АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МИНСК ÇЫВĂХĔНЧЕ АМАННĂ

28 января 2009 г.

Вăтапуç тăрăхĕнче, унта анчах-и, районта та, П.Николаева пĕлмен çын çукрах пуль. Çулĕпе вăл, куç ан ÿктĕрех, самаях аслă, тата нумай çул пурăнма Турри сывлăхне парсах тăтăр. Петр Николаевич 1912 çулхи утă уйăхĕнче Вăтапуç ялĕнче хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. Вăл Тăвай районĕн ĕçтăвкомĕн председательне лашапа турттарнă: хĕлле – хыçлă çунапа, çулла – тăрантаспа.

1942 çулхи çуркунне Петĕр Тăван çĕршыва хÿтелекенсен ретне тăнă. Кÿршĕ Мари Республикинче çар ĕçне вĕрентнĕ хыççăн фронта янă. Минск хулишĕн пынă хаяр çапăçусенчен пĕринче Николаев пулеметчик йывăр аманнă. Вăл инвалид пулса юлнă. Госпитальте сывалса тухсан килне ăсатнă. Пĕр вăхăт вăрçăчченхи ĕçĕнчех тăрăшнă. Каярахпа лашасем пăхнă, кĕтÿ кĕтнĕ, фермăра хуралта тăнă.

Петр Николаевичăн пиччĕшĕпе шăллĕ те фронтра юн юхтарнă. Александр ятлă пиччĕшĕ вăрçăран сывах таврăннă, вăл 1971 çулта çĕре кĕре кĕнĕ. Шăллĕ хыпарсăр çухалнă. Вăл ăçта пуçне хунине, ăна ăçта пытарнине пĕлме май килмен.

Петр Николаевича паттăрлăхпа хăюлăхшăн «Çа-пăçури тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш степеньлĕ орденĕпе, юбилей медалĕсемпе наградăланă. 2003 çулта «Ока» çăмăл машина панă.

Ветеранăн сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Е.Трофимова врач Петр Николаевич патне час-часах килсе унăн сывлăхĕпе интересленет. Уявсенче парне парса чыслаççĕ.

Ватă салтак Анатолий ятлă ывăлĕпе тата кинĕпе, Галина Васильевнапа, пурăнать. Мăнукĕсем тĕрлĕ çĕре саланса пĕтнĕ, чылайăшĕ çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Петр Николаевич патне тăтăшах Мускавран çырусем килеççĕ, шăнкăравсем те пулаççĕ. Унта унăн хĕрĕсем çемйисемпе пурăнаççĕ. Юратаççĕ, хисеплеççĕ вĕсем ашшĕне, унпа ыттисем умĕнче мухтанаççĕ, хăйсем пекех пулма ачисене, мăнукĕсене вĕрентеççĕ, ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Кăçал, Çĕнтерÿ кунĕнче мана Петр Николаевича курма, сăн ÿкерме тÿр килнĕччĕ. Шел, калаçса тăма вăхăт пулмарĕ. Çавăнпа та унăн вăрçăри кунĕсем çинчен тĕплĕнрех çыраймарăм. Хаклă Петр Николаевич, каярах юлса та пулин, сирĕн умăнти тивĕçĕме пурнăçласа çак материала хамăр хаçатра кун çути кăтартатăп. Нумай пурăнăр, ан чирлĕр.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика