Ăна-кăна ыйткаласа пĕлнĕ хыççăн сăмах çăмхи ватă çыннăн кун-çулĕ патне сÿтрĕлсе çитрĕ. Çулташăм Малтикас-Шĕкĕр ялĕнчен пулчĕ иккен. Çÿппи аппа ятлă хăй. Паспорт çинчи ячĕ - Ольга Александровна Александрова.
Нумай ачаллă çемьере çуралнă Çÿппи. Малтан çуралнисем, пилĕк ача, пĕчĕклех вилсе пынă. Çавăнпа та ашшĕпе амăшĕ инкекрен хăтăлас тесе пĕчĕк Ульхана çÿп шăтăкне янă та: «Çÿппи тупрăмăр», – тесе каялла кăларнă, ачана Çÿппи тесе чĕнме пуçланă. Çапла майпа вĕсем çемьене килекен ачасене вилĕм ан çулăхтăр тесе сыхланнă ĕнтĕ. Çавăнпах-и, тен, Çÿппин кун-çулĕ вăрăм та тертлĕ килсе тухнă. «Эпĕ хам Ульха ятлă пулнине шкула кайиччен те пĕлмен. Шкулта учителе ят çыртарнă чухне «Çÿппи» тетĕп те, вăл ун пек ят çук тесе çырмасть», – аса илет ватă.
Ольга Александровна 1922 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Малтикас ялĕнче çуралнă. Виçĕ ача çитĕннĕ вĕсем çемьере. Ашшĕ 1934 çулта çĕре кĕрсен амăшĕ чире кайнă. Колхоза кĕменнисене инхоз тесе тертлентернĕ. «Пирĕншĕн вăрçă 1940 çултах пуçланнă. Атте вилнĕ хыççăн питĕ йывăр килчĕ. Ун чухне кил-çуртшăн, çĕршĕн, выльăх-чĕрлĕх тытнăшăн налук тÿлемеллеччĕ: какай, çу памаллаччĕ. Чăх усранăшăн та çăмартапа тÿлеттернĕ те-ха. Укçа çитменнипе налука татса пыраймарăм. Çавăнпа та 1940 çулта Ăвăспÿрт Кипеч тăрăхне вăрман касма ячĕç. Ун хыççăн 1941 çулхи апрель уйăхĕнче Иваново тăрăхне илсе кайрĕç. Таврăнсан килте икĕ çĕр каçнă хыççăн Тăвайне окоп чавма илсе кайрĕç. Хĕлле, шартлама сивĕ. Январĕн çурринче Тăвайĕнчен таврăнтăм, Канашри сĕтел-пукан заводне ĕçе кĕтĕм. Икĕ уйăх çурă ĕçленĕ хыççăн икĕ милици пычĕ те Шăхасана тытса кайрĕ. Ун чухне район центрĕ Шăхасанта пулнă. Шăхасантан Çĕрпÿ хулине, унтан – Шупашкара. Тĕп хулара 320-мĕш номерлĕ завода вăрттăн цеха ĕçлеме илсе килчĕç. Хамăр районтан эпир виççĕн-тăваттăнччĕ. Атнашран иккĕн, Çĕнĕ Чалкассинчен пĕр хĕрача пулнă. Заводра бомбăсем тунă çĕрте ĕç-лерĕмĕр. Бомбăсен ăшне тултаракан япаласене спиртпа тасатса параттăмăр. Пирĕн алă витĕр çур çул хушшинче темиçе пин штук тухса кайнă пулĕ вĕсем фронта.
Заводра ултă уйăх ĕçленĕ хыççăн анне çине тăнипе «ниçта та тухса çÿремелле мар» тесе алă пустарса киле кайма ирĕк пачĕç. Анчах ман çак тапхăрта ĕçлесе те налук татăлман. Те 1942 çулта, те 43-мĕшĕнче хĕлле яла правление милицисем килнĕ. Мана чĕнме вĕсем техничкăна янă. Лешĕ урам тăрăх: «Çÿппине суд туса персе вĕлермелле тунă», – тесе каласа пынă. «Ну персе вĕлереççĕ ĕнтĕ халь мана», – тесе йĕрсе кайрăм правлени çуртне. Шупашкара «военнăй трибунала» пыма повестка парса хăварчĕç мана çаксем.
Шупашкара кайсан повесткăра кăтартнă адреспа çурта шыраса тупрăм та вăл тĕрме пулчĕ тăчĕ. Халь мана тĕрмене хупса хураççĕ ĕнтĕ, луччă Атăла сиксе вилетĕп тесе çыран хĕрне пырса тăтăм, сикеймерĕм. Çамрăкăн пурăнас килнĕ пуль çав. Пĕр старике тĕл пулса «военнăй трибунал» ăçта вырнаçнине ыйтрăм. Вăл тĕрмене хирĕçех пулнă иккен. Çав старик мана: «Ан хăра, унта мĕн чухлĕ салтака суд тунă, пĕрне те персе вĕлермен», – тесе лăплантарчĕ.
«Военнăй трибунала» кĕрсен манран тÿрех: «Шăхасантан мар-и;» – тесе ыйтрĕç. Судра пуçа çĕклесе пăхмасăр калаçрăм. «Налука пурпĕрех тататăп», – тетĕп. «Мĕнле;» – тĕлĕнет судья. – «Пÿрте сутса», – тетĕп. – «Ăçта пурăнăн вара;» – теççĕ. – «Кÿршĕре пĕччен пурăнакан карчăк патĕнче», – тетĕп. Киле таврăнсан кăмакана пăсса кирпĕчне, виçĕ чÿрече çинчи кантăксене икĕ хучĕпех, хапхана, пÿрт умне сутрăм. Çапла майпа парăма татса хăтăлса юлтăм.
Тепĕр çулне кăмака тутарса пÿрте пурăнма кĕтĕм. 1943 çулта шăллăма вăрçа ăсатрăм. Хама çак çулхинех Челябинск облаçĕнчи çар заводне ĕçлеме ячĕç. Ялтан вунă çын кайрăмăр унта. 10 кунран тухса тартăмăр, 9 кунран киле çитрĕмĕр. Хула витĕр çурран утса, уя тухсан тавар турттаракан вакунсем çине çакланса ларса пырса çапла çиткелерĕмĕр.
Ялта учительсене кăна çăнăх авăртса паратчĕç. Ял совечĕ магазинта çăнăх авăртса пама çын шырать. Эпĕ шăпах çав вăхăтра лавккана кĕнĕччĕ те мана çак ĕçе сĕнчĕç. Тăватă класс та вĕренсе пĕтерменскер хăра-хăрах килĕшрĕм. Магазинта учительсене çăнăх авăртса паракан пулса ĕçлеме тытăнтăм. Отчет тума вĕрентрĕç. Тăваттăмĕш класа çитсен атте вилнĕ пирки вĕренме пăрахрăм. Килте ĕçлемелле пулнă-ха та. 1943 çултан пуçласа 1979 çулччен сутăçăра ĕçлерĕм. Пенсие тухсан тепĕр икĕ çул çак ĕçе пăрахмарăм.
Шăллăма, ывăлсене пăхса ÿстерсе салтака юрăхлă çынсем турăм. Мăнуксем те çара кайса килчĕç. Пурте десантниксем пулнă. Хĕрĕм, Зоя Трофимова, ветеринари фельдшерĕнче ĕçлесе пенсие тухрĕ. Ĕмĕрĕм иртсе те кайрĕ», – çапла вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне Çÿппи аппа. «Тĕрмере ларнă» текен ят унăн пурнăçĕнче хăйĕн йĕрне хăварнă çав. Тĕрмере ларман-ха вăл, çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми-канми ĕçленĕ, нушине те нумай курнă. Телейĕ çавнашкал пулнă ĕнтĕ.
И.ВЛАДИМИРОВА.