28 января 2009 г.
Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта Пичет çурчĕн конференц-залĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Пухăва 200 яхăн çын хутшăнчĕ – журналистсем, полиграфистсем, кĕнеке кăларакансем, массăллă информаци электронлă хатĕрĕсен представителĕсем, журналистика ветеранĕсем.
Пухăва Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров салам сăмахĕсемпе уçрĕ. Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова журналистикăна чи юратнă ĕç вырăнне хурса суйласа илнисен ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăккине çирĕплетрĕ. Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Владимир Мидуков парламент ĕçĕ-хĕлне массăллă информаци хатĕрĕсем тĕплĕ çутатни питĕ кирли çинчен каларĕ. Шалти ĕçсен министрĕ Вадим Антонов пурнăçри историллĕ самантсене çырса кăтартасси хисепе тивĕçлине пĕлтерчĕ. «Хыпар» издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев глобализм саманинче Интернет анлăшĕ хаçатсене хĕстерсе пынине, почта тытăмĕ тарăн кризиса кĕрсе ÿкнине, çав хушăрах тăван чĕлхепе тухакан хаçатсене илсе тăракансен хисепĕ чакманнине палăртрĕ. Уяв ячĕпе çавăн пекех Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн ертÿçи Вячеслав Александров, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регионĕнчи ĕçтăвкомĕн ертÿçин çумĕ Татьяна Ильина, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин пресс-секретарĕ Светлана Каликова, почта ĕçченĕсем саламларĕç.
Республикăн пичет ĕçченĕсене Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн председателĕ Всеволод Богданов, Патшалăх Думин депутачĕсем Павел Семеновпа Николай Бударин космонавт саламласа телеграммăсем янă, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçусем суннă. Уява, паллах, саламсемсĕр пуçне наградăсемпе парнесем те илем кÿреççĕ. Пичет ĕçĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсемпе палăрнă калем ăстисене хисеплĕ ятсемпе, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Журналистсен союзĕсен, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Культура министерствин Хисеп хучĕсемпе, тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçисене Шалти ĕçсен, Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствисен, Раççей Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн, Чăвашпотребсоюзăн, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн, республикăри почтамтăн дипломĕсемпе, парнесемпе чысларĕç.
Валерий Комиссаров журналистсене çуллен паракан премисене тивĕç пулнисен ячĕсене пĕлтерчĕ. 2008 çулшăн чи сумлă ята – Çемен Элкер ячĕллĕ премине Семен Игнатьев фотокорреспондента, Марина Карягина тележурналиста пачĕç. Пичет ветеранĕ, Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн доценчĕ Иван Тенюшев Н.Никольский ячĕллĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕн «Пирĕн сăмах» хаçачĕн корреспонденчĕ Ирина Никитина Л.Ильин ячĕллĕ премисен лауреачĕсем пулса тăчĕç.
Сцена çине Канаш журналисчĕсен те тухма тиврĕ. Хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Владимиров Чăвашпотребсоюзăн, Виталий Алексеев (Ачча) ответлă секретарь Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин тата Раççей Федерацийĕн Перекет банкĕн Чăваш уйрăмĕн, «Канаш» хаçат корреспонденчĕ Петр Ефимов ШĔМĕн конкурсĕсенче çĕнтернĕшĕн хаклă парнесемпе дипломсене тивĕçрĕç. «Канаш» хаçат – «Водитель, çул, автомобиль» номинаци çĕнтерÿçи. Редакци коллективне парне парса хавхалантарчĕç.
Журналистсен уявĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕн оркестрĕ Моцарт, Штраус, Бизе, Вивальди хайлавĕсене каларĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.