28 января 2009 г.
Çанталăкăн хăйĕн кăмăлĕ. Вăл тĕрлĕ пулăмсемпе тĕлĕнтерсех тăрать: е кăрлач уйăхĕнче кĕркуннехи пек кунĕпех çумăр çăвать, е юрсăр шартлама сивĕ кунсем тăраççĕ. Хĕлĕн иккĕмĕш уйăхĕ вĕçленсе пырать пулин те, уй-хирте суха кассисем шурă çи виттипе витĕнсе куçран çухалаймарĕç-ха. Паллах, çакă ял çыннин кăмăлне хуçать, кĕр тыррисен калчисем, нумай çул ÿсекен курăксем шартлама сивĕ кунсенче хăйсене мĕнле туяççĕ-ши тесе шухăшлаттарать.
Паян уйри пурнăçа пĕлес тесен акса хăварнă анасем çине çитсе çĕр сийне касса илсе калчасене ÿстерсе пăхма тăрăшмалла. Ку ĕçе пурнăçлама чи малтан çак ĕç хатĕрĕсем кирлĕ: юр хулăнăшне виçме линейка, кĕреçе, пуртă, лум тата 35х35 сантиметр виçеллĕ икĕ йывăç ещĕк (ещĕксен çÿллĕшĕ 15 сантиметртан кая пулмалла мар). Ана хĕрринчен 50 метр шаларах кĕрсе, юра тасатса калча речĕсене палăртнă хыççăн 25х25 см пысăкăш, 15-20 см хулăнăш тăваткал çĕр сийне касса кăларса ещĕке вырнаçтармалла. 1-2 кун 3 градус ăшă тăракан пÿ-лĕмре тытмалла. Тăпра ăшăнса çитсен ещĕксене çутă, ăшă вырăна куçарса калчасене 2 эрне хушши ÿстермелле. Пÿлĕмри ăшă 15 градусран кая пулмалла мар. Енчен те тăпра типсе кайсан ăна лĕпĕ шывпа шăварса илмелле.
Уйран илсе килни 15 кун çитсен калчасене тĕрĕслеме вăхăт. Енчен те ещĕкре 60-70 туна çĕнĕ çулçă кăларса ÿсме пуçланă пулсан çак уйри калчасем лайăх хĕл каçнине пĕлтерет, çак кăтарту пĕчĕк пулчĕ пулсан (20-30 туна) – шухăшлаттарать. Çуркунне çитсен çак анасене чи малтан тĕрĕслесе тухмалла, удобренипе кирлĕ пек апатлантарма тăрăшмалла. Çавăнпа та паянхи кун юр айĕнчи «пурнăçа» пĕлсе тăни çĕр ĕçченне хăйĕн ĕçне малалла йĕркелесе пыма пулăшĕ.
Г.СЕМЕНОВА, ял хуçалăх центрĕн Канашри уйрăмĕн тĕп агрономĕ.