28 января 2009 г.
Хамăн çывăх юлташпа Петĕрпе çÿреме яланах хаваслăччĕ. Унăн кулăшĕсемпе тĕлĕнтермĕшĕсем тунсăхлама памастчĕç. Хăй кирек хăш вăхăтра та лăпкă, кăмăллă калаçатчĕ. Унăн хăтланăвĕсене вĕçне çитиччен сăнаттăм, малалла мĕн пуласса кĕтеттĕм. Çук, Петĕр чăркăш çын мар. Çапах та хăйĕн шухăшĕпе çынсене тĕлĕнтерет, савăнтарать. Чылай çул каялла ялти магазинсенче ирĕккĕнех эрех ĕçме пулатчĕ, 100, 200, 300 грамм стакана тултарсах тăнă. Килетĕн те мухмăр чĕртетĕн. Пĕррехинче Петĕрпе магазина кĕтĕмĕр. Вăл кĕсйинчен вак укçа кăларчĕ те шутлама пуçларĕ, унтан 99 грамм эрех, – терĕ сутуçă умне пырса. – 100 грамм ытлашши пулать, – тесе хушса хучĕ. Сутуçă стакана 100 грамм шăнкăртаттарчĕ.
– Мана 100 грамм мар – 99, – терĕ Петĕр. Пушă стаканпа чей кашăкĕ ыйтрĕ. Унтан васкамасăр кашăкпа эрехе ăсса пушă стакана ячĕ, сутуçăна тыттарчĕ. Сутуçăпа иккĕшĕ пĕр пĕрин çине пăхса илчĕç те кулса ячĕç.
Тепĕр кунхине те магазина кайрăмăр. Лавккана кĕрсессĕнех вăл мана хăйĕн çийĕнчи костюмне хывса тыттарчĕ. Сутуçă патне пырса çĕнĕ костюм тăхăнса пăхма ыйтрĕ. Лешĕ хаваспах килĕшрĕ. Питĕ килĕшрĕ Петĕре çĕнĕ тум. Манран хăйĕн кивĕ тумне илсе сутуçăна тыттарчĕ те кайран килсе илессе пĕлтерчĕ. Лавкка хуçи асăрхамасăр хаваслансах костюма хăйĕн «вырăнне» çакса хучĕ. Чылайччен тăтăмăр магазинта. Халăх хĕвешет: пĕри тухать, тепри кĕрет. Акă, пĕр çын та юлмарĕ. Петĕрпе иксĕмĕр сутуçă патне пытăмăр, ун çине пăхса ахăлтататпăр. Вăл пирĕнтен мĕн шăла йĕретĕр тесе тĕлĕнет. Петĕр çийĕнчи тумне хыврĕ те хăйĕнне тавăрса пама ыйтрĕ. Сутуçă тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ ун чухне.
Унтанпа уйăха яхăн та вăхăт иртрĕ пулĕ. Петĕр юнашар ялти пысăк магазина каяссине пĕлтерчĕ. Унта тĕрлĕрен тимĕр-тăмăр, транспорт хатĕрĕсем су-таççĕ иккен. Çул çинче юлташăм мана хăйĕн шухăшне систерчĕ. Мотоциклпа чупса курасшăн курăнать. Чăн та, магазина кĕрсенех алăк кутĕнче çĕнĕ мотоцикл «хуçине» кĕтсе ларать. Петĕр часах сутуçăпа калаçса илчĕ те ăна тапратса пăхма шутланине пĕлтерчĕ. Кĕçех мотоцикла урама тĕртсе тухрăмăр. Куккăшĕннипе чупса курнăскер Петĕр ăна часах «йĕнерлерĕ». Хура çăра тĕтĕм тата тусан мăкăрлантарса урам тăрăх вĕçтерсе те килчĕ. Магазин умне чарăнсан сутуçă тавар пахалăхĕпе интересленчĕ.
– Укçа çитмест-ха, персе ячĕ юлташăм. Сутуçă ют çынсем мар тесе кăштах кĕтме те хатĕрччĕ. Анчах та Петĕр çумĕнче пĕр тенкĕ çеç пулнине пĕлсен тарăхсах кайрĕ, вăрçа-вăрçа аллипе хамăр ял еннелле кăтартрĕ. Петĕр тусăм васкамасăр килĕ еннелле уттарчĕ. Сутуçă ун çине чылайччен пăхса тăчĕ.
Çапла, пĕлтĕр пулнă ĕçе аса илтĕм кăçал.
М.ВАСИЛЬЕВ.